Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă туни ырăпа таврăнать

22 мая 2013 г.

 

«Раççей ача-пăча фончĕ» обществăлла организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕ пуçарнипе çулсеренех «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыр кăмăллăх марафонĕ иртет. Марафонăн тĕллевĕ пысăк – ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр, тăлăха юлнă ачасене, сывлăх тĕлĕшĕнчен хевтесĕррисене пулăшма тата сиплеме укçа-тенкĕ пухасси, пултаруллă çамрăксене пулăшасси, ачалăхпа çыхăннă ыр кăмăллăх программисене пурнăçа кĕртесси.

Çак марафонăн питĕ лайăх ен пур: унта пухăнакан укçа-тенкĕ каялла района таврăнать, апла пулсан унпа усă курса хамăр районти ачасене тата та ытларах тимлĕх уйăрма, пулăшу пама пулать. Ку вара общество йĕркелĕхĕшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Акă иртнĕ çулталăкри марафонта пирĕн район 69 пин те 683 тенкĕ пухма пултарнă. Çав укçа-тенкĕпе усă курса маларах асăннă категорие кĕрекенсене шкула каймалли хатĕрсем, спорт костюмĕсем тата ыттине туянса пачĕç. Акă илĕр тенипе кăна мар, район администрацийĕн тата хĕрарăмсен районти канашĕн пуçарăвĕпе интереслĕ конкурссем, спорт ăмăртăвĕсемпе ытти тĕрлĕ тĕл пулусем йĕркелесе унта ачасене хутшăнма май туса пачĕç. Миçе ача савăнмарĕ пулĕ çакăншăн!

Кăçал вара пирĕн район çыннисен, кунта вырнаçнă предприятисемпе учрежденисен, ытти тĕрлĕ организацисен «чĕри» хытнă темелле. Майăн 16-мĕшĕ тĕлне марафон счечĕ çине пирĕн районтан пурĕ 39412 тенкĕ куçарнине палăртса çирĕплетнĕ. Кам укçа куçарни вăрттăнлăх мар, тĕслĕх илмеллисем камсем пулнине пĕлес тесен район сайтĕнчи «Именем детства, во имя детства» банерта паллашма пулать: Муркаш район администрацийĕ, Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăх, район хаçачĕн редакцийĕ, «Солнышко» ача-пăча сачĕ, Чуманкассинчи В. Ниткина, Сосновкăри А. Александрова, Отарккăри М. Иванова, Çатракассинчи Н. Ерзукова, Муркашри С. Илларионова тата ыттисем те. Анчах та вĕсен ретĕнче предприяти-учрежденисем «курăнмаççĕ». Сăмахран, Пăрачкав районĕн пирĕнтен 10 хут пысăкрах сумма пуçтарăннă та ĕнтĕ. Çапла вĕсем хăйсен районĕнчи ачасене пирĕнтен 10 хут ытларах пулăшма пултараççĕ.

Марафонăн республикăри пухкăчĕнче вара пурĕ 6 миллион та 289 пин тенкĕ ытлаччĕ.

Ырă тума вăтанмалла мар. Ĕçлекен çын хăйĕн ĕç укçинчен пĕр 50 тенкĕ те пулин куçарсассăн та пĕтĕмĕшле мĕн пек пулăшу пулĕ. Эрех ĕçекен ашшĕ-амăшне е ытти сăлтава пула йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене те нумай чух курмăш пулатпăр. Марафон – хамăрăн çитменлĕхе тÿрлетме чи меллĕ самантсенчен пĕри.

Укçана çак реквизитсемпе куçармалла: р/с " 40703810075220160067 в Отделении " 8613 Сбербанка России г. Чебоксары, БИК 049706609, к/с 30101810300000000609, ИНН 2128005408, КПП 213001001. Получатель ЧРО ООБФ «Российский детский фонд».

Н. Николаева. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика