22 мая 2013 г.
Кăçалтанпа диспансеризаци анлăрах иртме пуçларĕ. Малашне ÿсĕме пăхмасăр çак тĕрĕслев витĕр виçĕ çулта пĕрре тухмалла пулать. Диспансеризацие 21 çул тултарнă тата аслăраххисем пурте хутшăнаççĕ.
Диспансеризаци тĕрĕслевĕ участок терапевчĕн йыхравĕнчен пуçланать, çавна май пĕрисен çак йыхравпа пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне е фельдшерпа акушер пунктне, теприсен – тÿрех поликлиникăна каймалла пулать. Каласа хăвармалла, арçынсемпе хĕрарăмсен тата ÿсĕме кура тĕрĕслев мелĕсен уйрăмлăхĕсем пур.
Кăçалтанпа диспансеризацие икĕ тапхăрпа ирттереççĕ. Пĕрремĕш тапхăрта вăраха кайнă инфекциллĕ мар чирсем пуррипе çуккине, вĕсем аталанма пултараслăхне тата хушма тĕрĕслев ирттерме кирлипе кирлĕ маррине палăртаççĕ. Çак тапхăрта кашнин ятарлă ыйтăмри ыйтусене хуравламалла. Унтан çыннăн çÿллĕшне, йывăрăшне, юн пусăмне виçеççĕ тата ытти тĕрĕслевсем ирттереççĕ. Çапла май специалистсем сирĕн ятарлă карттăна тĕрĕслев кăтартăвĕсемпе сĕнÿсем çырса пыраççĕ.
Çак тапхăрти тĕрĕслеве терапевт пĕтĕмлетет. Унăн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх диспансеризацин иккĕмĕш тапхăрне явăçтарма пултараççĕ (хăшăсене ку кирлĕ пулмасан та пултарать). Çапла вара малашне çынна пысăк пахалăхлă, ятарлă медицина пулăшăвĕ кирлĕ пулсан унпа тивĕçтереççĕ.
Аса илтеретпĕр, диспансеризаци пĕтĕмлетĕвĕпе çынсен сывлăхне кура вĕсене ятарлă ушкăнсене уйăраççĕ.
Н. ДИМИТРИЕВА.