Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пассажирсем хăйсене хÿтлĕхре туйччăр

12 декабря 2012 г.

Çанталăк улшăнсах тăрать: ăшăтать, сивĕтет, юр çăвать, шăнтать... Тул часах çутăлмасть, тĕттĕм-ленме вара часах пуçлать. Çавна май çул-йĕр çинче инкек пулас хăрушлăх та ÿсет.

Иртнĕ вырсарни кун, декабрĕн 9-мĕшĕнче, акă водитель тимсĕрлĕхне пула М–7 трасса çинче машина кювета çаврăнса ÿкет. Хăвăртлăх режимне пăхăнманран пулса тухнă çапла. Машинăри пассажир больницăна лекет.

Çав кунах «Сура» автоçул çинче кун каç енне сулăнсан маларах асăннă сăлтава пулах пĕр машина хирĕç килекен транспорт речĕ çине тухса çаврăнса ларать. Унта пынă тепĕр машинăпа çапăнать. Ку аваринче те пассажирсем суранланаççĕ.

Икĕ тĕслĕхĕнче те айăплă водительсене саккунпа килĕшÿллĕн административлă ответ тыттарнă.

Пассажирсем нумай чухне çакăн евĕр лару-тăрура хăйсене, паллах, хÿтлĕхсĕр туяççĕ. Çăмăл машинăсенчисем кăна мар, ятарласа пассажирсене турттармалли транспорт çинчисем те. Мĕншĕн тесен çак транспорт хутшăннипе те çул çинче сахал мар инкек пулса иртет. Акă çулталăк пуçланнăранпа пирĕн районта маршрут транспорт хатĕрĕсем хутшăннипе 4 авари пулчĕ. Вĕсенче икĕ çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ, саккăрăн суранланчĕç. Çавăнпа та хăрушсăрлăх пиçиххийĕсем, минтерĕсем пирки, ачасене валли ятарлă креслосем пулмаллине манмалла мар.

Пассажирсем турттармалли транспорта тĕрĕслени аварисен тĕп сăлтавĕсене те палăртать. Вĕсен шутĕнче: палăртнинчен ытла çын лартни, хăвăртлăх режимне пăхăнманни, çул-йĕр çинче çуран çÿрекенсене е транспорт хатĕрне çул паманни тата ытти те.

Пассажирсене турттаракан автотранспорт водителĕсен дисциплинине çирĕплетес, çак транспорт хатĕрĕсемпе пулса иртекен аварисене асăрхаттарас тĕллевпе пирĕн районта та, республикăри пекех, «Автобус» оперативлă профилактика мероприятийĕ пырать.

С. Иванов,

ГИБДД районти уйрăмĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика