Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çапла акатпăр, шăваратпăр

08 июня 2013 г.

 

Пахчари ĕçсене мăшăрăмпа «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçатри «Кил тата хушма хуçалăх» кăларăмра пичетленекен уйăх календарĕпе килĕшÿллĕн пурнăçласа пыратпăр. Вăхăтпа килĕшÿллĕн пахча çимĕçпе тымар çимĕçе акса-лартса пĕтеретпĕр те ĕнтĕ. Хамăр ĕçе тăтăшах сăнаса тăнăран акнă-лартнă вăрăсем шăтманни те тĕл пулать. Кун пек чух вĕсене тепĕр хут акма тивет. Çак ĕçре, каярах пулсан та, хамăн сĕнÿсемпе паллаштарас тетĕп.

Хамăр урамра пурăнакан пĕр хусах хăяр вăрри ыйтрĕ те эпĕ ун патне вăрăпа пĕрле хамăр килте лартнă хыççăн юлнă калчасене те илсе кайрăм. Ку çитмерĕ-ха, калчасене марльăпа чĕркенĕрен вĕсене йăран çине лартма пĕр-пĕринчен уйăрма хăтланса юлташăм хуçса ан пĕтертĕр тесе хамах лартса патăм. Эпĕ лартатăп – вăл шăварать. Калчана икĕ симĕс çулçăна çиеле хăварса лартатăп та тымар патĕнчи тăпрана алă лаппипе хыттăн пусăрăнтаратăп.

Пĕр хушă çапла ĕçленĕ хыççăн пахча çимĕç вăррисене юлташăма актартăм. Вăл касăсене акать, эпĕ вĕсене тăпрапа витетĕп, пусăрăнтаратăп.

Вăл эпĕ ĕçленине сăнаса пыракансер:

– Çавăн пек пусăрăнтармалла-и вара? – тесе ыйтрĕ.

Хуравĕ манăн хатĕр. Ăнлантаратăп:

– Пахча çимĕçе тулăх туса илес тесен ăна акса-лартса туса илессин хăйĕн технологийĕ пур. Пахчаçăн ăна çирĕп пăхăнмалла. Хăяр, кавăн, кабачок тата ытти шултра пулакан пахча çимĕç культурисен вăрлăхне аксан е калчине лартсан çав вырăнсене пусăрăнтармалла. Вĕтĕ вăрăллă пахча çимĕçе вара – кишĕре, хĕрлĕ кăшмана, йÿçĕ кăшмана, çарăка, редиса, салата, петрушкăна т. ыт. те – ретсем тăрăх акнă чух çав рете пĕтĕмпех пусăрăнтарма тăрăшмалла. Çапла туни вăрлăх патĕнче нÿрĕк çителĕклĕ пулма кирлĕ.

Çакăнта пĕр 10 çул каялла пулса иртнĕ пĕр истори аса килчĕ. Ун чухне мăшăр шкулта ĕçлет-ха. Пĕр учительница кишĕр шăтмарĕ тесе пăшăрханса калаçать тет. Мăшăрăм ăна алă лаппипе лайăх пусăрăнтармарăн пулĕ тесен хайхискер ĕçĕн çак мелне пĕлменни куç умне тухать.

– Эсĕ пахчаçă арăмĕ пулнăран пĕлетĕн ĕнтĕ, – тесе хурав пачĕ тет вĕрентекен.

Выльăх кăшманне çĕр улми ани çине акатпăр. Ретсем хушши 40 – 50 сантиметр. Нумай акнă пирки кунта алăпа пусăрăнтарса пĕтереймĕн. Эпĕ вара майне тупрăм: урапа пусăрăнтаратăп.

Ĕç опычĕ çакна кăтартать. Пусăрăнтарнă анасем çинче пахча çимĕç хăвăртрах шăтать, тăпра та час типмест.

Хăяр тата купăста калчисене шăварнă чухне калча кайса ÿкесрен асăрханса ĕçлемелле. Технологие пăхăнса лартнă калчасемпе вăхăтра акнă вăрлăхсем хăвăрт ÿсĕме каяççĕ. Ял çыннин вĕсенчен паха çимĕç кĕтмелли вăхăт та кĕскелет.

Н. ПЕТРОВ,

пахчаçă.

Нискасси ялĕ. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика