Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Сеспельте» пулчĕç, кулленхи ыйтусене тишкерчĕç

27 апреля 2013 г.

 

Апрелĕн 22-мĕшĕнче «Шупашкарти «Сеспель» предприяти» акционерсен хупă обществинче ветерансен районти канашĕн, пĕтĕм Раççейри «Раççей пенсионерĕсен союзĕ» обществăлла организацин районти уйрăмĕн канашĕн тата агропромышленноç комплексĕнче ĕçленĕ ветерансен районти канашĕн пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ.

Ларăва «Сеспель» предприятие вырăна тухса ирттерни ăнсăртран мар. Районĕпе туса кăларакан промышленноç продукцийĕн калăпăшĕнче асăннă коллектив тÿпи 80 процента яхăн. Ларăва хутшăнакансем производство цехĕсенче пулса курчĕç, кунти ĕç-хĕле мĕнле йĕркелесе пынипе паллашрĕç. Сăмах май ытларахăшĕ кунта пĕрремĕш хут. Çавăнпа та вĕсемшĕн тĕнче стандарчĕн хальхи требованийĕсене тĕпе хурса хамăр çĕр-шыв регионĕсем валли кăна мар, чикĕ леш енчи çĕр-шывсем валли те продукци туса кăларакан предприятире курмалли, тĕлĕнмелли чылай пулчĕ.

1997 – 1998 çулсенче йĕркеленме тытăннă асăннă предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе кадрсене вĕрентсе хатĕрлекен пай ертÿçи Михаил Пушкин паллаштарчĕ. Предприятире дисциплина, йĕркелĕх тивĕçлĕ шайра. Кунта ÿсĕр е мухмăрлă çынна кураймăн. Автомашинăсен тĕрлĕ тĕллевпе усă курмалли пысăк тиевлĕ тимĕр пичкисене туса кăларакан предприяти пĕр сыпăкри механизм пек ĕçлет. Ĕçне кура вара ĕç укçи те. «Сеспельте» ĕçлекенсен уйăхри вăтам ĕç укçи 37 пин тенкĕпе танлашать. Çак вăхăта кунта 86 сварщик вăй хурать пулсан, вĕсен ĕç укçи 70 – 80 пин тенкĕрен кая мар.

Предприяти пĕр вырăнта тăмасть, аталану çулĕпе малаллах утăмлать. Тĕнче шайĕнчи çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртсе пыраççĕ. Халĕ кунта танк-контейнерсем туса кăларма тытăнаççĕ. Вĕсене чукун çул платформисем, тинĕс карапĕсем çине те вырнаçтарма пулать. Производство цехĕсенче сывлăша тасатмалли Япони технологине пурнăçа кĕртесшĕн. Кăçалах кантурăн çĕнĕ çуртне тума тытăнасшăн.

Кирлĕ специальноçсене вырăнтах тÿлевсĕр вĕрентсе хатĕрлессине йĕркеленĕ. Предприяти 3 сменăпа татти-сыпписĕр ĕçлет. Çынсене тĕрлĕ вырăнтан ĕçе илсе çÿреме 5 автобус уйăрса панă. Ĕçлекенсем çуллен икĕ хутчен медосмотр тăрса сывлăха тĕрĕслеттереççĕ.

Ларăвăн пленарлă пайне пенсионерсен союзĕн районти уйрăмĕн председателĕ Алексей Скворцов ертсе пычĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – йĕркелÿпе кадрсен, право енĕпе тивĕçтерессин тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Лилия Тарасова пухăннисене малтанах апрелĕн 21-мĕшĕнче паллă тунă Вырăнти хăй тытăмлăх кунĕ ячĕпе саламларĕ. Мĕншĕн тесен ветерансенчен ытларахăшĕ хăй вăхăтĕнче вырăнти влаç органĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе тÿррĕнех çыхăннă пулнă.

Çавăн пекех Лилия Юрьевна районăн кăçалхи пĕрремĕш кварталти экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Районта продукци туса кăларасси иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен ÿснĕ. Малашлăхра вара çак ÿсĕм шайне сыхласа хăварма тăрăшмалла.

Çурхи кунсем çитсе килнĕ май территорисене, урамсене, кил картисене тасатса йĕркене кĕртме тытăнма вăхăт. Никам та çак ĕçрен айккинче тăрса юлма пултараймасть. Илемлĕхĕ, тирпейлĕхĕ хамăршăнăх.

Аслă Çĕнтерÿ кунĕччен те вăхăт нумаях юлмасть. Палăксемпе обелисксене, вĕсен территорийĕсене унччен йĕркене кĕртсе çитерес пулать.

Алкогольпе кĕрешес ыйту районта çивĕч тăрать. Ветерансем те ку тĕлĕшпе хăйсен тÿпине хывма пултараççĕ. Ăнлантару ĕçне çамрăксем хушшинче анлăрах туса пыни кирлĕ.

Районти социаллă хÿтлĕх пайне халĕ Валентина Аникина ертсе пырать. Районти социаллă хÿтлĕх пайĕн кулленхи ĕçĕсемпе паллаштарнипе пĕрлех хăйĕн сăмахĕнче вăл ытти обществăлла организацисемпе, предприятисемпе тачă ĕçлесе пырасса шантарчĕ. Районта çак вăхăта 9900-е яхăн пенсионер. Ĕç ветеранĕсем 4165 çын, вĕсенчен Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсем 1032-ĕн. Патшалăх вĕсене тимлĕхсĕр хăвармасть, ветерансем социаллă пулăшу мелĕсемпе туллин усă кураççĕ.

Çынсене социаллă пулăшу паракан Муркаш районĕнчи центр директорĕ Ольга Иванова хăйсем паракан пулăшу мелĕсем çинче чарăнчĕ. Вĕсем тĕрлĕ енлĕ. Центр ĕçченĕсем ватă çынсем патĕнче килĕсенче тăтăшах пулаççĕ, вĕсен пурнăç условийĕсемпе паллашаççĕ. Тимлĕхсĕр юлнă пĕччен пурăнакан ватă çынсемпе инвалидсене интернат çурчĕсене вырнаçтарасси те вĕсен тивĕçĕ пулса тăрать.

Районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Владислав Данилов Мăн Сĕнтĕр больницин ыйтăвне хускатрĕ. Больницăна хупасси пирки сăмах çук. Унта ĕçлекен врачсен шучĕ те, ытти штатсем те чакман, никама та ĕçрен хăтарман. Асăннă больницăн юридици правине кăна централизациленĕ.

Ача çуратакансене халĕ Шупашкарти перинатальнăй центрта йышăнни ача амăшĕсем валли лайăхрах условисем туса парассипе çыхăннă. Унта ăста кадрсем те çителĕклĕ, медицина оборудованийĕ те районти шайри мар. Çавăн пекех Владислав Григорьевич район больницин çĕнĕ поликлиникин çуртне тăвассин ыйтăвĕ çивĕч тăнине палăртрĕ, диспансеризаци малашне ĕçлекенсене çеç мар, виçĕ çулта пĕр хутчен пурне те тăвассине пĕлтерчĕ.

РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн ертÿçи Алексей Константинов пухăннисене пенсисене çĕнĕрен шутласа парассин, компенсаци тÿлессин тата ытти çăмăллăх мелĕсен ыйтăвĕсемпе ăнлантарса пачĕ.

Пĕрлехи ларура çавăн пекех пухăннисене интереслентерекен ыйтусемпе агропромышленноç комплексĕнче ĕçленĕ ветерансен районти канашĕн председателĕ Валерий Вязов, ветерансем хăйсем те тухса калаçрĕç, шухăш-кăмăлне пĕлтерчĕç, ыйтусем пачĕç. Ветерансем пĕрлехи лару пуриншĕн те усăллă пулнине палăртрĕç, пĕрлехи мероприятие йĕркелеме май тупнăшăн Алексей Скворцова тав сăмахĕ каларĕç.

В. ШАПОШНИКОВ. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика