05 июня 2013 г.
Паллă ĕнтĕ, çурт-йĕр строительствин аталанăвĕн, ялсенче харпăр хăй пурăнмалли çуртсем тăвассин кăтартăвĕсем пĕтĕмĕшле илсен çынсен пурнăç шайĕ мĕнле пулнине хаклама май параççĕ. Çавна май район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе – капиталлă строительство тата обществăлла инфраструктурăна аталантарассин управленийĕн пуçлăхĕпе Владимир НИКИТИНПА тĕл пулнă май шăпах çурт-йĕр строительствин ыйтăвĕсене хускатас терĕм.
– Владимир Германович, республикăна илес пулсан Чăваш Енре çынсем валли çурт-йĕр тăвасси япăх мар аталаннă. Ку тĕлĕшпе тĕрлĕрен программăсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Чăваш Республики çурт-йĕр хута ярассипе Атăл çи федераллă округра та ытти регионсем хушшинче малтисенчен пĕри. Район пирки мĕн калама пултаратăр?
– Калаçăва иртнĕ çулхи кăтартусенчен пуçлар. Вĕсем япăх теместĕп. 2012 çулта пĕтĕмпе 29371 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута яма май килчĕ. Ку тĕлĕшпе хуçалăхсем хушшинчи «Моргаушская» строительство организацине ырă енчен палăртмалла. Кунти строительсен вăйĕпе юлашки çулсенче район центрĕнче те, Мăн Сĕнтĕрпе Москакассинче те нумай хваттерлĕ хăтлă çуртсем сахал мар çĕкленчĕç. Район центрĕ те çултан-çул илемлĕрех те хăтлăрах. Строительство ĕçĕсем хĕл кунĕсенче те чарăнмаççĕ.
Районта харпăр хăй вăйĕпе пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси анлă сарăлнă. Пĕлтĕр асăннă мелпе пĕтĕмпе 26775,6 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янăччĕ. Апла пулсан ял çынни малашлăха пăхать, ĕненет, ял пурăнать.
– Пурте пĕлетпĕр, ялта çурт-йĕр çавăрасси хальхи вăхăтра çăмăл ыйтăвах мар. Кунта патшалăх пулăшăвĕсĕр те май çуках ĕнтĕ.
– Çурт-йĕр çавăракан граждансенчен чылайăшĕ патшалăхран та, республикăран та пулăшăва тивĕçеççĕ, район та çакăнтан айккинче тăрса юлмасть. Уйрăмах çамрăк çемьесене, çамрăк специалистсене паракан пулăшу витĕмлĕ. Çĕр-шывра «Раççей гражданĕсене – юрăхлă тата хăтлă çурт-йĕр» наци проекчĕ йышăннăччĕ. Асăннă проектпа килĕшÿллĕн çемьесем çурт-йĕр тума социаллă тÿлевсене тивĕçеççĕ.
Федерацин «Ялсен 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ» тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн пĕлтĕр ялсенче çурт-йĕр çавăрма тата хваттер туянма 11 çамрăк çемьепе çамрăк специалиста социаллă тÿлев илме свидетельствăсем уйăрса панă. Пĕтĕмĕшле сумма – 6 млн та 773,42 пин тенкĕ. 6 граждана кун пек пулăшупа 2 млн та 850,4 пин тенкĕлĕх тивĕçтернĕ. Федерацин «Пурăнмалли çурт-йĕр» тĕллевлĕ программин «Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси» подпрограммипе вара 12 çамрăк çемьене социаллă тÿлев парса пулăшнă. Унăн сумми – 5 млн та 772,9 пин тенкĕ.
Чăваш Республикин Президенчĕн 2011 çулхи октябрĕн 3-мĕшĕнчи «Çамрăк çемьесен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассипе патшалăх пулăшăвĕн хушма мерисем çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн районти 30 çамрăк çемье çурт-йĕр тума е хваттер туянма кайнă тăкаксене саплаштарма, илнĕ ипотека кредичĕсемшĕн тÿлеме субсидисене тивĕçрĕ.
Нумай ачаллă çемьесем, тăлăхсем, вăрçă ветеранĕсемпе вăрçă участникĕсен тăлăх арăмĕсем – уйрăм тимлĕхре. 2012 çулта Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи Яшковсен нумай ачаллă çемйине пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма республика бюджетĕнчен 1 млн та 396,17 пин тенкĕ уйăрса парса пулăшнă. Республика бюджетĕнченех Москакасси ял тăрăхĕнчи тăлăха Кристина Суминăна хăйĕн çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма 769 пин тенкĕпе тивĕçтернĕ. Хăйсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмаллисен черетĕнче тăракан 53 вăрçă ветеранĕпе тăлăх арăмран 37-шĕ свидетельство илсе е хваттер туяннă, е укçа-тенкĕпе строительствăра усă курнă.
– Владимир Германович, çурт-йĕр строительствинче кăçал лару-тăру мĕнлерех-ха?
– Планпа кăçал пирĕн пĕлтĕрхинчен кая мар пурăнмалли çурт-йĕр хута ярас пулать. Вăл шутран – Муркашра Парковая урамра 1219,5 тăваткал метрлăх нумай хваттерлĕ пурăнмалли çурт.
Çĕр-шывăн çамрăк гражданĕсем кăçал та çурт-йĕр строительстви валли тата хваттер туянма витĕмлĕ пулăшу илсе тăраççĕ. Акă май уйăхĕнче кăна социаллă тÿлев илме 4 специалиста пĕтĕмпе 2 млн та 41,61 пин тенкĕлĕх тата 7 çамрăк çемьене 5 млн та 122,61 пин тенкĕлĕх свидетельствăсем панă. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне вара çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмаллисен черетĕнче 129 граждан шутланнă, вĕсенчен çамрăк çемьесемпе çамрăк специалистсем – 69.
Федерацин «Пурăнмалли çурт-йĕр» тĕллевлĕ программин «Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси» подпрограммипе иртнĕ çул 12 çамрăк çемье пулăшăва тивĕçрĕ пулсан, кăçал кун пеккисем 29 пулмалла. Списокра вара пĕтĕмпе 140 çемье.
Чăваш Республикин Президенчĕн «Çамрăк çемьесен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассипе патшалăх пулăшăвĕн хушма мерисем çинчен» Указĕпе кăçал 5 çемье пулăшăва тивĕçрĕç ĕнтĕ, татах 5 çемье документсене хатĕрлет.
Пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассипе нумай ачаллисен черетĕнче çак вăхăта 9 çемье. Кунта 5 е ытларах ачаллă çемьесем кĕреççĕ. Кăçал çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма Юнкă ял тăрăхĕнчи Апроськинсен çемйи валли 1 млн та 147,5 пин тенкĕ уйăрнă.
Тăлăх ачасем 18 çул тултарнă май вĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессине пăхса хунă. 2013 çулта Ильинка, Оринин, Москакасси тата Муркаш ял тăрăхĕсенчи 4 тăлăх ачана çурт-йĕр туянса памалла. Çавна валли 3 млн та 366 пин тенкĕ уйăрса панă. Паянхи куна вара çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма тивĕçлĕ тăлăх ачасен списокĕнче пĕтĕмпе 16-ăн. Çавăн пекех çурт-йĕр хуçисем шутланакан тата ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă 14 – 23 çулсенчи тăлăхсене юсав ĕçĕсем туса ирттерме республика бюджетĕнчен 258,8 пин тенкĕ уйăрса парса пулăшнă.
Вăрçă участникĕсен, вăрçăра вилнĕ çар çыннисен тăлăха юлнă мăшăрĕсен пурнăç условийĕсене тĕрĕслесех тăраççĕ. «Ветерансем çинчен» Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн тивĕçлисем хваттерлĕ пулаççĕ е вĕсен çурт-йĕрне юсама укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Çак куна кун пеккисем районта пĕр çын кăна юлчĕ. Кăçал татах 16 çынна çурт-йĕр тĕлĕшпе пулăшнă.
Юлашкинчен çавна каласа хăваратăп. Патшалăх паян ял çыннине пурнăç условийĕсене лайăхлатма тĕрлĕ енлĕ пулăшу мелĕсемпе тивĕçтерет. Ку тĕлĕшпе социаллă тÿлевсем – хваттер туянма е çурт-йĕр тума паракан тĕп пулăшу мелĕсенчен пĕри. Ялта та халĕ пурăнма хăтлăрах та меллĕрех пулса тăрать. Çак вăхăта районти ялсене пурне те газ парса тăраççĕ. Кăçал çĕнĕ урамсене электричество кĕртес ĕçсене вĕçлеме палăртатпăр. Ялсенче çулсем тăвассипе, çынсене ĕçмелли пахалăхлă шывпа тивĕçтерессипе татса памалли ыйтусем пур-ха. Çапах та ку ыйтусене те малашне татса парăпăр тесе шанатăп.
В. ШАПОШНИКОВ калаçнă.