05 июня 2013 г.
Вулакансем хăйсен хаçатне çăмăллăнах уйăрса илме пултарччăр, хаçатри материалсен ячĕсем вĕсене тыткăнласа статьяна вĕçне çитичченех вулама хистеччĕр – çак тата ытти нумай ыйтупа калаçма иртнĕ эрнере республикăри журналистсем, хаçата калăплакансем тата хаçатсен тĕп редакторĕсем семинара пухăнчĕç.
REGNUM ИА тĕп редакторĕ Виген Акопян, «МК в Иванове» хаçатăн тĕп редакторĕ Мария Ракова пирĕн республикăри хăш-пĕр хаçатсене тишкерсе хакларĕç.
Пĕтĕмĕшле илсен республикăра хаçатсен тиражĕсем пĕчĕк мар, акă пĕрремĕш çур çулти кăтартупа та пĕтĕмĕшле тираж 4 процент чухлĕ ÿснĕ, анчах та вăхăт сайтсемпе те тимлесе ĕçлеме ыйтать. Çамрăксем кулленхи пурнăçра ытларах компьютерпа ĕçлеççĕ, хаçат-журнала та Интернет урлă вулаççĕ. Çакна хăнăхманнисемшĕн е йышăнманнисемшĕн вара хаçат – чи çывăх тус. Апла пулсан редакцисен икĕ пайран тăракан аудиторие те тивĕçтерме тăрăшмалла. Çакăн пирки тĕплĕ калаçу пулчĕ семинарта.
Массăллă информаци хатĕрĕсенче нацисен хутшăнăвĕсене тĕрĕс çутатассипе Чăваш Енĕн прокурорăн аслă пулăшаканĕ Ирина Папшева тĕплĕн паллаштарчĕ.
Семинарăн тепĕр интереслĕ пайĕ грамматика правилисене пăхăнса тĕрĕс çырассипе пулчĕ. Филологи наукисен кандидачĕ Юрий Виноградов доцентпа пĕрле журналистсем практика ĕçĕсене пурнăçларĕç.
Семинар Муркаш район хаçатĕнче ĕçлекенсемшĕн ĕç саманчĕсемпе кăна мар, савăнăçлă самантпа та асра юлчĕ: «Золотой фонд прессы – 2013» пĕтĕм Раççей конкурс çĕнтерÿçи пулнине çирĕплетекен свидетельствăна тата унăн паллине шăпах семинарта парса чысларĕç.
В. Андреева министр пирĕн район хаçачĕ республикăри чи лайăх хаçатсен йышĕнче пулнине çирĕплетсе каларĕ. Кăçал республика конкурсĕнче район хаçачĕ «Халăх тĕрĕслевĕ» проектпа çĕнтерсе ăна лайăх пурнăçланине те палăртрĕ.
Н. Николаева.