Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раштав уйăхĕ – Çĕнĕ çул кÿрши

08 декабря 2012 г.

Раштав уйăхĕ Çĕнĕ çула алă парать. Çак уйăхра хĕвел пăхать, анчах ăшăтаймасть. Статистика çирĕплетнĕ тăрăх раштав уйăхĕнчи уяр кунсем – сайра пулăмсем. Раштав уйăхĕ çулталăка вĕçленĕ май сад-пахчари ĕçсем те пĕтĕмлетÿ ыйтаççĕ. Çулталăк вĕçленнĕ хушăрах килти хушма хуçалăх тытаканăн сад-пахчара кая юлмасăр пурнăçламалли ĕçĕсем те пĕтмен-ха.

Çĕр ĕçченĕ ĕлĕкрех раштав уйăхне пăхса çĕнĕ çулхи çанталăк пирки сăнавсем тунă. Паянхи пурнăçра вара вĕсем тÿр килмеççĕ. Апла пулин те хăш-пĕр сăнавсем пирки аса илни те ытлашши пулас çук. Раштав уйăхĕ типĕ килсен çуркуннепе çулла типĕ пулаççĕ тенĕ. Ку сăнава паянхи кунпа пăхсан çитес çу кунĕсем йĕпе-сапаллă пулмалла. Çак уйăхра сивĕ тата юрлă, паслă тата çиллĕ пулсан çитес çул хресчене тухăçпа савăнтарĕ. Апла-и, капла-и, анчах сад-пахча ĕçĕпе тимлекене уйăх календарĕпе паллаштарни те ытлашши пулмĕ.

Хĕл тапхăрĕн пĕрре-мĕш кунĕсем пÿлĕмри ÿсен-тăрана шăварма тата апатлантарма юрăхсăр вăхăт шутланаççĕ. Пахчаçăсемшĕн çак кунсем акма-лартма вăрлăх хатĕрленĕ май тата унччен акнă-лартнă ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли препаратсене, удобренисене, ÿсме пулăшакан стимуляторсене туянма меллĕ. Çад-пахчара хуçалăх ĕçĕсене пурнăçлани ытлашши пулас çукки пирки те манмалла мар.

Уйăхăн малтанхи кунĕсенче пÿлĕмри ÿсен-тăрана касман пулсан эсир тĕрĕс тунă. Кунпа пĕрлех çак кунсенче вăрлăх акни юрăхлă. Пÿлĕмри ÿсен-тăрана шăварни те, апатлантарни те ытлашши пулмасть.

Хĕл ытларах та ытларах вăй илсе пынă май килти хушма хуçалăхсенчи пахчасенче кил хуçисен юр тытассипе ĕçе кÿлĕнмелле. Çырла тĕмĕсене юрпа купаламалла.

Иртнĕ кунсенче эсир хăвăр пурăнакан пÿлĕмре симĕсле çиме сухан, ыхра, кресс-салат тата çулçăллă горчица акнă-лартнă пулсан сирĕн ĕç сад-пахчаçăн уйăх календарĕпе килĕшсе тăнине палăртас килет.

Раштав уйăхĕн 7 – 10-мĕшĕсем. Пÿлĕмри чечексемпе симĕсле çиме лартнă ÿсен-тăрана шăварма тата апатлантарма меллĕ. Вăрлăх, ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли хатĕрсем, стимуляторсемпе удобренисем, калчасем акма-лартма пахча тăпри, садра ĕçлемелли инвентарь туянмалла. Симĕсле çиме петрушка акма юрать.

Раштав уйăхĕн 10 – 12-мĕшĕсем. Уйăх календарĕпе килĕшÿллĕн пÿлĕмре ÿсекен чечексене, симĕсле çиме лартнă ÿсен-тăрана шăварни тата апатлантарни, куршаксенчи тăпрана кăпкалатни вырăнлă. Пÿлĕмри ÿсен-тăрана сăтăрçăсенчен хÿтĕлемелле. Купăста тăварлама тата компотсемпе соксем янтăлама чи меллĕ вăхăт.

Раштав уйăхĕн 12-мĕшĕ. Пахча çимĕçе шăнтса хуни лайăх. Ÿсен-тăранпа нимĕнле ĕç те пурнăçлама юрамасть. Вăрлăх, ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли хатĕрсем, стимуляторсемпе удобренисем, акма-лартма пахча тăпри, садра ĕçлемелли инвентарь туянмалла.

Раштав уйăхĕн 12 – 14-мĕшĕсем. Çак кунсенче пахча-çимĕçпе, ÿсен-тăранпа нимĕнле ĕç те ан тăвăр.

Раштав уйăхĕн 14 – 16-мĕшĕсем. Пÿлĕмре суханпа ыхра, кресс-салатпа çулçăллă горчица акассипе-лартассипе тимлемелле. Пахчари çырла тĕмĕсене юрпа купаламалла. Юр пур пулсан ăна улмуççисем тавра таптаса пусăрăнтармалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика