08 декабря 2012 г.
«Çамрăкла вĕренни – чул çинче, ватăлсан вĕренни – юр çинче» тенĕ пекех спортпа та çамрăкла туслашни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çакна ăнлансах районти хастар яшсем ачасемпе çамрăксен шкулĕнчи бокс секцине пĕр сиктермесĕр çÿреççĕ. Спортра ăнăçусем тăвасси тренировкăсенчен нумай килет. Бокс секцийĕнче кашни тренировка пысăк пахалăхлă иртнине вара черетлĕ çĕнтерÿсем те çирĕплетсе параççĕ.
Ноябрĕн 19–22-мĕшĕсенче Çĕмĕрле хулинче боксерсен республика ăмăртăвĕ иртнĕ. Ултă спортсменран тăракан пирĕн район команди унта ăнăçлă ăмăртнă. Кĕрешÿсенче пурте призерсен йышне кĕме пултарнă. Вĕсем: Иван Налимов (Муркаш), Алексей Кудряшов, Алексей Алексеев, Кирилл Пугачев, Александр Шандимиров (тăваттăшĕ те Юнкăри вăтам шкултан), Станислав Кожевников (Калайкасси). Раççейри тĕрлĕ регионтан 130 ытла спортсмен хутшăннă ăмăртура К. Пугачевпа А. Шандимиров 3-мĕш вырăнсем çĕнсе илнĕ, ыттисем 2-мĕш вырăнсем йышăнма пултарнă.
Ноябрĕн 29-мĕшĕнче Муркаш районĕн хастар боксерĕсем Çĕрпÿ хулине черетлĕ ăмăртăва тухса кайнă. «Виçĕ куна тăсăлнă Пĕтĕм Раççей турнирĕ афганец-салтаксен пĕрлешĕвĕн парнисене çĕнсе илессишĕн пулчĕ, – пĕлтерчĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн аслă тренерĕ Сергей Черкашин. – Хама та Афган тени питĕ çывăх пулнăран ку ăмăртăва каймасăр тăмарăмăр. 100 ытла боксер кĕрешрĕ унта», – ăмăртури лару-тăрупа кĕскен паллаштарчĕ вăл.
Ку ăмăрту та Муркашсемшĕн ÿсĕмлĕ иртнĕ. Николай Пегасов (Муркаш), Денис Грачев (Калайкасси), Алексей Корчагин (халĕ Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренет) ăмăрту çĕнтерÿçисем пулса тăнă, Станислав Кожевников (Калайкасси) 2-мĕш вырăн йышăннă.
Муркаш боксерĕсен тĕрлĕ шайри ăмăртусенче çĕнтерÿсем чылай. Кĕ-çĕннисем аслисен çитĕнĕвĕсемпе хавхаланса, вĕсенчен тĕслĕх илсе пыни вара чăннипех те пĕлтерĕшлĕ.
Н. Николаева.