08 декабря 2012 г.
Пÿрт-çуртсене хутса ăшăтмалли тата электричествăпа ытларах усă курмалли тапхăр пуçланнăран кăмакасемпе электричество кабелĕсен юсавлăхĕ малти вырăна тухса тăрать. Çавăнпа пĕрлех çут çанталăк газĕпе усă курнă чух асăрхануллă пулмалли пирки те манмалла мар. Кун пек тĕслĕхпе çĕр-шывра инкексем пулнине радиопа, телевиденипе тăтăшах каласа-кăтартса тăраççĕ. Хаçат-журналсенче те асăрхаттарусем чылай. Иртнĕ уйăхра вара кунашкал инкек хамăр районта та пулса иртрĕ.
Çатракасси ял тăрăхĕнчи Очăкасси ялĕнче пĕччен пурăнакан арçын газ плити çине апат пĕçерме лартса кил хушшинелле тухнă. Йăпăрт тесе тухнăскер вак-тĕвек ĕçсене пула газ плити çине апат пĕçерме лартни пирки маннă. Пÿрте кĕрсен те вăл çут çанталăк газĕн шăршине тÿрех туйман: кастрюльтен вĕресе каçса кайнă яшка газ çулăмне сÿнтернĕ. Пÿрте кĕрекен арçын пирус туртас тесе алăк патĕнчех шăрпăк тивертет те çулăм хăвачĕ ăна самантрах алăкран урама кăларса ывăтать. Пурăнмалли çурта вара кăвак çулăм хыпса илет. Инкек пирки пушар хуралне хыпарласа эпир вырăна çитнĕ çĕре пÿрте кăшкарĕпех çулăм ярса илнĕччĕ.
«Хĕрлĕ автана» ытти хуралтăсем çине сарăлма памарăмăр пулин те пурăнмалли çурта çăлма май килмерĕ. Çак инкек районта пурăнакан, килти хушма хуçалăхра çут çанталăк газĕпе усă куракан кашни çыннах тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тума ыйтать.
Йăпăртлăха пулсан та, пÿртсене хутса ăшăтма харпăр хăй тĕллĕн хатĕрленĕ тимĕр кăмакасене вырнаçтарма, хутнă кăмакасем патĕнче вутă-шанкăпа кĕпе-йĕм типĕтме, кăмаксене хутма тата газ чĕртме ача-пăчана явăçтарма, çунакан кăмакана никам пăхмасăр пăрахса хăварма юрамасть.
Районти лару-тăру. Пушар тухаслăхпа хумхантаракан ыйту районта çав-çавах çивĕч тăрать. Раштав уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне Муркаш енре 40 пушар пулчĕ. Вĕсенче 5 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ, 2 çын пиçсе кайрĕ, нумай кил-çуртпа пурлăх кĕлленчĕ. Пушарсен тĕп сăлтавĕсем: уçă çулăмпа усă курнă чух асăрханусăр пулни, эпектрооборудованисене эксплуатацилес правилăсене пăсни, юсавсăр кăмакасем тата вĕсемпе усă курнă чух пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни, çут çанталăк газĕпе асăрханусăр пулни.
А. ИЗОНОВ,
патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ.