08 мая 2013 г.
1941 – 1945 çулсенче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннисенчен Йÿçкасси ял тăрăхĕнче паянхи куна 4 ветеран кăна пурăнать. Шел пулин те, кăçалхи ака уйăхĕнче чи ватă ветеран, 96 çулти Григорий Константинов пирĕнтен уйрăлса кайрĕ.
Эпĕ вара 1921 çулта Актай ялĕнче çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Муркашра пурăнакан Николай Александров пирки каласа парасшăн. Николай питĕ пултаруллă ача пулнă, спорта юратнă. Йĕлтĕрпе чупассипе яланах малти вырăнсене йышăннă. Спорта юратни ăна вăрçăра та пулăшнă.
1941 çулхи январьте унăн салтака кайма ят тухать. Вĕсен çемйи колхоза кĕмен пулнă. Çавăнпа та ăна çар комиссариатне кайма лаша та уйăрса паман. Актайран Вăрнара 45 çухрăм çуранах çитме тивнĕ.
Николай Украинăри Новгород-Волынски хулине лекет. Виçĕ уйăх çамрăк салтаксен курсĕнче вĕренет, присяга тытать. 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче юнашарти Житомир хули çине фашистла Германи бомбăсем тăкма пуçлать. Новгород-Волынски те тăшман çавăрса илес хăрушлăха лекет. Николай çак вăхăтра çăкăр заводне хуралланă пулнă. Фашист бомбисемпе минăсем çурăлса кĕмсĕртетеççĕ, хула хуп-хура тĕтĕмпе хупланать. Николай заводран хăйĕн чаçне чупса каять, анчах унта никам та çук: чĕрĕ юлнисем тухса кайнă, хыççăн чупать – хăваласа çитеймест.
Житомиртан каймалли çул çинче халăх кăткă пек хĕвĕшет. Çул çинче пĕр машина тăрать. Унта ларма вара вырăн çук – халăх тăп-тулли. Николай çак машина çине аран хĕсĕнсе вырнаçать. Киев хулине çитиччен çакăнти салтаксемпе офицерсем саперсен 19-мĕш полкне туса хураççĕ. Чукун çулсем, кĕперсем юсаççĕ. Тăшман аллине лекесрен пысăк объектсене сывлăша сирпĕтеççĕ: вĕсемпе тăшман усă курма ан пултартăр теççĕ.
– Пĕр юхан шыв урлă кĕпер тунă чух манран инçе мар бомба çурăлчĕ, контузие пула госпитальте выртса тухмалла пулчĕ. Пĕррехинче вара яла çитсен нимĕç самолечĕсем бомбăсем пăрахнă хыççăн парăнма йыхравлакан листовкăсем тăкма тытăнчĕç, – аса илет ветеран.
Вăрçăн малтанхи çулĕсенче çăмăл пулман. 1942 çулта Николай Ленинград блокадине лекет. 39-мĕш уйрăм батальонра автоматчик пулса фашистсемпе çапăçать.
– Пĕррехинче батальон командирĕ мана хăй патне чĕнчĕ те приказпа почтальон пулма çирĕплетрĕ. Вăрçăра салтаксене çырусем епле кирлĕ пулнине çавăн чухне ăнланса илтĕм. Эпĕ вĕсене çырусем парсан мĕн чухлĕ савăнăçчĕ вĕсен пит-куçĕнче, – вăрçăра кашни самант пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртать Николай Александрович. – Пирĕннисем юхан шыв урлă каçса плацдарм йышăннăччĕ. Манăн кимĕпе ишсе вĕсем патне çырусем çитерсе памалла. Мана тăшман асăрхать, пулеметран пеме тытăнать. Кимĕ тĕпне хутланса выртатăп, вара нимĕçсем вилчĕ ку тесе-ши, пеме пăрахатчĕç...
Николайсен чаçне Польша çĕрĕ çине куçараççĕ. Кунта вĕсем шăпах нимĕçсен вăйлă укрепленийĕ тĕлне лекеççĕ. «Катюшăна» чĕнсе илеççĕ. Çапла кăна нимĕçсене аркатма пултараççĕ. 1945 çулхи апрельте вĕсен чаçĕ Чехословакие куçать. Вăрçă пĕтнине Николай Прагăра кĕтсе илет. 1946 çулта тăван яла – Актая таврăнать.
Салтакран килсенех Николай колхоза кĕрет, хушнă пур ĕçе те пурнăçлать. Çемье çавăрать: мăшăрĕпе 5 ача çуратса пăхса ÿстереççĕ. Шел те, унăн виçĕ ачи вăхăтсăр çĕре кĕнĕ, иккĕшĕ пурăнаççĕ. 2005 çулта вара мăшăрĕ те çĕрĕ кĕрет...
Николайăн наградăсем кăкăр туллиех. Эпир унпа чылайччен калаçса лартăмăр. Вăл шкулта 4 çул анчах вĕреннĕ пулсан та лайăх çырать. Вăрçăри пурнăçĕ çинчен тетрадь çине çырса пынă. Патшалăх ветерансене манманшăн чунтан савăнать вăл.
Илья Яковлев.
Хурăнкасси ялĕ.