12 декабря 2012 г.
Çĕнĕ çул умĕн пирĕн районта паллă самант пулса иртрĕ: «Волга» - Мулкачкасси –«Оринино» автомобиль çулне туса пĕтерчĕç. Иртнĕ эрне кун районта Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ М. Янковский пулчĕ.
Çакна каласа хăвармалла. Асăннă çул 1,336 км тăршшĕ. Ăна тума республика бюджетĕнчен 18 млн. та 960 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Ĕçлĕ тĕл пулура район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев Мăн Сĕнтĕр – Мăн Хураçка çула юсас ыйтăва та хускатрĕ. Министр ку ĕçре Муркашсене пулăшма шантарчĕ. Çула юсассипе проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлеме хушрĕ. Çитес çул вара республика бюджетне пĕрремĕш хут çĕнĕрен пăхса тухса улшăнусем кĕртнĕ чухне асăннă объекта çитес çул юсама кĕртсе хума май пулнине палăртрĕ.
Михаил Вячеславович ĕçлĕ çул çÿревре çакна палăртрĕ. Çитес çул республикăра çулсем юсассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çавна май ку тĕллевпе сахал мар укçа-тенкĕ уйăрĕç. Çулталăк хушшинче вара Чăваш Енре ку ыйтăва пĕтĕмпех татса пама тĕллев лартнă.
Чăваш Республикинчи транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕ çак кун çавăн пекех Муркаш лицейĕн çуртне ача сачĕ тăвас тĕллевпе реконструкцилекен вырăнта та пулса курчĕ.
Иртнĕ тунти кун район администрацийĕн яваплă ĕçченĕсемпе ирттернĕ канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев вăхăта сая ямасăр çулсене юсассипе проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлемеллине палăртрĕ.
Л. Павлова.