08 мая 2013 г.
Аслă юлташăмсемпе тĕл пулсан, вĕсен кăкăрĕсем çинчи орден-медальсене курсан, паянхи асаттесен çамрăклăхĕ вăрçă вут-çулăмĕнче иртни пирки пĕр сăмахсăрах ăнлантăм. Вĕсем те, эпĕ мĕн калассине сиссех-тăр, ун çинчен сăмах тапратмарĕç. Аслă Çĕнтерĕве те вăрçăпа ĕç ветеранĕсем халăхăмăрăн пĕрлехи ÿсĕмĕ тесе палăртрĕç.
Çĕр-шыв историйĕ унăн çар пурнăçĕпе тачă çыхăннă. Вăл вара – Раççей халăхĕн мухтавлă енĕ. Эпир хамăрăн паттăр хÿтĕлевçĕсене юрататпăр, хисеплетпĕр, вĕсемпе мăнаçланатпăр. Пирĕн çар малашне те çĕр-шыв хăрушсăрлăхĕн, Раççей аталанăвĕн çирĕп никĕсĕ пуласса шанни хамăр аттесемпе асаттесен çарти паттăрлăхне манманнинчен пуçланать. Çакă эпир Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă тата унта пуç хунă хамăр ентешсене манманнинчен вăй илет. «Пирĕн ĕçе курса паянхи çамрăксем хăйсенче патриотизм туйăмне вăйлатчăр», – терĕç эпĕ хăйсене Çĕнтерÿ кунĕпе саламланине йышăнса сăн ÿкерчĕкри ветерансем.
– Çул хыççăн çул иртет – Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи историе шаларах та шаларах кĕрсе пырать. Апла пулин те кашни килтех аслашшĕсемпе ашшĕсен паттăрлăхне упрани, паян çĕр-шыв хуралĕнче тăракансемпе мухтанни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна тума пултаракан кашни çын – çар ретĕнче тăрать-и вăл е мирлĕ ĕçе чунне парса пурнăçлать – чăн малтанах Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçи. Вĕсен паянхи тĕллевĕ – вырăс çарĕн мухтавлă енĕсене упраса хăварасси. Тавах çакна тума пултарсан, – терĕ юлташĕсемпе хĕпĕртесе тăххăрмĕш теçеткепе пыракан Николай Яковлев . Николай Лукич Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине 1943 – 1945 çулсенче хутшăннă.
1941 çулта çуралнă Илья Яковлев вара вăрçă ачин кун-çулне лайăх пĕлет. Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи Хурăнкассинче çуралнăскер вăл ачаллах çĕр ĕçĕпе туслашнă. Ĕçре пит хĕретменскере хăй вăхăтĕнче 18 çул уй-хир бригадине ертсе пыма шаннă. Ĕçе тиркемен арçын паян утарçă ĕçĕнче канлĕхе тупать. «Турă кайăкĕсемпе» ĕçлекен ывăлĕн ăнăçăвĕпе савăнать. «Çĕр-шыва хÿтĕлесси ĕçе юратнинчен пуçланать», – терĕ Илья Яковлевич аслăрах тусĕсене çупăрласа.
– 1941–1945 çулсенчи хаяр вăрçăна эпĕ лайăх астăватăп. Салтак юнĕпе тулнă окопсемпе траншейăсем, ирхи апатра пĕрле пулнă юлташсен пурнăçне кăнтăрлаччен тăшман пульли татни, уйрăлу вăхăтĕнче вăй питти арçынсем куççуль юхтарни – пирĕн пурнăç чăнлăхĕ. Вăрçă никама та шеллемерĕ... Тыл ĕçченĕсен ĕçри ырми-канми паттăрлăхĕ те Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пулăшрĕ. Вĕсене те тăрăшуллă ĕçшĕн пысăк тав паян, – сăмах хушрĕ Чуманкасси ял тăрăхĕнчи Отарккă ялĕнче пурăнакан Петр Митрофанов . Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине 1943 çулта тухса кайнăскер, вăл Çĕнтерÿ хыççăн та çĕр-шыв хуралĕнче 1950 çулччен службăра тăнă. Мирлĕ пурнăçра та Петр Митрофанович алă усса ларман. Нумай хушă çул-йĕр хуçалăхĕнче, газ отраслĕнче хăйне шаннă ĕçе пурнăçласа пынă.
Аслă ăрури ентешсен паттăрлăхне манас марччĕ. Çамрăклах алла пăшал тытса Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче мире хÿтĕленĕ салтаксем çакна тивĕç.
А. БЕЛОВ.