Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси – кашнин тивĕçĕ

25 мая 2013 г.

 

Пушар тухассине асăрхаттарассипе, çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе, çуллахи вăхăтра ачасен канăвне йĕркелессипе тата çул çитменнисем тăвакан преступленисене асăрхаттарассипе палăртнă ĕçсем районта мĕнле пурнăçланаççĕ; Ку тĕлĕшпе мĕн туса çитереймеççĕ; Çак тата ытти ыйтусене сÿтсе явма кĕçнерни кун йĕрке пăсассине асăрхаттаракан районти комисси пухăнчĕ. Анлă ларăва ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те хутшăнчĕç.

Çынсене пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтермелли мерăсене ял тăрăхĕсен ятарлă актсем хатĕрлесе çирĕплетмелле, ирĕклĕ пушар хуралĕсене муниципалитет пушар хуралĕ туса хумалла – çак ыйтусем паян çивĕччисен шутĕнче. Пушар хуралĕсене тытса тăрасси паллах тăкаксăр пулмасть, ял тăрăхĕсен бюджечĕсем вара ахаль те хĕсĕк, хуçалăхсем те пачах пуян мар. Çавăнпа та çак лару-тăрура ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пушар машинисене, çурчĕсене тытса тăрассине, пушар хуралçисене ĕç укçи тÿлессине тĕрĕс йĕркелени пĕлтерĕшлине каларĕç. Анчах та хальлĕхе ку тĕлĕшпе конкретлă утăмсем палăртмах май пулмарĕ-ха. Пушар хуралĕн бригадисен хăйсем вырнаçнă тăрăхри ялсене кăна мар, ытти ялсене те тухма тивет. Сăмахран, «Герой» хуçалăхăн икĕ пушар машинине тытса тăма пĕлтĕр 375 пин тенкĕне яхăн кирлĕ пулнă. Çавăнпа тăкаксене саплаштарасси пирки те, вырăнта çынсене хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене тимлĕх ытларах уйăрма чĕнсе калакан информаципе тивĕçтересси пирки те ыйту тухрĕ. Йĕркене пăсма пултараканнисемпе килĕрен тĕл пулса калаçу ирттермеллине те каласа хăварчĕç.

Катькас ял тăрăхĕнче çулталăк пуçланнăранпа 5 пушар тухнă: виçĕ тĕслĕхĕнче – мунча, иккĕшĕнче пÿрт çуннă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Лебедев каланă тăрăх пур пушарĕ те йĕркеллĕ çемьесенчех тухнă мĕн. Ку тĕлĕшпе ялти халăхпа пухусем туса асăрхаттару калаçăвĕ ирттернĕ. Районти патшалăх пушар надзорĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ А. Изонов Г. Лебедев кашни пушара хăй çитсе лару-тăрупа кăсăкланнине ырласа палăртрĕ. 37 номерлĕ пушар чаçĕн Шомикри уйрăм посчĕ тата «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикин пушар хуралĕ Катькас ял тăрăхĕшĕн чи çывăхрисем. Апла пулин те ялсенчи уйрăм çынсемпе, хăшĕн мотопомпа е шыв турттарма ятарлă прицеп пуррисемпе, килĕшÿсем туса ĕçлеме шутлаççĕ. Ял тăрăхĕнче малтанласа кун пирки калаçнă. Вырăнти бюджетра вара халăха пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерме пурĕ те 29 пин тенкĕ кăна пăхса хума май пулнă.

Юнкă ял тăрăхĕнче пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес ĕçе мĕнле йĕркеленине тĕрĕсленĕ хыççăн Коминтерн выççăлккинче ку тĕлĕшпе çитменлĕхсем пулнине палăртнă. Халĕ вара ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Фомин кунта ятарлă шыв савăчĕ тата халăха пĕлтермелли сигнал ĕçленине те çирĕплетсе каларĕ. Пĕлтĕр ку ял тăрăхĕнче пушар хăрушсăрлăхĕ валли 90 пин тенкĕне яхăн уйăрнă пулсан, кăçал 23 пин тенкĕ кăна уйăрма пултарнă.

Пуçлăхсен ялсенче çынсене хăрушлăх пирки пĕлтермелли системăна йĕркелессипе ыйту тухрĕ. Ку тĕлĕшпе ялсенчи таксофонсемпе (вĕсемпе шăнкăравлакан та çукпа пĕрех) усă курма май пуррине шута илчĕç.

Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе, çул çитменнисем тăвакан преступленисене асăрхаттарассипе тата çуллахи вăхăтра ачасен канăвне йĕркелессипе районта лару-тăру мĕнли шалти ĕçсен районти пайĕн ГИБДД уйрăмĕн ертÿçи С. Иванов, çул çитменнисен подразделенийĕн ертÿçи О. Яковлев тата район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ З. Дипломатова каланинчен палăрчĕ.

Профилактика ĕçне кашни субъект пурнăçласа пырать. Апла пулин те çул-йĕр çинче тухма пултаракан инкексене асăрхаттарассипе татса памалли ыйтусем сахал мар. Вĕсен шутĕнче вĕренÿ учрежденийĕсем патне пыракан çулсене юсавлă тытса тăрасси, вĕсем çывăхĕнче йĕркене пăхăнса çул-йĕр паллисене вырнаçтарасси те, ачасем скутер-мопедсемпе йĕркесĕр çÿрени тата ытти те.

С. Иванов пĕлтернĕ тăрăх иртнĕ тăватă уйăхра пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан çул-йĕр çинче пулса иртнĕ аварисен шучĕ ÿснĕ. Сăлтавĕ ытларăхăшĕнче водительсен опыт çуккипе тата хăвăртлăха юранинчен ытла ÿстернипе çыхăннă. Çул-йĕр çинче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе инспекторсем руль умне ÿсĕрле ларнă водительсене тупса палăртассипе кулленех тимлеççĕ. Асăннă тапхăрта акă 46 водителе административлă явап тыттарнă. Инспекторсен куçĕ умне лекменнисем те сахал мар пулĕ-ха. Çавăнпа та урă мар водительсене асăрхасан пакунлисемпе вăхăтра çыхăнса инкеке сирме пирĕн пурин те май пур.

Паянхи кун Мăн Хураçкаран аслă классене Мăн Сĕнтĕре вĕренме ачасем маршрут автобусĕсемпе çÿреççĕ. Ачасем тата вĕсемсĕр пуçне ытти пассажирсем пулнăран вĕсем ялан тенĕ пекех çынсене юранинчен ытла лартаççĕ. Çулĕ вара питĕ япăхса кайнă. Апла кирек хăш вăхăтра та инкек тухма пултаракан хăрушлăх пур. Шел пулин те, çак çулпа, вăл пур требование тивĕçтерменрен, шкул автобусне çÿретме ирĕк илме май çук.

Çуллахи вăхăтра ачасен канăвне йĕркелессине тĕплĕн, чылай вĕренекене явăçтарма хатĕрленнине палăртрĕ З. Дипломатова. Йĕркене пăсассине асăрхаттармаллине шута илсе пур йышран 50 процент ытла йывăр лару-тăруллă çемьесенче ÿсекенсем пулнине пĕлтерчĕ.

Майăн 1-мĕшĕ тĕлне шалти ĕçсен районти пайĕнче 34 ача, 17 çемье учетра тăрать. Çак цифрăсемпе паллаштарнă май О. Яковлев çул çитменнисем тăвакан преступленисем çинче те чарăнчĕ. Çавна май Москакассинчи, Орининти тата Муркашри вăтам шкулсен директорĕсене те сăмах пачĕç.

Преступленисене асăрхаттарас пирки пынă сăмах каллех «фанфуриксем», çынсем спирт пур шĕвеке ĕçсе наркăмăшланни е вилни тавра та пулчĕ. Л. Иванова нарколог пĕлтернĕ тăрăх çулталăк пуçланнăранпа кăна 41 çынна алкоголь суррогачĕпе наркăмăшланнинчен сипленĕ, иккĕшне врачсем те пулăшайман. Хĕрарăмсем эрех ĕçни те, ялсенче спирт пур шĕвеке е ытти майпа хатĕрленĕ алкоголь продукцине сутни те пăшăрхантарать. Акă Турай ял тăрăхĕнче çак «пултарулăхшăн» пĕрне 5 пин тенкĕлĕх, теприне 20 пин тенкĕлĕх штраф панă. Анчах та хальлĕхе нумайăшĕн шухăшлав культури, харпăр хăйне тытас культура та кирлĕ шайра пулманран пĕрне тыттарнă явап теприне чарайĕ-ши;

«Пулăшу кирлисене вăхăтра пулăшасчĕ, ачасене упрасчĕ», – кашни ыйтупа палăртнă решенисене пурте пурнăçласса шанса ларăва çак сăмахсемпе вĕçлерĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Л. Тарасова.

Н. Николаева. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика