11 июня 2013 г.
Майăн 27-мĕшĕнче пирĕн районти 244 выпускник вырăс чĕлхипе экзамен тытрĕ. Вĕсенчен 2-шĕ – çăмăллатнă формăпа, 242-шĕ – пĕтĕмĕшле патшалăх экзамен йĕркипе. ППЭ тытакансенчен иккĕшĕ иртнĕ çулсенчи выпускниксем пулнă.
Паянхи куна экзамен результачĕсем паллă. Район администрацийĕн вĕренÿ тата çамрăксен политикин пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх пирĕн районта, шел пулин те, «2» илнисем пулнă – пурĕ пиллĕкĕн. Çакă икĕ процентпа танлашать. Тепĕр майлă каласан вĕсем экзаменра 36 балран сахалрах пухнă. Вырăс чĕлхипе «2» илнисем математикăпа та çак паллăна тивĕçмесен экзамена тепĕр хут резерв кунĕнче Шупашкар хулинче тытма пултараççĕ.
Пĕрлехи патшалăх экзаменĕнче пирĕн районти выпускниксенчен никам та 100 балл пухма пултарайман. Мăн Сĕнтĕрти тата Муркашри вăтам шкулсенчи хăш-пĕр вĕренекенсем 95 балл таран пухнă.
Н. Николаева.