08 июня 2013 г.
Чăваш Енре пенсин пухăнакан пайĕн тарифне суйласа илессипе 100 ытла заявлени йышăннă. Пирĕн районта кун пеккисем çук-ха. 2013 çул хушшинче вара 1967 çулта тата ун хыççăн çуралнă граждансен страховани взносĕсен миçе процентне ĕç пенсийĕн пухăнакан пайĕ валли уйăрасси пирки йышăну тумалла.
Страховани взносĕсен тарифĕсене çĕнĕрен шутласа палăртассине Раççей Федерацийĕнче пенси системине нумай вăхăтлăх аталантарассин стратегийĕпе пăхса хунă. Кунта икĕ вариант сĕннĕ: е хальхи пек пенсин пухăнакан пайĕ валли хывассине 6 процент хăвармалла, е тарифа 2 процента çити чакармалла та 4 процентне пенсин страхланă пайĕ валли куçармалла.
Пенсин пухăнакан пайне йĕркелеме право пур граждансенчен ытларахăшĕ «çăвара шыв сыпма» кăмăл тăвать – ертсе пыракан компанисемпе патшалăх тытăмне кĕмен пенси фончĕсене пĕр хут та суйласа илмен. Саккунпа килĕшÿллĕн кун пеккисен пухăнакан пенсийĕ патшалăхăн ертсе пыракан «Внешэкономбанк» компанийĕнче йĕркеленет. 2014 çулта вĕсем валли страховани взносĕсен тарифне палăртассипе улшăну пулать: взноссен 2 проценчĕ пенсин пухăнакан пайĕ валли, 4 проценчĕ ĕç пенсийĕн страхланă пайĕ валли кайма тытăнать. Енчен те 6 процент виçине пенсин пухăнакан пайĕ валли сыхласа хăварас тесен патшалăхăн ертсе пыракан урăх компанине, харпăр хăйĕн ертсе пыракан компанине е патшалăх тытăмне кĕмен пенси фондне суйласа илесси пирки заявлени çырса памалла.
Енчен те гражданин иртнĕ çулсенче пĕр хутчен те пулин урăх компание е пенси фондне суйласа илесси пирки заявлени çырса панă пулсан, унăн пенсин пухăнакан пайĕн тарифĕ 6 процентах сыхланса юлать. Пенсин пухăнакан пайĕн тарифне 2 процент виçипе йĕркелес тесен патшалăхăн кирек хăш ертсе пыракан компанийĕн инвестици портфельне суйласа илесси пирки заявлени памалла, 2 процент тесе паллă тумалла.
Пухăнакан пенсие инвестицилесси пирки ĕç пенсийĕн пухăнакан пайĕ валли хывакан страховани взносĕсен тарифне палăртса заявленисене 2013 çул вĕçлениччен РФ Пенси фончĕн кирек хăш территори органĕнче е алă пуснисем тĕрĕс пулнине шантарассипе Раççей Пенси фончĕпе килĕшÿ тунă организацисенче çырса пама пулать. Чăваш Республикинче кун пек килĕшÿсене Раççей Перекет банкĕ патшалăх тытăмне кĕмен «Большой НПФ», «КИТ Финанс», «Промагрофонд», «РГС» пенси фончĕсемпе тунă. Хăвăра интереслентерекен пур ыйтусемпе те Пенси фончĕн районти управленине пыма пултаратăр. Тел.: (83541) 63-0-41.