08 декабря 2012 г.
Чăваш Республикинчи «Роспотребнадзор» управленийĕн территори уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх районта хальлĕхе грипп чирне регистрацилени пулман-ха. Районта пурăнакансенчен 23 процентне грипран прививка тунă. Анчах та респираторлă вируслă инфекци чирĕпе чирлекенсен хисепĕ ÿссе пыни курăнать. Акă ноябрĕн 12–17-мĕшĕсенче пурĕ 39 тĕслĕх регистрациленĕ, 19–24-мĕшĕсенче – 52 тĕслĕх, ноябрĕн 26–30-мĕшĕсенче вара – 65.
Респираторлă вируслă инфекци чирĕпе чирлессинчен ытти чирсем пекех асăрханмалла. Апла ăшăрах тăхăнни кăна мар, организм иммунитечĕ вăйлă пулни те чирлессинчен хăтарма пултарать. Çавăнпа та "аскорбинка" тата ытти поливитаминсене йышăнни пулăшать. С витамин вара йÿçĕтнĕ купăста сĕткенĕнче, лимонра, кивире, мандаринра, апельсинпа грейпфрутра нумай пулнине ан манăр.
Грипран, ытти вируслă инфекци ерессинчен сыхланма вара халăх медицини акă мĕн сĕнет.
Шăннине сиссенех 100 г пыла (çăка пылĕ пулсан аванрах) 1 лимон сĕткенĕпе хутăштарăр, çакăнта 800 г вĕретнĕ шыв хушăр. Çак шĕвеке пĕр кун хушшинче ĕçсе ямалла.
Фарфор чейнике 3 апат кашăкĕ чухлĕ çăка чечекĕ ямалла, 1 стакан вĕрекен шыв хушса 8–10 минут тытмалла. Пĕр е çур стакан чей ăшне кăмăла кайнă чухлĕ пыл хушса кунне 3–4 хут ĕçмелле. Çакăн пекех хăмла çырлин çулçисемпе те усă курма юрать.
Тата тепĕр меслет: 1 стакан ăшă сĕт ăшне 1 апат кашăкĕ чухлĕ пыл ярса пăтратмалла. Сĕте вскамасăр ĕçсе ямалла (кунне 2–3 стакан).
Н. ДИМИТРИЕВА.