01 июня 2013 г.
Районта çурхи уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕпе пĕрех. Çавăнпа пĕрлех улăх-çаранти курăк ÿссе кайни «симĕс ĕç çи» алăкран шакканине пĕлтерет. Мĕнле шухăш-ĕмĕтпе пурăнать тата ĕçлет паян ял ĕçченĕ; Çак ыйту çине хурав тупас тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе – АПК аталанăвĕпе экономика тата муниципаллă харпăрлăх управленийĕн пуçлăхĕпе В. АНАНЬЕВПА çыхăнтăмăр.
– Владислав Кириллович, çурхи кун çулталăк тăрантарать. Районти çĕр ĕçченĕшĕн çур аки хыçа юлса пынă май унăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕ пирки мĕн калайратăр; Шухăшлани-ĕмĕтленни пурнăçа кĕчĕ-и?
– Район ял хуçалăх ĕçĕпе специализациленнĕрен çур акипе кĕр аки, «симĕс ĕç çипе» вырма Муркаш тăрăхĕнче пурăнакан кашни çыншăн пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа хамăр яваплăха туйса ĕçлесе пыма тăрăшатпăр. Çĕр-шыв программисемпе туллин тата вырăнлă усă курасси – пирĕн паян пĕрлехи тĕллев.
Хресчен ĕçĕн тĕллевĕ çĕр-аннемĕре хуçасăр тата пушă вырттарас марри. Çиччĕ виçсе вăй хурсан вăл ĕçлекен çынна тăрантарать, тупăшпа савăнтарать. Тухăç пысăк пулсан хуçалăх та тĕрекрех, район та пуянрах. Çакна шута илсе ял хуçалăхĕнчи кашни ĕç хыççăнах туса ирттернине пуç тавра çиччĕ çавăрса пĕтĕмлетÿ тума тăрăшатпăр. Çакна районти малашлăха пăхакан кашни хуçалăхрах çирĕп кун йĕркинче тытаççĕ.
Çур акине палăртнă вăхăтрах ирттертĕмĕр. Ăна тĕплĕ хатĕрленнĕ пĕрлешÿллĕ тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсем паянхи куна 10737 гектар шуратса хăварчĕç. Уй-хир ĕçĕсем кăçал уйрăмах «Герой», Ильич яч. хис., Е. Андреев яч. хис, «Свобода», Суворов яч. хис., Чкалов яч. хис., «Оринино» пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе «Путь Ильича» агрофирмăра, «Бездна» обществăра, А. Толстов, В. Горбунов, А. Пихтеров, С. Сретинский хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче кал-кал иртрĕç. «Ударник» хуçалăх та умри йывăрлăхсене çĕнсе палăртнă лаптăксене пĕтĕмпех шуратса хăварма мехел çитерчĕ. Çакă савăнтарать, шанчăк çуратать.
– Паян тăтăшах çĕнĕлĕхсем пирки калаçнăран уй-хир ĕçченĕсем вĕсемпе усă курчĕç-и тата?
– Палăртсах калатăп. Çĕнĕлĕхсенчен катара тăнă пулсан çакнашкал пысăк калăпăшлă ĕçе вăхăтра пурнăçлама пултараймăттăмăр. Кунта манăн энерги перекетлекен технологисемпе анлă усă курнисене ятранах асăнса хăварассăм килет. Вĕсем: Суворов яч. хис., Е. Андреев яч. хис., «Свобода» хуçалăхсемпе «Бездна» чикĕллĕ яваплăхлă общество. Асăннă хуçалăхсенче 8 метр сарлакăш культиваторсемпе усă курни ĕç хăвăртлăхне самай ÿстерчĕ. Çĕре хатĕрлессипе çĕр ĕç культурине пăхăнса ĕçсене икĕ-виçĕ хут пурнăçланисен çумсăр хирĕсене пăхсан çакăн усси куç умне туллин тухать.
Çĕнĕлĕхсем пирки калаçнă чух кăçал «Бездна» обществăра 100 гектар ытла вăрлăхлăх кукуруза акни, «ВаСем» чикĕллĕ яваплăхлă обществăпа А. Толстов хресчен (фермер) хуçалăхĕнче вăрлăх туса илме 300 гектара яхăн горчица акни пирĕн çĕр ĕçченĕ тăтăшах шыравра пулнине çирĕплетет.
– Акнине пăхса ÿстересси те ответлă тапхăр...
– Сирĕн шухăша ăнлантăм. Паян районти пур хуçалăхра майлах ку ĕçе малти вырăна кăлараççĕ. Хими им-çамĕсемпе усă курса çум курăкĕпе вăхăтра кĕрешсе тухăçа ÿстересси – çĕр ĕçченĕшĕн халĕ умра тăракан тĕп тĕллев. Ку ĕçе кăçал çур аки вĕçленипе пĕрлех «Оринино», «Свобода», ВаСем», «Герой», Чкалов яч. хис. тата А. Толстовпа А. Афанасьев хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче кÿлĕнчĕç. Кĕске хушăрах вĕсем çак ĕçе икĕ пин ытла гектар çинче туса ирттерчĕç. Паян ыттисем те çак ĕçе пуçăнаççĕ.
– Çур аки вĕçленнипе пĕрлех хресчен умне тепĕр ответлă тапхăр тухать. Ку вăл – ут çи. Ăна хатĕрленесси еплерех пырать-ши?
– Кашни хуçалăхрах çак ответлă тапхăра хатĕрленсе техникăна юсама пуçланă ĕнтĕ. Хăш-пĕр хуçалăхсенче ĕнесене кĕрхи культурăсем çулса çитерес ĕçе те пуçланă. Ку юхăм кунсерен вăй илсе пырĕ çеç. Çу кунĕсенче паха апат ытлă-çитлĕ янтăлани хĕллехи вăхăтра производствăна, выльăхсен сывлăхне тивĕçлĕ шайра тытма пулăшнине ялта пурăнакан кашниех аван ăнланать. Вĕсем ăнланни тата ыррине шанни пурнăçа кĕрсе пытăрччĕ. Çур акире производствăна хывнă кашни тенкĕ кĕр çитсен тенкĕ çурăпа е ытларах виçепе каялла таврăнтăр тетпĕр эпир паян.
– Çапла пултăр!
А. БЕЛОВ калаçнă.