29 мая 2013 г.
Паян пирĕн кăларăмăн хăни – Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Мидуков.
– Владимир Петрович, эсир час-часах çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнатăр. Халăха ытларах мĕнле ыйтусем канăç памаççĕ?
– Эпĕ граждансене хăйсене канăçсăрлантаракан ыйтусемпе РФ Правительствин Председателĕн Д. Медведевăн Шупашкарти йышăну пÿлĕмĕнче тата сирĕн патра, Муркашра, «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн пÿлĕ-мĕнче йышăнатăп. Ыйтăвĕсем – куллен тĕл пулаканнисем, анчах та вĕсене ушкăнсене уйăрма май пур.
Пĕрремĕшĕ вăрçă участникĕсем хăй вăхăтĕнче пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма черете тăрайманнипе çыхăннă. Тепĕр майлă каласан хваттер ыйтăвĕ. Çĕрпе çыхăннă ыйтусемпе чылаййăн килеççĕ. Шупашкар, Муркаш районĕсемшĕн ку ыйту питĕ актуаллă. Тепĕр ушкăна çул тăвассипе çыхăннисене кĕртме пулать. Ялсем патне асфальт çулсем пыраççĕ, çынсем вара ял урамĕсенчи çулсене хăçан тума тытăнассипе интересленеççĕ. Ыйтусен тепĕр ушкăнĕ çĕнĕ урамсене электрификацилесси çинчен. Тепĕр паллă ыйту – шывпа тивĕçтересси. Ку ыйту Муркашсене кăна мар, Элĕк районĕн çыннисене те питĕ кăсăклантарать. Кĕскен калас пулсан çакăн пек ÿкерчĕк тухса тăрать.
Çак ыйтусене татса парассипе патшалăх сахал мар тăрăшнă, тăрăшать те. Ăна йышăнмасăр май çук. Ялсем патне асфальт çулсем çитернĕ, çут çанталăк газĕпе усă куратпăр – ку таранччен çак питĕ пысăк калăпăшлă ĕçсене пурнăçлани республикăри кашни çыншăнах палăрăмлă пулĕ тесе шутлатăп.
– Хăш-пĕр ыйтусен тĕслĕхĕсемпе кĕскен те пулин паллаштарсамăр.
– Акă Муркаш районĕнчи ыйтăвах илер. Саккунпа килĕшÿллĕн пĕр çыннăн харпăрлăхĕ пулмалли çĕр лаптăкне тепĕр çын çине куçарма тытăннă, пулас «çĕр хуçи» укçине те тÿленĕ имĕш. Çак саккунсăр лару-тăру пирки мана йышăну кунĕнче килсе каласа пачĕç. Çапла вара вăхăтра пулăшма пултарнипе çĕре чăн хуçана тавăрса пама май килчĕ.
Çынсем нумай чух ыйтусене хăй тĕллĕн татса пама тăрăшаççĕ. Анчах та унпа вăхăтра кирлĕ çĕре пырсан пулăшусăр юлмаççех тесе калас килет. Кая юлса пырсан тен пулăшма май çук та пулĕ, анчах та лару-тăру пирки вăхăтра пĕлтерсен эпир яланах пулăшма хатĕр.
Тепĕр ыйту илсе кăтартма пултаратăп: вăрçă ветеранĕн арăмĕ пурăнакан пÿрте кивелнине (ветхость) тĕрĕс хак парайман. Каллех ĕнтĕ вăхăтра пĕлтернипе эпир çак ыйтăва татса пама пулăшрăмăр: пÿрт кивелнине тепĕр хут хаклав тума пулчĕç. Хĕрарăмăн пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма май пур.
Муркашра иртекен йышăнăва пĕр çын килет-и, вуннă-и – вăл ытла пĕлтерĕшлĕ те мар, чи пĕлтерĕшли – ответлăха туйса эпĕ вĕсене пулăшма пултарни.
– Депутат пуласси вăл сирĕншĕн мĕн?
– Мана депутат пулма никам та хистемен. Эпĕ çак ĕç çăмăл маррине пĕлсех хамăн кандидатурăна тăратнă. Мĕншĕн тесен депутат пуласси вăл малтанах çыннăн ответлăхĕпе çыхăннă тесе шутлатăп. Мана суйланă пулсан вара ку ответлăх татах пысăкланнă темелле. Хама суйланă çынсен ыйтăвĕсене татса парассишĕн эпĕ хама ответлă туятăп. Депутат статусĕ çинчен калакан саккун та пур. Çапла вара çынсем ыйтупа тухаççĕ пулсан манăн тивĕç – вĕсене пулăшасси. Депутат полномочийĕссем пĕр-пĕр ыйтăва татса пама май памаççĕ пулсан манăн çынсене тĕрĕс çул-йĕр кăтартса пулăшмалла, ăнлантармалла.
Депутат пуласси маншăн обществăлла ĕç шутланать, паллах, саккунсем кăларассипе, йышăнассипе çыхăннă. Республикăн Патшалăх Канашĕн сессийĕсенчи ĕç урлă, комитетри ĕç урлă çынсене майлă йышăнусем тума пултарассипе, бюджета тĕрĕс йĕркелессипе те. Сăмахран, нумай ачаллă çемьесене, ытти категорие кĕрекен çынсене пулăшу парасси те çакăнтанах пуçланать.
– Халăхпа влаç хушшинчи çыхăнăвăн мĕнле пулмалла; Эсир мĕнле шухăшлатăр?
– Влаç вăл чи малтанах структура, çавăнпа вăл çыннăн кăмăлне пĕтĕмпех тивĕçтерме пултараймасть. Çав вăхăтрах влаç хăйĕн полномочийĕсене кура саккунпа килĕшÿллĕн кăна ĕçлесе пыма пултарать. Паянхи кун популистла шухăшласси те пур. Çавăнпа та кулленхи ĕçсемпе малтан мала утăмлас тесен влаçпа çынсем хушшинчи çыхăну та эффективлă пулмалла.
– Калаçушăн тавах.