Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анаткассинче банк пункчĕ уçăлчĕ

27 апреля 2013 г.

 

Апрелĕн 23-мĕшĕнче Турай ял тăрăхĕнчи Анаткасси ялĕнче Раççей Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕнчи Муркашри хушма офисĕн касса пункчĕ уçăлчĕ. Савăнăçлă саманта асăннă уйрăмăн управляющиĕн çумĕ А. Малышев, хушма офисăн ертÿçи Ю. Иванов, район пуçлăхĕ – депутатсен районти Пухăвĕн ертÿçи И. Николаев тата ыттисем хутшăнчĕç.

– Паянхи кун пирĕн банк клиент кăмăлне туллин тивĕçтерме тăрăшать, çакна чылай ĕç-хĕл çирĕплетет. Çĕнĕ технологисем вăй илсе пынă май клиентсем банка пымасăрах нумай ыйтусене татса пама пултараççĕ, – терĕ Юрий Александрович кунта пухăннисене пĕтĕмĕшле ĕç-хĕлпе паллаштарнă май.

Ĕçлекенсен пысăк пайĕ ĕç укçине перекет банкĕ урлă илсе тăни, çавна май укçа-тенкĕпе пурнăçламалли чылай операцие вăя кĕртни асăннă офис ят-сумне çÿлерех çĕклет. Интернет-технологисене ĕçе кĕртесси туллин пурнăçланать. Çак çул-йĕр онлайн-тÿлевсене, ытти операцие çул парать. Çĕнĕлĕхсене вăя кĕртни банкăн пулăшу ĕçĕсемпе усă курассине анлăлатать, çавăн пекех клиент вăхăтне те перекетлеме май парать.

Палăртса хăвармалла, банк универсал карттăсемпе анлă ĕçлет. Халĕ унпа 100 ытла çын усă курать, çулталăк вĕçлениччен çакăн йышшисем 5 пине çитмелле. УЭК пуррисем банк хушăмĕпе кирек хăçан та туллин усă курма пултараççĕ. Асăннă проектăн пĕрлехи тÿлев сервис тытăмне Чăваш Енрен хальлĕхе перекет банкĕн уйрăмĕ кăна кĕнĕ. УЭК-ри банк хушăмĕпе банкăн хальхи картти пекех усă курма пулать. Вăл вклад уçма, кредит парăмне татма, ун çине шалăва, пенсие куçарттарма, терминал урлă налук тÿлеме тата ытти ĕçе пурнăçлама меллĕ. УЭК илнĕ çынсем унпа СНИЛС тата обязательнăй медицина страхованийĕн полисĕ пек усă курма пултараççĕ.

Раççей Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕнчи Муркашри хушма офисĕ май уявĕсем ячĕпе хавхалантару та пăхса хунă. Çапла вара вăхăта сая ямасăр тата тăкакланмасăр хушма тупăш илме пулать. Ку мел – депозит уçасси. Раççей Перекет банкĕ бизнес субъекчĕсене 7 кунран пуçласа 3 çулчченхи тĕрлĕ енлĕ депозит сĕнет. Çак ĕçе «Клиент-Сбербанк, «СбербанкБизнесОнлайн» йышши автоматизациленĕ системăпа усă курса, çавăн пекех документсене банка тăратса пурнăçламалла. Çапла вара кашни клиент хăйне валли пур енлĕ меллĕ те тупăшлă утăм суйласа илме пултарать. Мĕн пурнăçлани – йăлтах клиент ăнăçлăхĕшĕн. «Раççей Перекет банкĕ» акционерсен уçă обществипе ĕçлĕ çыхăнăва малалла тăсакансене вара пысăк процент ставкисем кĕтеççĕ. Пĕтĕм информацие сайтра (www. sberbank.ru раздел «Малому бизнесу», «Размещение денежных средств» йĕрке) тупма пулать. Çавăн пекех ку тĕлĕшпе тата ытти ыйтусемпе «Раççей Перекет банкĕ» акционерсен уçă обществин Чăваш уйрăмĕнчи Муркашри хушма офисĕ сире хапăл туса кĕтет. Çапла вара эсир каннă вăхăтра та сирĕн укçа-тенкĕ пысăк тупăш кÿрет, апла пулсан асăннă банк чăннипех те сирĕншĕн тăрăшать.

– Банк çĕнĕрен те çĕнĕ услугăсемпе хавхалантарать. Пирĕн услугăсем вара Раççей тулашне те тухрĕç, халĕ вăл Европа рынокĕнче ĕçлеме пуçларĕ. Банк умĕнче стратегиллĕ тĕллев – клиентсене тивĕçтернĕ чухне сервис пахалăхĕ çÿллĕ шайра пулмалла, – терĕ Александр Малышев малашнехи ĕç-хĕл татах та анлăрах пулассине палăртса.

Универсаллă банк тĕрлĕ категорири клиентсемпе тимлет, çавна май унăн социаллă ответлăхĕ пысăк – пулăшу ĕçĕсем шанчăклă пулччăр, вĕсемпе пурте усă курма пултарччăр. Услуга калăпăшĕ ÿснĕ май хăтлăхпа сервис шайĕ те палăрмаллах аталанать.

– Çапла вара банк пирĕн пата çывăхрах та çывăхрах пулнине аван куратпăр. Ял хуçалăх ĕçне тивĕçлĕ шайра йĕркелессинче те банк пысăк пулăшу кÿрет. Çакна йăлтах клиент кăмăлне тивĕçтерессишĕн йĕркеленĕ, – терĕ район пуçлăхĕ, депутатсен районти Пухăвĕн ертÿçи Игорь Николаев.

Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăх ăнăçлă аталанаканнисенчен пĕри. Пĕтĕмĕшле ĕç-хĕле йĕркелеме вара асăннă хуçалăха Раççей Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕнчи Муркашри хушма офисĕ пысăк пулăшу кÿрет, çăмăллăхлă кредитсемпе те тивĕçтерет.

– Банк пункчĕ уçăлни пирĕн хуçалăхшăн та, çакăнта вăй хуракансемшĕн те питĕ меллĕ пуласса эпир шансах тăратпăр, – терĕ хуçалăх агрономĕ Г. Албутова банк сĕнекен çĕнĕлĕхпе, услугăпа кăмăллă пулнине палăртса.

Çапла вара тин кăна хĕрлĕ хăю касса уçнă Анаткассинчи пункт эрнере икĕ хутчен ĕçлет. Савăнăçлă саманта хисеплĕ ватă çынсем йышлăн килнĕ, вĕсем хăйсен шухăш-кăмăлне палăртрĕç. Пĕрремĕш клиент вара К. Корнилов банк услугипе усă курчĕ, çавăн пекех ыттисем те кăмăл турĕç. Кунта пухăннисене парнесемпе хавхалантарчĕç.

Р. Илларионова. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика