18 мая 2013 г.
Çулталăкпа çулталăк пĕр килмест тенĕ пек çын кăмăлĕ те тĕрлĕрен пулать. Пĕрне шăрăх мал туртăмлă ĕçлеме памасть, тепĕрне çумăрлă çанталăк ура хурса пырать, виççĕмĕшĕ çĕнĕ технологисене çул парассишĕн аппаланать, тăваттăмĕшĕ çур аки çитнине сисмест. Çакна паян çур аки вăй илнĕ уй-хирти ĕçсене чăнласа çиччĕ виçсе туса пыракансем йывăрлăхсем умĕнче пуç усманнинчен те, ыйхăрисем трактор кĕрлевĕпе те тĕлĕкрен вăранманнинчен те асăрхама пулать. Пĕрисем çĕр-шыв программисемпе туллин усă курма тăрăшаççĕ, иккĕмĕшсем вĕсене тиркеме сăлтав шыраççĕ. Пĕрремĕшсен ĕç культури шурă ăмсану çуратать, иккĕмĕшсен – тарăхупа вĕчĕрхенÿ. Çапла вара паян уй-хирте хресчен умĕнче тăракан пур ыйтăва та татса панă теме çук-ха. Çурхи кун çулталăк тăрантарнине шутласан çур акире епле ĕçленипе пирĕн тухăçлă хĕл каçмалла-çке.
– Умри тĕллевсене пурнăçлама эпир малашне те хуçалăх ĕçченĕсемпе пĕр ĕмĕтлĕ пуласса шанса тăратăп. Ун чухне вара ÿсĕмсен пысăкрах чиккисене çĕнессе те ĕненетĕп. Ыранхи куна пăхса шанчăклă ĕçлеме пирĕн сывлăх та вăй-хал, пурăнма телей те юрату, кĕр çитсессĕн ĕçкĕ-çикĕ ирттерме тулли сĕтел, йышлă çемье пултăрччĕ. Паян эпĕ хуçалăх тĕрекĕпе аталанăвне кашни ĕçченĕн тăрăшулăхĕпе маттурлăхĕнче куратăп. Пирĕн хресченсем йывăрлăхсем умĕнче пуç усмаççĕ, хăнăхман вĕсем çакна. Хуçалăхра çĕнĕ, энерги перекетлекен технологисене пăхăнса ĕçлесси çултан-çул малти вырăна тухса пырать. Техникăна та çур акире икĕ сменăпа ĕçлемелĕх хатĕрлесе çитертĕмĕр, кондициллĕ вăрлăх та пур, уй-хир ĕçĕсен планĕсем те янтă ĕнтĕ, вĕсемпе çĕр ĕçченĕсене паллаштартăмăр, – терĕ Е. Андреев ячĕллĕ хуçалăх уйĕнче тĕл пулнă кооператив председателĕ В. Семенов. Виталий Иосифович çум курăкĕпе кĕрешсе тырă пуссисене акана тухиччен 3 хут тирпейлессин технологине ĕçе кĕртнине палăртрĕ.
Эпир калаçнă вăхăтра Михаил Атласкинăн МТЗ-82 тракторĕ икĕ сеялкăпа хир тăрăх черетлĕ çаврăм туса Юрий Михайлов водителĕн вăрлăхпа тиесе лартнă ГАЗ-53 автомашини умне çитсе чарăнчĕ. В. Скворцовпа А. Андреев тулли михĕсенчи урпа вăрлăхĕпе ака агрегатне самантрах тултарса черетлĕ çаврăма кайма хатĕрленчĕç . Вĕсем вырăнтан тапраннă çĕре хире Виталий Романовăн вăрлăх тиенĕ автомашини çитрĕ. Çав вăхăтра черетлĕ çаврăмран Николай Оньков механизаторăн экипажĕ килсе çитрĕ. Вăл вăрлăх машини патне заправкăна тăчĕ. В. Пугачевпа Ю. Шушкин акаçăсем вăрлăх миххисене куçарма пуçларĕç.
200 гектара яхăн пусăра ĕç вĕресе кăна тăрать. Уяр кунăн кашни сехечĕ шутра. Çырма урлă хирте вара Т-150 трактор çĕрсене акма хатĕрлессипе пĕр чарăнмасăр ĕçлет. В. Димитриевпа А. Семенов механизаторсем икĕ сменăпа çĕрĕн-кунĕн ĕçре. Çĕр пулса çитнĕ май кĕске вăхăтра акса пĕтерме тĕллев тытса уй-хир ĕçĕсен планне тунă хуçалăхра ĕмĕтсем пурнăçланса пынине пăхма кăмăллă пулчĕ.
10 – 15 çухрăм кайсан «Передовик» хуçалăхăн уй-хирĕсенче çĕр ĕçченĕ ыйхăран ерипен вăраннине курсан чун хурланчĕ. Юлашки шăнкăрав та умрах-çке! Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнчи оперативлă кăтартусенче ака уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ 16 хуçалăх çур аки вĕçлесе пыратчĕ пулсан, «Передовиксем» çак вăхăта хăйсен вăйĕпе 60 гектар çĕр хатĕрленĕччĕ тата 40 гектар акнăччĕ çеç. Кая юлса пуçланă ĕçрен пысăк тухăç кĕтме шанăç çук. Хуçалăх ертÿçине курайманран район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе–экономика тата агропромышленность комплексĕн аталанăвĕпе муниципаллă харпăрлăх управленийĕн ертÿçипе В. Ананьевпа тĕл пултăм.
– Тĕрĕс ыйту хускататăр. Рынок хутшăнăвĕсем хресчене те паян хытах тĕрĕслеççĕ. «Передовик» тĕслĕхĕнче пурнăç хăшĕ-пĕрисем çав тĕрĕслеве йышăнма хатĕр маррине кăтартса парать те. Тĕрĕссипе хамăр ума лартнă тĕллевсене епле пурнăçласси тата мĕн патне ăнтăлмалли халех паллă пулмалла. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, вăл шав малалла аталанать. Паян пурнăçлайманни вара вăхăт иртнĕçемĕн йĕпе юр муклашки евĕр пысăкланса çеç пырать. Çавна май хресчен пурнăçне тăтăшах кĕрекен çĕнĕлĕхсене йышăнма пирĕн кашнин хатĕр пулмалла. Çавăн чухне çеç Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Правительствисем хресчене пулăшу алли тăсса пани вырăнлă пулĕ. Вăхăтлă тата вырăнлă пулăшу ял хуçалăх ĕçченĕсене выльăх йышне сыхласа хăварма, çĕнĕ техника пулăшăвĕпе усă курса çĕр ĕç культурине ÿстерме тата перспективлă ял хуçалăх культурисем акса-лартса ÿстерме пулăшĕ. Кам вĕсемпе çителĕклĕ усă курать – вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ те курăмлă. «Передовик» хуçалăх тĕслĕхĕ çинче, шел пулин те, çакна калаймăн, – терĕ Владислав Кириллович. Унăн сăмахĕнчен асăннă хуçалăх çур акине тивĕçлĕ хатĕрленейменни, ĕçе кÿлĕнмелли трактор пĕрремĕш сехетрех ванса кайни, çителĕксĕр вăрлăха туянма банк урлă кредит илейменни (сăлтавĕ пулнă-тăр. Авт.) хуçалăхри çур акине ыттисен хул пуççийĕ çине хурасси патне илсе çитернĕ. Акма хатĕрленĕ çĕрсем çинче халĕ кунта А. Пихтеров хресчен (фермер) хуçалăхĕн пулăшăвне кĕтеççĕ. Пулăшăвĕ пулĕ-ха, анчах кая юлса акнă вăрлăхăн тухăçĕ те каярах пулмĕ-ши; Ку вара паян Москакасси тăрăхĕнчи кашни ĕçчене шухăшлаттармалла.
Сăмахăм вĕçĕнче виçĕ сăмах техника паркĕ пирки. Иртнĕ çул ял хуçалăхĕнче ĕçлемелли çĕнĕ техника туянассипе пирĕн хуçалăхсем сахал мар тăрăшрĕç. Агропромышленность комплексĕн районти тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ предприятийĕсем уй-хирте ĕçлемелли техникăна пурĕ 60 миллион ытла тенкĕлĕх туянчĕç. Вĕсенчен вуннăшĕ ытла – тракторсем, 3-шĕ – «хир карапĕсем». Çавăн пекех выльăхсене апат хутăштарса памалли, тымар çимĕç пухмалли агрегатсем, çĕр улми кăлармалли комбайнсем, ытти – ял хуçалăх машинисем. «Передовик» хуçалăх иртнĕ çул икĕ трактор туянчĕ пулин те ку çителĕксĕрри паян куç умĕнче.
Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ тенĕрен çитес кĕр кунĕсенче кунта мĕнле лару-тăру пулĕ; Хуравĕ хальлĕхе çук... Агробизнес аталанăвĕнчи çĕнĕлĕхсем «Передовикшăн» мар пулас...
А. БЕЛОВ.