Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кунта тавар туянакана хÿтĕлеççĕ

12 декабря 2012 г.

Декабрĕн 7-мĕшĕнче район администрацийĕн çуртĕнче тавар туянакан правине хÿтĕлекен обществăлла йышăну пÿлĕмĕ уçăлчĕ. Çакна Чăваш Республикинчи потребительсен обществăлла учрежденийĕ йĕркелерĕ. Хĕрлĕ хăйăва асăннă учреждени ертÿçи Н. Ильина тата район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В. Ананьев касрĕç.

Йышăну пÿлĕмне уçнин сăлтавĕ вара пысăк. Уйрăмах юлашки тапхăрта тĕрлĕ тавар туянассинче, услугăпа усă курассинче улталанакансем, харпăр хăй правине хÿтĕлейменнисем йышланчĕç. Кунта сăлтавĕ эпир саккун пĕлменнинче, çавна май хамăрах пахалăхсăр услугăпа, таварпа усă курнинче. Çак категорие чи малтанах аслă ăрурисем, хевтесĕр çынсем, ачасем лекеççĕ. Çавăнпа та Чăваш Республикинче çыннăн ку тĕлĕшри правине туллин тата тÿлевсĕр хÿтĕлеме палăртнă. Йышăну пÿлĕмĕ уйрăм çынсен ыйтăвĕсене кăна тивĕçтерет. Юридици сăпачĕсене кунта йышăнмаççĕ. Çакăн йышши пÿлĕме республикăра кашни районпа хулара уçма палăртнă.

– Сирĕн районта ку ĕç питĕ хăвăрт тата ăнăçлă йĕркеленчĕ. Кунта манăн чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхне Ростислав Николаевича тата унăн пĕрремĕш çумне Владислав Кирилловича пысăк тав сăмахĕ калас килет. Вĕсем пирĕн ыйтăва кĕске хушăра татса пачĕç, – терĕ потребительсен обществăлла учрежденийĕн ертÿçи Наталья Валерьевна.

Учреждени пулăшăвĕн шутне çак сферăсем кĕреççĕ: куçман пурлăхпа суту-илÿ тăвасси; кирек епле тавар туянасси; çурт-йĕр юсасси тата çĕклесси; йăла, транспорт, медицина, туризм, ЖКХ услугисем; сĕтел-пукан хатĕрлесе сутасси тата потребитель рынокĕнчи ытти ыйтусем те. Енчен те çак ĕçсемпе туянакана кирлĕ пек тивĕçтермерĕç пулсан çыннăн потребитель правине хÿтĕлекен обществăлла йышăну пÿлĕмне çул тытма тивет. Унта, паллах, пăтăрмах пирки çăхав çырмалла тата хăвăра хÿтĕлеме ыйтмалла. Çавăн пекех кунти опытлă специалистсен тивĕçлĕ консультацийĕ те сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хăш чухне ку тĕлĕшри ултавлă ĕç пирки суда çыру çырма тивет, çакăн пек чухне те йышăну пÿлĕмне килмелле.

Потребителе хÿтĕлесси вара Раççей Федерацийĕн «О защите прав потребителей» саккунпа килĕшÿллĕн пурнăçланать. Тупăшуллă ыйтусене прокуратура, «Роспотребнадзор» управленийĕн тата ку тĕлĕшри ытти специалистсемпе пĕрле татса параççĕ. Хăш чухне пахалăхсăр тавар пирĕн алла лекрĕ пулсан та çумра унăн чекĕ çуккипе лăпланатпăр. Туяннă япалапа усă курма май çук пулин те ăна çумрах тытатпăр. Ку пирĕн енчен пысăк йăнăш. Хамăр правасене хÿтĕлеме пĕлмелле тавар туянаканăн.

– Районта йышăну пÿлĕмĕ уçни тавар туянакана туллин хÿтĕлессе шанатпăр. Ку пĕрлехи ĕç пуриншĕн те усăллă пултăр. Ултавлă услуга, пахалăхсăр тавар сĕнекен вара ан тупăнтăр, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В. Ананьев.

Çавăн пекех асăннă учреждени ертÿçи Н. Ильина Çĕнĕ çул уявне йыхравларĕ. Шупашкар хулинче иртекен уява хевтесĕр ачасем, сахал тупăшлă çемьесенчи ачасем тата ку категорие кĕрекен ытти ачасем кайма пултарĕç. Ку вăл учреждени пирĕн район çыннисемшĕн тунă иккĕмĕш парне пулчĕ.

Сирĕн ыйтăвăрсене районта Татьяна Сергеевна Люцева район администрацийĕн çурчĕн 302 пÿлĕмĕнче йышăнать. Ĕç вăхăчĕ 8 сехетрен пуçласа 17 сехетчен. Хăвăра кăсăклантаракан ыйтусемпе 62-4-38 номерпе шăнкăравласа пĕлме те пулать. Палăртса хăваратăп, йышăну пÿлĕмне хăйсен ыйтăвĕсемпе килекенсем пулчĕç те ĕнтĕ.

Р. Илларионова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика