Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешĕмĕр те, унăн паттăрлăхĕ те асрах

08 мая 2013 г.

 

Умра – черетлĕ Çĕнтерÿ кунĕ. Çавна май историе юлса пыракан Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннисен, мирлĕ ĕçре çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçлесе çĕнтерĕве çывхартнисен, ывăл-хĕрĕсемпе ашшĕсене фронта ăсатса хурлăхлă çырусем илнисен пĕрлехи паттăрлăхĕ палăрăмлăрах куç умне тухать. Пирĕн районти Çурлатринче пурăннă Агафипе Иван Воробьевсем çав çулсенче фронта 3 ывăлне те ăсатнă. Шел, кĕçĕннисем – Василипе Фадий – çапăçу хирĕнчех выртса юлнă. Асли вара – 1915 çулхи юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче çуралнă Алексей – тăван ялне тĕрлĕ орден-медальпе пĕрлех çĕр-шывăн чи сумлă наградипе таврăннă. Вăрçăн малтанхи кунĕсенчен пуçласа вĕçне çитичченех тăшманпа çапăçнăскер, 1945 çулта вăл Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ. Пăхса тухар-ха паян унăн пурнăç çулне.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланнă чух Алексей Иванович 31 çулта пулнă. Вăрçă хирне тухса кайичченех салтак пăтти мĕн тути каланине лайăх пĕлнĕ вăл. Сăлтавĕ: 1936 – 1939 çулсенче вăл Хĕрлĕ Çарта службăра тăнă. Салтак пурнăçĕпе самаях тĕрекленнĕ яш унтан таврăнсан вырăнти колхозра ĕçленĕ, ял хуçалăх аталанăвне вăй çитнĕ чухлĕ тÿпе хывнă. Çавăнпах вăрçа тухса кайсан фронтран тăван ялне янă çырусенче те вăл яланах ял хуçалăх ĕçĕпе, пĕрле ĕçленĕ юлташсен ÿсĕмĕсемпе кăсăкланнă, салам калама ыйтнă. 2005 çулта Леонид Сергеев профессор «Çурлатăри» кĕнеке кăларнă. Унта автор Алексей Иванович хăйĕн ашшĕ Павел Сергеевич патне янă çырăва та кĕртнĕ. «Колхоз ĕçченĕсен тăрăшăвне пăхса чун савăнать, хуçалăх лайăх аталаннăшăн хĕпĕртес килет. Пирĕн колхоз пеккине шырасан та урăх тупаймăн...», – çапларах хăпартланса çырнă вăл фронтран.

Вăрçă хирĕ сарлака çав. Алексей Воробьев та фронтра тĕрлĕ вăхăтра фашист эшкерĕсемпе Тĕп, Брянск, Воронеж, 1-мĕш Украина фрончĕсенче çапăçнă. Сĕмсĕр тăшмана Совет çĕрĕ çинчен хăваласа ярассипе пĕрре мар вилĕме куçран пăхнă. Пĕрремĕш медале те вăл çапăçу хирĕнчи паттăрлăхшăн тивĕçнĕ. 1942 çулхине Брянск çывăхĕнчи хаяр çапăçусенче хастарлăх кăтартнăшăн унăн кăкăрĕ çинче «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медаль вырăн тупнă.

1943 çулхи кĕркунне, Днепр юхан шывĕ урлă каçнă чухне, Çурлатри йĕкĕчĕ взводри салтаксемпе пĕрле тăшмана самаях шар кăтартнă. Çавăнпах кунти çапăçусемшĕн пирĕн ентеш Тăван çĕр-шыв вăрçин 2 степень орденне тивĕçнĕ.

1945 çулхи çуркунне пирĕн ентеше мотострелоксен 22-мĕш гварди бригадин инженерипе мина ротин взвод командирне лартаççĕ. Шăпах çавăн чухне тĕлĕнмелле паттăрлăх кăтартма пултарнă та вăл.

... Ака уйăхĕн 24-мĕшĕ. Çĕрле. А. Воробьев старшина Берлинти Тельтов каналĕ урлă каçса тăшманăн çар хатĕрĕсем мĕн чухлине сăнанă-тишкернĕ. Плацдарм тумашкăн меллĕ вырăн пăхса хунă та хăйне пăхăнакан салтаксене çавăнта куçарма тытăннă. Ума лартнă тĕллеве пурнăçлама юханшыв урлă кимĕпе вăл темиçе хут хутланă. Тăшман питĕ хирĕç тăнă пулсан та Çурлатри каччи ертсе пыракан взвод каялла чакман. Алексей Иванович хăйĕн салтакĕсемпе тăшманăн мина уйĕсене парăнтарнă, хыçрисем валли çул уçса пынă. Пирĕн ентеш, хăй йывăр аманнă пулсан та, фашистсемпе çапăçма чарăнман, танксене сирпĕтмелли 10 минăна сиенсĕрлетнĕ. Çакна тата унччен тунă паттăрла ĕçсене шута илсе Муркаш йĕкĕтне 1945 çулхи çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче СССР Геройĕн ятне панă.

Вăрçă хирĕнчи паттăрлăхшăн сумлă наградăна тивĕçнĕ Алексей Воробьев фронтран таврăнсан пĕр хушă Муркаш тата Хорнуй шкулĕсенче ачасене çар ăсталăхне ăша хывма вĕрентнĕ. Ĕçрен хăраман арçынна кĕçех Буденный ячĕллĕ колхоз председательне суйлаççĕ. Яваплăха туяканскер кунта та кĕске хушăрах пысăк çитĕнÿсем тунă. 1948 çулхи çур акине колхоз 10 кунта вĕçлеме, кĕрхи тырра 5 кунта, çуртрисене пĕр эрнере пухса кĕртме хевте çитернĕ. Вăл вăхăтра ял хуçалăхĕнчи мĕн пур ĕçе лашапа тата алă вĕççĕн пурнăçланине шутласан ку тĕлĕнмелле кăтарту! Çак çулсенче колхоз патшалăха аш-какай памалли плана 2 çул маларах пурнăçласа пыни те ĕнерхи фронтовикăн мирлĕ пурнăçри хастарлăхне, çĕр-шыв умĕнче ответлăха туйнине кăтартать.

1951 çулта пĕчĕк колхозсене пĕрлештерсе пысăклатас ĕç пуçлансан Муркаш тăрăхĕнче «Знамя труда» колхоз йĕркеленет. СССР Геройĕ А. Воробьев председатель çумĕнче ĕçлеме тытăнать. Анчах.... 37 çулхи ĕçченĕн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать.

Паттăр ентешĕмĕр мăшăрĕн Софья Павловнăн алли çинче виçĕ ача юлать: Михаил – 6 çулта, Лина – 4-ра, Иван – 3-ре.

– Аннен пурнăç çулĕ пĕртте çăмăл пулман. Ачисене тĕрĕс-тĕкел пурнăç çулĕ çине кăларас тесе вăл иртен пуçласа каçчен вăхăта ĕçре ирттернĕ, – аса илет Лина Алексеевна ашшĕ паттăр пулнине ÿсерехпе çеç ăнланнине палăртса.

Çурма тăлăххăн ÿснĕ ачасем пурнăçри йывăрлăхсем умĕнче пуç усмасăр вĕренсе тата ĕçлесе ашшĕн ятне яман. Ятарлă пĕлÿ илме çав-çавах пултарнă вĕсем. Михаил Хусан патшалăх авиаци институтĕнчен технолог-инженера вĕренсе тухнă. Лина Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕн дипломне алла илнĕ хыççăн Муркашри «Автотехсервис» предприятире инженерта ĕçленĕ. Иван И. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн нумай çул Муркашри тĕп больницăра хирургра, анастезиолог-реаниматологра тăрăшнă.

– Пирĕн аттепе унăн пĕр тăванĕсем çеç мар, эпир те – иккĕмĕш ăрурисем – Алексей Иванович пурнăçран ир уйрăлса кайнишĕн хурланатпăр, – салхуллăн калаçать СССР Геройĕн мăнукĕ Наталия Ивановна Ястребова. Сăмах май, вăл паян аслашшĕ ĕлĕк ĕçленĕ шкултах – Муркашри вăтам шкулта – библиотекăра вăй хурать.

 

– Ÿсерехпе анне пире яланах: «Аçу ятне ан ярăр, çынпа çын пек пулăр, вĕренĕр, ĕçрен ан хăрăр», – тетчĕ. Çак сăмахсене тĕпе хурса пурăнма тăрăшрăмăр, – терĕ тивĕçлĕ канăва тухнă Иван Алексеевич.

Муркашри вăтам шкулта вĕренекенсем те, вĕрентекенсем те паян Совет Союзĕн Геройĕн ятне манмаççĕ. Тăванĕсем унăн пурнăçне малалла тĕпчеççĕ. Шкулти кадетсем, тĕслĕхрен, Алексей Воробьев пирки пуян альманах хатĕрлеççĕ.

Апла-и, капла-и – Тăван çĕр-шыв пуласлăхĕшĕн юнлă вăрçăра çапăçнă, вăрçă хыççăнхи çулсенче вырăнти хуçалăхсене ура çине тăратассипе вăй-халне шеллемесĕр тăрăшнă ентешĕмĕре манас марччĕ. Унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паттăрлăхĕ çинчен пулас ăрусене те каласа кăтартасчĕ. Ку вăл – пирĕн аслă ăрусем умĕнчи парăм.

Д. МОИСЕЕВ. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика