Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Вăхăтра акнине нимĕн те çитмест»

30 апреля 2013 г.

 

Çапла пĕлтерчĕç «Свобода» хуçалăхри Кашмашпа Çатракасси ялĕсем хушшинчи хирте çурхи тулă акакансем. Чăннипех ку çапла. Çурхи кун çулталăк тăрантарать тесе ахальтен каламан çĕр ĕçченĕ авалах. Кăçал вара пушшех васкаварлă пулма тивет. Ака ĕçĕсем пуçăнас умĕн çумăр пулманпа пĕрех. Çĕрĕ вара типсех пырать. Апла пулсан тăпрари нÿрĕкпе усă курса юлма тăрăшмалла.

Çавна шута илсе Анатолий Чиновников хăйĕн сÿре агрегатне иртнĕ эрнерех хире илсе тухрĕ, çĕртме пуссинче нÿрĕк хупласа хăварма пуçăнчĕ. Георгий Пугачевпа Александр Смирнов вара пĕр тăхтаса тăмасăр культиваци ĕçĕсене тытăнчĕç, акма çĕр хатĕрлерĕç.

Халĕ акă Герман Алжировпа Меркурий Димитриевăн ака агрегачĕсем хирте çаврăм хыççăн çаврăм тăваççĕ, кĕрхи тухăçăн никĕсне хывса хăвараççĕ.

Любовь Григорьева, Галина Кирпичникова, Людмила Толикина, Юлия Пугачева, Галина Степанова акаçăсем пирки те ыррине кăна каламалла. Уяр çанталăкăн саманчĕпе туллин усă курас, хăйсенче ĕç ан тăтăр тесе тăрăшаççĕ вĕсем.

Ĕç калăпăшне танлаштарса пăхсан та çурхи çак кунсенче лăпкă пулма май çук. Хуçалăхĕпе çурхи ака-суха ĕçĕсене кăçал 1162 гектар лаптăк çинче туса ирттермелле, вăл шутран тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 914 гектар акса хăвармалла. Кун пек пысăк лаптăксем районĕпе пĕр хуçалăхра та çук. Кунсăр пуçне пĕр çул ÿсекен курăксене 168 гектар акма, çĕр улми 65 гектар лартма палăртаççĕ.

Куç хăрать те алă тăвать теççĕ. «Свобода» хуçалăх ĕçченĕсен палăртнă ĕçсене вăхăтра тата пахалăхлă туса ирттерме шанчăк та, кăмăл çирĕплĕхĕ те çителĕклĕ.

В. ШАПОШНИКОВ. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика