12 декабря 2012 г.
2012 çулта Чăваш Республикин территорийĕнче куçман пурлăх правине тата унпа çыхăннă ĕçсене патшалăх регистрацийĕ тумалли системăна йĕркеленĕренпе 14 çул çитрĕ. Паян çак ĕçсене Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕ пурнăçлать. Апла пулин те çынсем ăна унчченхи пекех Регистраци палати теççĕ. Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн паянхи ĕçĕ-хĕлĕпе унăн Муркаш районĕнчи пайĕн пуçлăхĕ Людмила ПЕТРОВА паллаштарать:
– Иртнĕ çулсенче организаци ячĕ кăна улшăнчĕ темелле мар, учреждени ĕçĕ-хĕлĕнче те улшăнусем нумай пулса иртрĕç. Чи малтанах çакна куçман пурлăх правин тата унпа çыхăннă ĕçсен пĕрлехи патшалăх реестрĕнчен, ансатрах калас пулсан, куçман пурлăх правин, чикĕлессин, куçман пурлăхпа çыхăннă ĕçсен даннăйсен базинчен сведенисем илесси пирки каламалла.
Пĕрлехи патшалăх реестрне туса хуни куçман пурлăх правине тата унпа çыхăннă ĕçсене регистрацилессине уççăнлăхпа тивĕçтерет. Куçман пурлăх тĕлĕшпе сведенисем илес текенсен шучĕ чакмасть. Вĕсем хушшинче кредит илме банк валли е харпăрлăха çирĕплетме нотариус валли справка хатĕрлекенсем те, хăйсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма черете тăма хатĕрленекенсем те чылай. Хăйсене кирлĕ информаци патне налук, право сыхлавĕн тата суд органĕсенчен те пыраççĕ. Асăннă службăра информаципе тивĕçтерессинче мĕнле улшăнусем пулса иртрĕç-ха;
Тÿрех палăртса хăварнă пулăттăм. Эпир тивĕçтерекен информаци тĕсĕсем ытлашши улшăнман. Унчченхи пекех куçман пурлăхăн кирек хăш объекчĕ тĕлĕшпе те регистрациленĕ право, ун çине арест хурса, ипотека, аренда тĕлĕшпе правăна чикĕлени, судпа татса памалли тавлашуллă самантсем пуррипе çукки пирки пĕлме пулать.
Харпăрлăх правине çирĕплетекен документа (калăпăр, сутнин-туяннин килĕшĕвне) çухатнă пулсан, унăн копине илме пулать е асăннă документăн содержанине кăтартса справка паратпăр. Эсир «куç хывнă» хваттер миçе çын харпăрлăхĕнче пулни е конкретлă уйрăм çыннăн харпăрлăхĕнче миçе хваттер пулни пирки те пĕлме пулать.
2004 çултан тытăнса Росреестр судпа хăйсен ĕçĕсемшĕн явап тытайманнисен шутне кĕртнисен е ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă çул çитмен ачасен пурлăх прависен даннăйĕсен банкне те йĕркелесе пырать.
Улшăнусем ытларах информаципе тивĕçтерессин йĕркисенче пулса иртрĕç. Чи малтанах информаци памалли вăхăт пирки асăнса хăвармалла. Çÿлте асăннă пур справкăсемпе выпискăсене те 5 ĕç кунĕ хушшинче пама тивĕç. Паллă ĕнтĕ, эпир граждансене май пур таран ытларах кĕттерес шухăшлă мар, информаципе епле пулсан та оперативлăрах тивĕçтерме тăрăшатпăр, ытларах чухне – çав кунах.
Тепĕр çĕнĕлĕхе те асăнмалла. Пирĕн çĕр-шывра кирек хăш вырăнта вырнаçнă куçман пурлăх объекчĕ пирки сведение халĕ сирĕншĕн меллĕ регистраци органĕнче илме май пур. Калăпăр, управленин Муркаш районĕнчи пайне пырса Мускав облаçĕнчи е тата Сахалинти хваттер пирки те сведени илме пулать. Çакă вара еткерлĕх докуменчĕсене урăх вырăнта хатĕрленĕ чухне е хваттере урăх республикăра, облаçра туяннă чухне питĕ меллĕ. Еткерлĕх пирки асăнтăмăр пулсан, ку енĕпе те çĕнĕлĕх пур. Унччен пулсан нотариус валли документа еткерçĕ хăй ыйтса илнĕ, уншăн укçа тÿленĕ. Халĕ вара кун пек справкăсене нотариус хăй ыйтса илет тата тÿлевсĕрех. Паллă ĕнтĕ, укçа-тенкĕ те перекетленет, вăхăт та нумай каймасть.
Укçа-тенкĕпе вăхăт перекетленĕвне еткерçĕсем кăна мар, хăйсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче черете тăракансем те туйса илчĕç. Малтанхи вăхăтра çемьен пур членĕсен регистрациленĕ прависем пирки справкăсене граждансем хăйсем ыйтса илнĕ, кашни справкăшăн 500 тенкĕ тÿлеме тивнĕ. Сахалах мар тейĕпĕр. Халĕ вара 210-мĕш номерлĕ Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн кун пек справкăсене хула е район администрацийĕ, кирлĕ пулсан ял тăрăхĕн администрацийĕ хăй ыйтса илет. Граждансем кунта пачах та хутшăнмаççĕ.
Нумай пулмасть кирлĕ информацие почта урлă илессине те йĕркеленĕ. Анчах та кунта пĕр услови пур. Информаци тата документсен копийĕсене илме ыйтса çырнă заявленире алă пуснине нотариус çирĕплетни кирлĕ.
Электронлă технологисен çитĕнĕвĕсем Росреестра та айккинче тăратса хăвармарĕç. Патшалăх услугисене электронлă майпа Росреестрăн Интернет-сайтĕнчен (wwwĕrosreestrĕru) илме пулать. Кунта çакă та пĕлтерĕшлĕ самант. Электронлă майпа илекен кун пек сведенисем самай йÿнĕрех. Кунсăр пуçне кирек кам та куçман пурлăх пирки Росреестр сайтĕнчи справка информацийĕпе online режимпа усă курма пултарать. Ку услугăпа усă курса куçман пурлăх объекчĕ пирки тулли сведенисем илме, вăл кам харпăрлăхĕнчине, пĕтĕм Раççей территорийĕнчех объект тĕлĕшпе харпăрлăх правине чикĕленине пĕлме пулать.
Уйрăмах çавна палăртса хăварнă пулăттăм. Куçман пурлăх тĕлĕшпе актуаллă информаци илни çынсене пĕр хут кăна мар иккĕленÿллĕ килĕшÿсем тăвассинчен сыхласа хăварнă. Куçман пурлăха сутакан сăмахпа темĕн те калама пултарать, федераллă органран илнĕ документа вара нимĕнпе те хирĕçлеймĕн.
2012 çулта Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн Муркаш районĕнчи пайĕ граждансене правăн пĕрлехи патшалăх реестрĕнчен 4 пине яхăн выписка панă. Çынсене ытларах хваттер, çурт-йĕр, çĕр кам харпăрлăхĕнче пулнин, гражданинăн мĕнле харпăрлăх пуррин ыйтăвĕсем интереслентереççĕ.