12 декабря 2012 г.
ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви пулăшнипе республикăра «Эпĕ ишме пĕлетĕп» проект пурнăçланса пырать. Çак проектăн тĕллевĕ те пысăк – республикăра виçĕ çул хушшинче шкул ачисен 70 процентне ишме вĕрентмелле. Республикăра проекта пурнăçлама пилотлă вĕрентÿ учрежденийĕсене те палăртнă. Муркашри вăтам шкул – вĕсен йышĕнче.
Ноябрĕн 14-мĕшĕнченпе шкулта ятарлă уйăхлăх пырать: ачасем çине тăрсах ишме вĕренеççĕ. Иртнĕ эрне кун районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче – «Сывлăх» ФСК-ри бассейнра шăпах Муркаш шкулĕнчи 5 «а» класра вĕренекенсен урокне пăхма май пулчĕ. Урока Зоя Углева физкультура учителĕ ертсе пыратчĕ.
– Çак уйăхлăх вăхăтĕнче уроксене бассейнра ирттертĕмĕр. Ишме пĕлмен ачасем ишме вĕренчĕç. Ишессипе шкулта ятарлă конкурс та йĕркелерĕмĕр. 2–4 классем хушшинче 4 «б» класс, 5–6-мĕшсем хушшинче 5 «а» класс», 7–8-мĕшсем хушшинче 7 «б» класс, аслисем хушшинче 10 «б» класс çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Ку класра та ишме пĕлменнисем пурччĕ, вĕренчĕç. Пурте шыва хăнăхрĕç, – каласа парать Зоя Григорьевна бассейнра ишекен ачасем çине кăмăллăн пăхса.
Чăнах та, ишме пĕлни кашни çыншăнах пĕлтерĕшлĕ: ачасем кăна мар, аслисем те шывра путнă тĕслĕхсем кашни çулах нумай. Апла пулсан бассейнра иртекен уроксем ачасемшĕн интереслĕ кăна мар, усăллă пулнинче те иккĕленмелли çук.
Н. Николаева.