12 декабря 2012 г.
«Аçăр-аннĕр сире специальность илччĕр, ĕмĕрĕпе çак профессипе ĕçлесе пурăнччăр, ывăл-хĕрĕсем пурнăçра хăйсен вырăнне тупчăр тесе укçа-тенкĕ тăккалать сире вĕрентсе. Çавăнпа та вĕсем тăрăшни сая ан кайтăр тесен çакăнта вĕреннĕ пĕлÿпе тĕллевлĕ усă курмалла сирĕн. Хамăр районти ял хуçалăх предприятийĕсенче вара сире хапăл тусах кĕтеççĕ», – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев иртнĕ эрнере Чăваш ял хуçалăх академийĕн студенчĕсемпе ирттернĕ тĕл пулура. Çакăн пек калама сăлтавĕ те çук мар. Иртнĕ çул асăннă вĕренÿ заведенийĕнчен пирĕн районти 16 яшпа хĕр вĕренсе тухнă. Вĕсенчен... 2-шĕ çеç района, ял хуçалăхне таврăннă.
Паян вара ял хуçалăх академийĕнче Муркаш тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ 119 яшпа хĕр вĕренет. «Çак çамрăк специалистсен пысăк çарĕнчен çурри те пулсан района таврăнсан та, эпир хамăр район, районти ял хуçалăх отраслĕ шанчăклă алăсенче тесе калама пултаратпăр», – сăмахсемпе пĕрлех Ростислав Николаевич студентсем хăйсен профессине тĕрĕс суйласа илнине палăртрĕ. Мĕншĕн тесен ял хуçалăх специальноçне илнĕ çынна ĕçсĕрлĕх пĕрре те хăратмасть, çимесĕр çын пурăнаймасть. Апла пулсан ял хуçалăх специалисчĕ – яланах кирлĕ çын.
Чăннипех те, Ростислав Николаевич калашле, яла çамрăксем таврăнни ял хуçалăхĕн малашлăхĕ пуррине кăтартса парать. Паян районта ял хуçалăх сферинче 1,5 пин çын ĕçлет пулсан, вĕсенчен 30 çула çитичченхи çамрăксем...113 çын.
Тăван районтах пурнăÇри вырăнне тупчăр тесе
Район администрацийĕн пуçлăхĕ çак тĕслĕхсем çинче те чарăнчĕ. Çамрăк çемьесене, ялта пурăнакан, ĕçлекен специалистсене çурт-йĕрпе тивĕçтерес тĕллевпе район тĕрлĕ программăсене хутшăнать. Кăçал кăна яла 2013 çулччен аталантармалли республика программипе килĕшÿллĕн 2 çамрăк çемье тата ялти 6 специалист çурт-йĕрлĕ пулчĕç. «Çурт-йĕр» федераллă программăпа уйăрса панă укçа-тенкĕпе те район вăхăтра усă курать, апла пулсан çĕнĕ хваттерлĕ çамрăк çемьесемпе специалистсен йышĕ те ÿссех пырать.
Ял хуçалăхĕнче кадрсен ыйтăвне татса парас тесе акă кĕçех район администрацийĕпе Чăваш ял хуçалăх академийĕ килĕшÿ тăваççĕ. Çапла вара студентсем производство практикине районти ял хуçалăх предприятийĕсенче ирттерĕç. Ку вара студента вĕренсе тухичченех хăйне валли ĕç вырăнĕ тупма пулăшĕ. Чăваш çыртса пăхмасăр ĕненмест тенĕ евĕр, хуçалăхри ырлăхпа нушана курса-пĕлсе суйласа илĕ яш-кĕрĕм хăйĕн пуласлăхне.
Маттур та пултаруллă çын вăл ылтăн кирек ăçта та йăлтăрккине çухатман пекех тÿрех курăнать. Кун йышшисене ĕçе хапăл туса йышăнни те сăмахсăрах паллă. Район администрацийĕ çавăн пек пултаруллă студентсене хавхалантарма тепĕр пуçару турĕ. Ял хуçалăх академийĕпе пĕрле Социализмлă Ĕç Геройĕн Е.А. Андреевăн ятран паракан стипендине туса хума палăртнă. Çитес çултан илме пуçлĕç ăна маттур студентсем.
Студентсем «Путь Ильича» агрофирмăна ĔÇлеме каясшăн
Çак сăмахсем пуш параппан çапни маррине студентсем район пур-нăçĕ, «Путь Ильича» агрофирмăра çĕнĕ сĕт-çу комплексĕ уçни çинчен калакан кинофильма пăхсан тепĕр хут курса ĕненчĕç.
Асăннă предприяти хуçи О.А. Дельман хуçалăх малашлăхĕ çинчен тĕплĕн каласа панă хыççăн залри студентсен куçĕсем татах та йăлтăртатма пуçларĕç. Патшалăх та пулăшать иккен ял хуçалăхне ура çине тăратма тăрăшакансене. Тĕслĕх-рен, асăннă комплексăн пĕрремĕш черетне хута яма «Россельхозбанк» 148 млн. тенкĕ кредит панă, тата тепĕр 37 млн. хăйсен укçине хывнă Дельмансем.
Комплексăн иккĕмĕш черетне хута яма çакăнтан та ытларах укçа-тенкĕ хывма палăртнă. Анчах кунпа ĕç вĕçленмест. Олег Александрович каланă тăрăх комплексăн иккĕмĕш черетне хута ярсан (ăна кăçал тума пуçласа тепĕр çул вĕçлеме палăртаççĕ) тепĕр пин пуç ĕне-выльăх вырнаçмалăх тата тепĕр ферма тума палăртнă. Ку комплексра та пĕтĕм ĕçе механизацилеççĕ, 4 доярка 1 пин ĕнене пăхать пулсан, тепĕр комплексĕнче вара ĕнесене роботсем сумалла.
Тепĕр пысăк ĕмĕт вăл – район администрацийĕпе пĕрле кунта темиçе хуçалăха пĕрлештерсе пĕр пысăк холдинг тăвасси.
«Путь Ильичара» кашни ĕнерен çулталăкра 8 пин кг сĕт сума палăртаççĕ. Пыра-киле кунта сĕт кăна мар, аш туса илессипе те ĕçлеме палăртнă.
Çак сăмахсем пурнăçпа пĕр килесси асăннă хуçалăхăн ĕç тăвакан директорĕн В. Вязов сăмахĕнчен те яр уççăнах курăнать. Иртнĕ çулсенче кунта кашни ĕнерен 2 пин килограмран кăшт ытларах сĕт сунă пулсан, кăçал 5 пинлĕ чикĕрен иртсе каяççĕ. Выльăхсем те талăкра халĕ малтанхи пек 300-шер грамм мар, 800-шер грамм ÿт хушаççĕ. Хуçалăх ĕçлес тесе ĕçлесе пынине кунта юнашар ял тăрăхĕсенчи çĕрсене нумай ĕçе кĕртни те çирĕплетет. Ярославкăпа Турай ял тăрăхĕсенчи 300 га çĕре ĕçе кĕртрĕç кунта. Çапла вара паянхи куна пĕтĕмпе 1117 га çинче ĕçлеççĕ. Пурĕ вара ĕмĕтсене пурнăçлама 6 пин га çĕр кирлĕ пулать. Пысăк холдинг туса хуни предприятисене аталанма та май парать, çĕрпе эффективлă усă курма та.
Студентсемшĕн илĕртÿлли вара кунта сахал мар. Паян тесен паян кунта диплом çыракан студентсене ĕçе илме хатĕр. Пурăнма паянхи кун ыйтакан условисемлĕ общежити пур. Хулари хăна çуртĕнчен пĕрре те кая мар. Валерий Иванович тата çакна палăртрĕ, каярахпа кунта ĕçлекенсем валли çуртсем тума палăртнă. Çакна валли çĕр лаптăкне те палăртса хунă. «Кăçал ĕçе илнĕ специалистсем иккĕшĕ те 30–40 пин тенкĕрен кая ĕç укçи илсе курман. Кашни специалист ĕçне кура илет ĕç укçине», – терĕ Валерий Иванович.
«Халĕ çак залранах агронома, зоотехника, ветеринара илсе кайма хатĕр эпир»,– терĕ ĕç тăвакан директор.
Шухăша вĔÇленĔ май
Мичурин яч. хис. агрофирма ертÿçи Б. Михайлов вара студентсенчен кăмăл пуррисене хăй патне пыма чĕнчĕ. Хуçалăх çĕр çырли ĕрчетессипе ĕçлет. «Хулара пурăнса ялта ĕçлеме те пулать. Европăри пек. Хуларан пирĕн пата çитме 40 км çеç», – терĕ.
Чапаев яч. хис. хуçалăх ертÿçи И. Захаров та хуçалăхра специалистсем кирлине палăртрĕ, хăйсем патне ĕçлеме пыма чĕнчĕ.
Малашлăхлă ял хуçалăх предприятийĕсем пирĕн районта татах та пур. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев чăх-чĕп, хур-кăвакал ĕрчетекен «Фаворит», пахча çимĕç çитĕнтерессипе малта пыракан технологипе усă куракан «ВаСем» чикĕллĕ яваплăхлă обществăсем, Катькас ял тăрăхĕн территорийĕнче ялти туризма аталантарассипе ĕçлекен, тĕрлĕрен хунав-калча çитĕнтерекен тата ытти предприятисем çинче чарăнчĕ.
Апла пулсан паянхи студентсен хăйсен пурнăçри вырăнне тупма тăван районта та услови сахал мар. Асăннă тĕл пулу вара çакна студентсем хăйсем те ăнланса илнине, кăçал ял хуçалăхне çĕнĕ варкăш килсе кĕрессе шантарать.
Л. Павлова.