08 мая 2013 г.
Тăван çĕр-шывăн 1941 – 1945 çулсенчи Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 68 çул çитнине халалланă районти уяв митингĕ Муркашра майăн 9-мĕшĕнче иртет, 10 сехетре пуçланать. Унччен «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексĕ умĕнче вăрçă çулĕсенчи юрăсем янăраççĕ, картингистсем хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ.
Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Муркашпа Элĕк районĕсенчи пайĕн пуçлăхĕ А. Кочуров парад тăратать. Çамрăк армеецсем Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх ялавĕсене илсе тухаççĕ.
Савăнăçлă лару-тăрура уяв митингне район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев уçать. Хыççăнах Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе СССР спорт маçтăрне Владимир Салтыкова асăнса велосипедистсем старта тухаççĕ. Уява хутшăнакансем, хăнасем пухăннисене Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламлаççĕ.
11 сехет иртсен вăрçă çулĕсене халалласа Муркаш шкулĕнче вĕренекенсем литмонтаж кăтартаççĕ. Муркаш шкулĕнчи кадетсен плац-парачĕ, районти çарпа патриотика клубĕсен çамрăк армеецĕсен уйрăмĕсен парачĕ пулать. Кайран Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче вилнисене халалласа лартнă палăк умне чечексем хураççĕ.
12 – 13 сехетсенче Муркашри ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕн ветерансен хорĕн концерт программипе паллашма май пулĕ.
Уявăн каçхи программи 20 сехетре пуçланать. Ăна ачасен Муркашри искусство шкулĕн воспитанникĕсем уçаççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев тата Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С. Ермолаев салам сăмахĕсем калаççĕ.
Çĕнтерÿ кунне халалласа «Эпĕ ас тăватăп! Эпĕ хăпартланатăп!» ятпа ирттернĕ пĕрремĕш район фестивалĕн çĕнтерÿçисене чыслаççĕ. Хыççăн асăннă фестиваль çĕнтерÿçисен концерчĕ пулать.
Кайран çамрăксен «Пурне те ятран аса илер» акцийĕ иртет. Хыççăн концерт программи малалла тăсăлĕ.
Çĕнтерÿ салючĕ 22 сехет те 30 минутра пулать. Уяв каçĕ «Эпĕ ас тăватăп! Эпĕ хăпартланатăп!» концерт программипе вĕçленĕ.
Аслă Çĕнтерÿ кунне халалланă уяв мероприятийĕсем майăн 8 – 9-мĕшĕсенче пур ял тăрăхĕсен территорийĕсенче, ĕç коллективĕсенче те иртеççĕ.