22 мая 2013 г.
Муркаш районĕ çĕр улми туса илессипе нумай çул тухăçлă ĕçлет.
– Кăçал районĕпе 800 гектара яхăн çĕр улми лартса хăваратпăр,– каласа парать район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владислав Ананьев.– Паллах, ытларах пайĕ «Ударник» хуçалăх çине тиенет.
Эпир çитнĕ чухне асăннă хуçалăхăн Панклири уйрăмĕн уйĕнче тимлесех «иккĕмĕш çăкăр» лартатчĕç. Хуçалăхăн тĕп агрономĕ Александр Васильев та, уйрăм ертÿçи Геннадий Афанасьев та кунтах иккен.
– Пĕтĕмпе хуçалăхĕпе 220 гектар лартма шутлатпăр, – пĕлтерет Александр Васильев тĕп агроном. Вăрлăха имçамларăмăр, удобрени хыватпăр. Хальлĕхе 40 гектар лартма ĕлкĕртĕмĕр. «Невский», «Жуковский», «Любава» сортсем лартатпăр.
Касăсене чĕрме Изосим Васильева , лартма Иван Иванова шаннă. Иккĕшĕ те опытлă механизаторсем, чылай çул вăй хураççĕ.
Кунтах 78 çула кайнă Петр Грачева тĕл пултăм. Вăл вăрлăхпа тивĕçтерессишĕн ответлă. Хисеплĕ ветеран халĕ те автомобиль рульне алăран вĕçертмест-ха.
– Кун пек чухне мĕнле килте ларăн, – çивĕччĕн калаçать тивĕçлĕ канăва тухичченех хуçалăхра вăй хунă Галина Соловьева та. – Эпĕ те пулăшма тухрăм.
Хуçалăхра çĕр улмие икĕ агрегатпа лартаççĕ. Ĕçсене çак эрнере вĕçлеме шутлаççĕ.
Эпир вара йывăрлăхсене парăнман ял ĕçченĕсене ăнăçу сунăпăр. Çĕр улмийĕ шултра пултăр.
А. Тихонов.