01 июня 2013 г.
Раççей Федерацийĕн саккунĕсемпе килĕ-шÿллĕн транспорт, çĕр тата уйрăм çынсен пурлăхĕнчен илекен налуксем тĕлĕшпе налук çăмăллăхĕсем пăхнă.
Пурлăх налукĕн сумми налук ставкинчен, налук базинчен тата çăмăллăхсенчен тăрать. Уйрăм çынсенчен илекен кашни пурлăх налукĕн хăйĕн бази пур. Тĕслĕхрен, транспорт хатĕрĕшĕн – автомобиль хăвачĕ, çĕр участокĕшĕн – унăн кадастр хакĕ, капиталлă строительство объекчĕшĕн – инвентаризаци хакĕ.
Вăл е ку налук тĕлĕшĕпе çăмăллăха тивĕçекен граждансен категорийĕсем яланах пĕрешкел мар. Çавăнпа та налук тÿлекенĕн çăмăллăхсем пирки налук органне пырса ыйтса пĕлмелле. Çăмăллăхсене тивĕçекенсем хăйсемех налук органĕсене кирлĕ документсене тăратаççĕ. Документсене пурлăх е çĕр участокĕ вырнаçнă вырăнти налук инспекцине тăратмалла.
Çăмăллăхсемпе усă курма ирĕк пулсан çак ирĕк ĕçлеме пуçланă кунтан пуçласа çулталăк хушшинче налука çĕнĕрен шутласа параççĕ.
Пурлăх тĕлĕшпе налук çăмăллăхĕсемпе çаксем усă курайраççĕ: Совет Союзĕн Геройĕсем, Раççей Федерацийĕн Геройĕсем, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕсем, инвалидсем, пенсионерсем, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕсем, çĕр-шыв интересĕсене хÿтĕлесе вăл е ку çар операцине хутшăннисем, партизан пулнисем, Чернобылецсем.
Транспорт налукĕпе çăмăллăхсем Совет Союзĕн Геройĕсене, Раççей Федерацийĕн Геройĕсене, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕсене, инвалидсене тата Чернобылецсене пырса тивеççĕ.
Çĕр налукĕпе пăхнă çăмăллăхсемпе Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе инваличĕсем усă курайраççĕ.
Тепĕр хут аса илтеретĕп. Вăл е ку налук тĕлĕшпе çăмăллăхсем пуррипе вырăнти налук инспекцийĕнче тĕплĕнрех паллашма пулать.
С. БЕЛОВА,
Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 8-мĕш номерлĕ налук инспекцийĕн пуçлăхĕн çумĕ.