Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Пирĕн ĕç-хĕл уçă пулмалла»

30 апреля 2013 г.

 

Нумаях пулмасть-ха вĕренÿ учрежденийĕсен ĕç-хĕлне общественность хутшăнмалли пирки иккĕленсерех калаçатчĕç. Вăхăт иртнĕçемĕн вара çак ĕçе общество хутшăнни кирлинче иккĕленекенсем юлмарĕç те. Çакă пĕр енчен саккун пуххипе çыхăннă пулин те, çынсем хăйсем те вĕренÿ учрежденийĕсен ĕçне хутшăнса тĕрĕс те кирлĕ йышăнусем тумаллине ăнланса илчĕç темелле.

Пирĕн районти пур вĕренÿ учрежденийĕнче те паянхи куна попечительсен е ертсе пыракан канашсем йĕркеленĕ. Вĕсем шкул пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăнаççĕ; Вĕренÿ учрежденийĕ мĕнле аталаннипе кăсăкланаççĕ-и вĕсем; Çак ыйтусем тавра калаçма Чуманкассинчи вăтам шкул директорне Валерий Васильева чĕнтĕмĕр.

– Валерий Михайлович, вĕрентÿ ĕçне общественноçа явăçтарни пĕлтерĕшлĕ-и?

– Юлашки çулсенче вĕренÿ учрежденийĕсенче нумай улшăнусем пулса иртрĕç. Вĕсем вĕренÿ пахалăхне лайăхлатассипе, шкулсен вĕрентÿпе пурлăх базине çĕнетсе улăштарассипе, вĕрентекенсен ĕç укçине хăпартассипе çыхăннă. Çавăнпа пĕрлех шкулсенчи вĕрентÿ ĕçне йĕркелесе пырассине общественноçа анлăн явăçтарасси те паян пысăк вырăн йышăнать. Пирĕн Чуманкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта попечительсен канашне 2006 çулта, шкулăн ертсе пыракан канашне 2007 çулта туса хунă.

Кунта калас пулать, Раççей Федерацийĕнче 1999 çулхи раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнчи 1379 номерлĕ йышăнăвĕпе попечительсен канашĕ çинчен калакан положение çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн шкулсене бюджет тулашĕнчи укçа-тенкĕне шыраса тупма, унпа кирлĕ пек усă курнине общественность енчен тĕрĕслесе тăма майсем туса панă.

Шкула ертсе пыракан канаша вара шкула ертсе пыракан органсен шутне кĕртнĕ. Унта ачасен ашшĕ-амăшĕсем, вĕрентекенсем, шкул директорĕ, аслă классенче вĕренекенсем, вырăнти общество организацийĕсен представителĕсем кĕреççĕ. Çак органăн полномочийĕсем те анлăрах. Вăл шкул тулашĕнчи бюджетпа усă курассине йышăнать, шкул ĕçне йĕркелессине хутшăнать, хуçалăх ыйтăвĕсене татса пама пулăшать. Çавăнпа та çак канашсен пĕлтерĕшĕ пысăк тесе шутлатăп.

– Асăннă канашсем сирĕн шкулти мĕнле ĕçсене пурнăçлама хутшăнаççĕ?

– Эпир шкула ертсе пыракан канаш тата попечительсен канашĕ çине таянса нумай ĕç туса ирттеретпĕр. Сăмах май каласан вĕсем шкул ĕçне пур енлĕн те хутшăнса пыма тăрăшаççĕ. Юсав ĕçĕсем пурнăçлас, ачасен çуллахи канăвне йĕркелес, шкул библиотекин кĕнеке фондне пуянлатас, ачасене шкул столовăйĕнче вĕри апатпа тивĕçтерес ĕçре вĕсен тÿпи пысăк.

Пирĕн шкулта юлашки çулсенче пысăк калăпăшлă капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Вăл шутра нумай ĕçе çак канашсем пулăшнипе е йĕркеленипе тунă. Ашшĕ-амăшĕсем хăйсен ачисем вĕренекен классене тирпей-илем, хăт кĕртме нумай пулăшаççĕ. Пĕлтĕр акă вĕсем тăрăшнипе икĕ класс пÿлĕмĕнче урайне линолеум сарса çĕнетнĕ, виçĕ класра юсав ĕçĕсем пурнăçланă.

Шкула ертсе пыракан канаш хăйĕн кулленхи ларăвĕсенче ачасем мĕнле апатланнине, ашшĕ-амăшĕсем апат-çимĕç туянма панă укçа-тенкĕне мĕнле тăкакланине, вĕренÿ валли кĕнекесем илме уйăрнă укçа-тенкĕпе епле усă курнине тĕрĕслесех тăрать. Учительсемпе воспитательсен ĕçне хакласа вĕсене ĕç укçипе хавхалантарас ĕçре те вĕсем шкул администрацине пысăк пулăшу параççĕ.

– Пулăшу мĕнре палăрать?

– Учительсен ĕçри ÿсĕмĕсене балсем тăрăх хакласа тивĕçлĕ йышăну кăлараççĕ. Общественность енчен вĕрентекен ĕçне хаклани вĕрентÿ пахалăхне çĕнетме пулăшать. Вĕренÿре юлса пыракансемпе çĕнĕ меслетсене алла илсе ĕçлеме хистет. Çавна пулах пирĕн коллектив, çамрăк пулсан та, юлашки çулсенче учительсен ăсталăх конкурсĕсенче малтисен шутне тухма пултарчĕ. Учительсенчен манăн шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумне Валентина Николаевăна, 8-мĕш класс ертÿçине Валентина Васильевăна, «Çулталăк учителĕ – 2013» конкурсăн район шайĕнчи çĕнтерÿçине Надежда Мясниковăна, «Чи лайăх класс ертÿçи» конкурсăн район шайĕнчи кăçалхи çĕнтерÿçине Оксана Ковалевăна, музыка учительне Радимир Семенова, биологипе хими учительне Елена Кадыковăна, технологипе рисовани учительне Алиса Морозовăна, районти тĕрлĕ конкурссенче малтисен шутĕнчи ытти вĕрентекенсене те асăнса хăварас килет.

Шкул тулашĕнчи ĕçсене туса пырас ĕçре вара Шупашкарти «Спрут-Сервис» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн ертÿçи Петр Марцинковский, Чапаев ячĕпе хисепленекен хуçалăхăн ертÿçи Игорь Захаров тата Чуманкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Белов куллен пулăшу параççĕ, спорт ăмăртăвĕсене йĕркелесе ирттерме пулăшаççĕ.

– Шкулăн ĕç-хĕлĕ уçă пулмалла тетпĕр. Çак уççăнлăха хăвăр ĕçре епле майпа кăтартатăр?

– Чи малтанах çак уççăнлăх асăннă канашсем пирĕн ĕçе активлă хутшăннинчен палăрать. Кунсăр пуçне ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсенче, ашшĕ-амăшĕсемпе учительсен пĕрлехи конференцийĕсенче эпĕ шкул ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарас тĕллевпе хатĕрленĕ доклад туса паратăп, ытти вĕрентекенсем те тухса калаçаççĕ. Хыççăнхи йышăнусене вара эпир ашшĕ-амăшĕсемпе, попечительсен тата ертсе пыракан канашсемпе йăлтах пĕрле шухăшласа малашне шкул лайăхрах аталантăр тесе тăватпăр. Уççăнлăхăн тепĕр мелĕ шкулăн сайчĕ пулса тăрать. Унти информаци, вăл шутра учительсен уйрăм сайчĕсем те, кашниншĕнех меллĕ, уçă. Пирĕн ĕç-хĕл уçă пулмалла та.

– Тавах анлă калаçушăн.

Н. НИКОЛАЕВА калаçнă. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика