01 июня 2013 г.
Пушкăртсемпе чăвашсем хушшинчи туслă çыхăнусем çултан-çул çирĕпленсех пыраççĕ. Иртнĕ çул Чăваш Республикин кунĕсем пушкăрт çĕрĕ çинче иртнĕччĕ. Кăçал вара майăн 30 – 31-мĕшĕсенче Пушкăрт Республикин кунĕсене пирĕн патра йĕркелерĕç. Çавна май Чăваш Енре Пушкăрт Республикин Президенчĕ Рустэм Хамитов ертсе пыракан делегаци пулчĕ. Майăн 30-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Рустэм Хамитовпа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пушкăрт Республикин Чăваш Енри кунĕсене официаллă уçнин мероприятине хутшăнчĕç, сăмах каларĕç.
Çак кунсенче пирĕн республикăра пушкăртсен пултарулăх ушкăнĕсем те пулчĕç, республика тĕп хулинче, районсенче пулса вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.
Пирĕн районта вара аякри тăвансен «Сарпи» эстрадăпа фольклор ушкăнĕ пулчĕ, майăн 29-мĕшĕнче вăл районти культурăпа кану центрĕн сцени çинче хăйсен ташши-юррипе савăнтарчĕ. Ăшă кăмăлпа йышăнчĕç Муркашсем хăнасене. Каласа хăвармалла, «Сарпи» – Пушкăртстанри пĕрремĕш професси чăваш коллективĕ. Ăна 1999 çулта йĕркеленĕ.
Концерт умĕн вара хăнасем тури чăвашсен районти музейĕнче пулса курма ĕлкĕрчĕç. Пушкăртсене унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, культура тата архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ Елена Чернова кĕтсе илчĕç. Хăнасем музей экспоначĕсемпе интересленсе паллашрĕç. Хыççăн çавра сĕтел хушшинче пухăнса пĕр-пĕрин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Ростислав Николаевич хăнасене асăнмалах «Моргаушский район: традиции, обряды, праздники» кĕнеке парнелерĕ.
Туслă çыхăнусем, пĕр-пĕрин патĕнче пуласси, пĕр-пĕрин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашасси, пĕрле савăнасси – пĕр кунлăх япала мар. Вăл вĕçĕмех çапла. Республикăсен делегацийĕсен, уйрăм коллективсен, пултарулăх ушкăнĕсен çирĕп хутшăнăвĕ – малашлăх аталанăвĕн çирĕп никĕсĕ.
Пушкăрт Республикин Чăваш Енри кунĕсем умĕн Орининти ветерансен халăх хорĕ Пушкăрт Республикинчи чăвашсем патĕнче пулчĕ, К. Иванов çуралнă, Ухсай Яккăвĕ пурăннă вырăнсене çитсе курчĕ. Ун пирки асăннă хор участникĕ Р. Иванова каласа парать:
– Çул çÿрев кĕске мар. Акă Пушкăрт çĕр-шывĕнчи Пелепей районне çитсе пыратпăр. Ку район Слакпуç ялĕпе палăрса тăрать. Кунта чăваш литературин классикĕ К. Иванов çуралса ÿснĕ, кунтах чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ кун çути курнă.
Пирĕн ушкăна Слакпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О. Беляев кĕтсе илчĕ. Чăвашла таса та тĕрĕс калаçни тÿрех пирĕн кăмăла çемçетрĕ. Вăл пире ял историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Унтан К. Ивановăн музей çуртне çитсе курма сĕнчĕ. Музейра пире О. Егорова кĕтсе илчĕ. Асăннă çурта 1906 çулта К. Иванов проекчĕпе лартнă пулнă. Акă тăваткалласа касса кăларнă чултан купаланă. Пĕр ĕмĕр ытла çак çурт чиперех сыхланса юлнă. Музей умĕнче К. Иванов лартнă йывăç халĕ те чиперех ешерет.
Музейра экспонатсем питĕ нумай. К. Иванов портречĕ, тĕрлĕ художниксем ÿкернĕ «Нарспипе» çыхăннă картинăсем, К. Иванов хăй кăмрăкпа ÿкернĕ ÿкерчĕксем (ашшĕ, амăшĕ т. ыт. те), авалхи çи-пуç, ĕç хатĕрĕсем, К. Иванов пÿлĕмĕнчи унăн вырăнĕ, вилсе кайнă саманта кăтартакан сехет, хăй аллипе ăсталанă шкаф, тĕрлĕ ÿкерчĕксем...
Музее хирĕç илемлĕ ешĕл хурăнсемлĕ парк. Паркра К. Ивановăн вил тăприйĕ, палăкĕ, «Нарспи» поэмăри сăнарсен кĕлеткисем. Тата ытти те нумай.
Слакпуç ялĕнчех тепĕр паллă çын, чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ çуралнă (вăл К. Ивановăн 3-мĕш сыпăкри тăванĕ). Эпир Ухсай Яккăвĕн музей çуртне çитсе тăтăмăр. Ку музей та экспонатсенчен пуян иккен. Йывăç çурта паллă поэтăн икĕ хĕрĕ Ольга Яковлевнăпа Елена Яковлевна йĕркелесе тытса тăраççĕ иккен. Ухсай вилес умĕн хăйне тăван ял таврашĕнчи Кĕсле ту çине пытарма ыйтнă. Ку вырăн ялтан виçĕ çухрăмра. Унта та пулса куртăмăр.
Слакпуç тăрăхĕнче ĕлĕк-авалах чăнах та Силпи ялĕ пулнă. Вăл тĕппипех пĕтнĕ. Силпи юхан шывĕн çыранĕ тăрăх вырнаçнă ялăн вырăнĕ кăна сыхланса юлнă.
Силпирен Слакпуçне таврăннă май шкула та кĕрсе курас кăмăл çуралчĕ. Шкул директорĕ Ольга Иванова пире шкул историйĕпе, унти музейпа, шкул ĕçченĕсемпе паллаштарчĕ.
Çанталăк ăшă, уяр. Слакпуçĕнчи Культура керменне пĕрин хыççăн тепри çын утать. Часах зал халăхпа тулса ларчĕ. Концерта пуçлама та вăхăт. Малтанах Слакпуçĕнчи пултарулăх ушкăнĕ юрă янăратрĕ. Юрри чăн чăвашла, кĕвви те чăвашлах. Шкул ачисем ташăсем ташларĕç, сăвăсем каларĕç. Тумĕсем те вĕсен чăваш тĕррин эрешĕсемпе илемлетнĕ шурă çи-пуç.
Ветерансен «Оринен» хорĕ сцена çине тухсан халăх тăвăллăн алă çупса ячĕ. Чăвашсен авалхи йăлипе çăкăр-тăварпа, сăрапа, парнесемпе килсе çитнĕ хăнасене Слакпуç чăвашĕсем тăвана кĕтсе илнĕ пек кĕтсе илчĕç.
Юрă хыççăн юрă шăрантарчĕ, ташă хыççăн ташă парнелерĕ пирĕн ушкăн. Кашни номерех çынсем кăмăллăн алă çупса йышăнчĕç.
Уяв кунпах вĕçленмерĕ-ха. Концерт хыççăн Слакпуç хăнасене вăрман уçланкине пуçтарчĕ. Кунта вара мĕн ирчченех чăваш юрри янăрарĕ.
Çул çÿреврен тулли кăмăлпа, хамăр тавра курăма пуянлатса, аякри чăвашсене хисеп туса таврăнтăмăр эпир. Çул укçи те, парнисем те хамăр ушкăнранах пулчĕç пулин те, кăмăл пур-пĕрех тулли. Кайса курни хаваслантарчĕ, малашне татах кайса курас кăмăл хускатрĕ.