Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх пĕрлехи экзаменĕсем

16 мая 2013 г.

 

Кĕçех 11-мĕшсен шкулпа сыв пуллашма вăхăт çитет. Анчах та алла аттестат иличчен умра чи ответлă тапхăр – экзаменсем. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем мĕнле йĕркепе иртеççĕ; Çак ыйтăва район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхне З. Дипломатовăна хуравлама ыйтрăмăр.

– Çак вĕренÿ çулĕ вĕçĕнче 11 класс пĕтерекен 245 çамрăк пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене тытать, вĕсенчен иккĕшĕ, малтанхи пек, йăлана кĕнĕ формăпа. Кунсăр пуçне малтанхи çулсенче шкул пĕтернĕ тепĕр 6 çамрăк та пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене тытасси пирки заявленипе пĕлтерчĕç.

Экзаменсем хăш кун иртесси паллă: майăн 27-мĕшĕнче – вырăс чĕлхипе, июнĕн 3-мĕшĕнче математикăпа экзамансем Муркашри вăтам шкулта иртеççĕ. Майăн 30-мĕшĕнче – информатикăпа (9 ача), биологипе (66), историпе (74) экзаменсем Муркашри вăтам шкулта. Июнĕн 6-мĕшĕнче ют çĕр-шыв чĕлхипе (9) тата физикăпа (75) экзаменсем Етĕрнере иртеççĕ. Июнĕн 10-мĕшĕнче – химипе (30) тата обществознанипе (145) экзаменсем Муркашри вăтам шкулта, июнĕн 13-мĕшĕнче географипе (25) тата литературăпа (5) экзаменсем Çĕрпÿ хулинче пулаççĕ. Резерв кунĕсене те палăртнă: июнĕн 15, 17, 18, 19-мĕшĕсем, çав кунсенче экзаменсене Шупашкарта тытма тивет.

Экзаменсем вăхăтĕнче ĕçлекен операторсене çирĕплетнĕ. Вĕсен ответлăхĕ питĕ пысăк: ĕç инструкцине пăснăшăн пысăк штраф пăхса хунă – 20 пин тенкĕ таранах. Кăçал экзамен пыракан кашни класра тата коридорсенче видеосăнав оборудованийĕ пулать.

– Тăххăрмĕшсен патшалăх пĕтĕмлетÿ аттестацийĕ мĕнле иртет?

– Тăххăрмĕшсем экзаменсене çак формăпа 371 ача тытать, тепĕр 3 çамрăк – малтанхи формăпах. Экзаменсем ирттермелли икĕ пункт палăртнă – Муркашри тата Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулсем.

Экзаменсем çак кунсенче иртеççĕ: майăн 28-мĕшĕнче – математикăпа, майăн 31-мĕшĕнче – обществознанипе, физикăпа, химипе, ют çĕр-шыв чĕлхипе, июнĕн 4-мĕшĕнче – вырăс чĕлхипе, июнĕн 7-мĕшĕнче – историпе, биологипе, литературăпа, географипе, информатикăпа, июнĕн 13-мĕшĕнче – чăваш чĕлхипе.

Тăххăрмĕшсем валли те резерв кунĕсене çирĕплетнĕ: июнĕн 11-мĕшĕ тата 14-мĕшĕ.

Каласа хăвармалла, вырăс чĕлхин экзаменĕнче орфографи словарĕпе усă курма юрать, физика тата хими предмечĕсемпе – программăллă мар калькуляторпа, географипе – линейка тата географи атласĕ тата программăллă мар калькулятор.

Экзаменсем тĕрлĕ вăхăта тăсăлаççĕ. Вырăс чĕлхи, математика, литература, чăваш чĕлхи экзаменĕсем 3 сехет те 55 минут пыраççĕ, физика, истори тата обществознани предмечĕсемпе – 3 сехет, информатикăпа, биологипе – 2 сехет çурă, химипе, географипе тата ют çĕр-шыв чĕлхипе – 2 сехет.

Н. Николаева. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика