08 декабря 2012 г.
Кăмăллă та тарават калаçакан асаннепе авăн уйăхĕн вĕçĕнчех тĕл пулса калаçнăччĕ. Çав кун Раиса Филиппова (сăн ÿкерчĕкре) Муркаш пасарне килти хушма хуçалăхра туса илнĕ шултра ыхрапа тата пушă вăхăтра аланă çăм çипсемпе тухнăччĕ. Сăмах çумне сăмах – асанне мана хăйсен килти хушма хуçалăхĕ, хăйĕн ĕç пурнăçĕ пирки каласа пачĕ. Чăн-чăн çĕр ĕçченĕпе тĕл пултăм эпĕ çавăн чух.
– Çулсем пуррине пăхмасăрах паян эпĕ ĕçлемесĕр ларма пултараймастăп. Мăшăрăмпа ывăлпа икĕ хĕр çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăлартăмăр та паян вĕсен ĕç ăнăçăвĕсене курса савăнса пурăнатăп. Виссарион пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ пулсан та ачасем хавхалантарнипе пурнăçпа тан пыма тăрăшатăп. 40 çула яхăн Орининти сысна ферминче амасем патĕнче вăй хутăм, çапах паян та выльăх-чĕрлĕхрен уйрăммăн пурăнаймастăп. Володя ывăлăмпа Рита кинĕм пулăшнипе хамăрăн килти хушма хуçалăхра икĕ ĕне, икĕ вăкăр, кăвакалсемпе чăх-чĕп, бройлерсем тытатпăр. Пахчара çырли те, улмуççийĕпе пахча çимĕçĕ те ытлă-çитлех. Çак тупра вăл ĕçлемесĕр пулмасть. Ывăлăмпа кинĕме май çитнĕ чухлĕ тĕкĕ пама тăрăшатăп та ĕçрен пушансан кĕнчеле умне ларатăп. Хам арланă çăм çипрен алса-чăлха çыхатăп, киле валли ытлашши пулакан продукципе çăм çипе сутма илсе тухатăп. Тăрăшса ĕçлесен кашниех тупăш парать, – тенкел çине вырнаçнă май калаçать Раиса Гавриловна.
Ял çыннин, çĕр ĕçченĕн канăвĕ вăл – хăйне евĕр вăрттăнлăх. Хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче хресчен кану пирки шутламасть те. Мĕн акни-лартнине пуçтарса кĕртсен малашлăх пирки пуç ватнă чух алла алă ĕç тытсан иртет унăн канăвĕ. Ку вăл ялта пурăнакан кашни çыншăнах паллă. Манăн çĕнĕ пĕлĕшĕм те хăйĕн сăмахĕнче çакна çирĕплетрĕ.
Филипповсем паян килти хушма хуçалăх çĕрне пĕр гектара çитернĕ. Хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе ытларах тупăш тума пĕр тÿпе пай çĕрĕ те илнĕ.
– Чăн-чăн çĕр ĕçченĕ пĕр ĕçпе çеç çырлахмасть, – тăсатăп калаçăва малалла.
– Эпир, ял ачисем, çĕр ĕçĕнче атте-аннепе пĕрле вăй илсе ÿснĕскерсем. Пылчăкра çăрăласси те, тислĕкпе ĕçлесси те пирĕншĕн ют мар. Çĕре юратса ĕçлекене вăл та юратупа-ăнăçупа тавăрать. Пушă вăхăтра çăм арлассине тата алса-чăлха çыхассине вара хамăн юрату теес килет. Унсăр пурăнаймастăп та пулĕ эпĕ, – иртен-каяна тавар сĕнсе калаçать асанне.
Çакнашкал ĕçченсем паянхи çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулнинчен савăнса уйрăлтăм эпĕ Оринин ял тăрăхĕнчи Чамăш ялĕнче пурăнакан ал ĕç ăстинчен.
Анатолий БЕЛОВ.