Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ведомствăсем хушшинчи электронлă хутшăну

08 декабря 2012 г.

Чăваш Ен Информполитика министерстви патшалăх тата муниципаллă услугăсемпе тивĕçтернĕ çĕрте кирлĕ универсаллă 16 процесс ĕç-хĕлне тĕрĕслесе çирĕплетет. Палăртса хăвармалла, пирĕн республикăра ĕç тăвакан пур влаç органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене те ведомствăсем хушшинчи электронлă хутшăну системин регион сегменчĕпе çыхăнтарнă. Халĕ республикăра унпа усă курса социаллă пĕлтерĕшлĕ 14 услугăпа (патшалăх услугисем 7 тата муниципаллă услугăсем 7) тивĕçтерме тытăннă ĕнтĕ. Çулталăк вĕçлениччен çак системăна татах 82 услуга хушăнмалла.

Хальхи вăхăтра ведомствăсем хушшинчи электронлă хутшăну системипе патшалăхăн çак услугисемпе тивĕçтереççĕ.

ЧР Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви:

– икĕ е ытларах муниципаллă йĕркелÿсен (муниципаллă районсен, хула округĕсен) территорийĕнче вырнаçнă капиталлă строительство объекчĕсене тума, çавăн пекех реконструкци тума ирĕк парасси;

– икĕ е ытларах муниципаллă йĕркелÿсен (муниципаллă районсен, хула округĕсен) территорийĕнче вырнаçнă объектсене туса е реконструкцилесе пĕтернĕ хыççăн хута яма ирĕк парасси.

ЧР Сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерстви:

– ачашăн уйăхсерен паракан пособие пама тытăнасси тата тÿлесси;

– пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă услугăсемшĕн субсидисемпе тивĕçтересси;

– пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ граждансене пурлăх тĕлĕ-шĕнчен пĕр хут парса пулăшмалли услугăпа тивĕçтересси.

ЧР Чĕр чунсен тĕнчин объекчĕсене тата вĕсем пурăнакан тавралăха сыхлас, тĕрĕслесе тăрас тата йĕркелес енĕпе ĕçлекен патшалăх служби:

– федераллă пĕрлехи йышши сунарçă билечĕсене парасси.

ЧР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министерстви:

– таксин çăмăл автомашинисене пассажирсем тата багаж турттарса çÿреме ирĕк парасси.

Шупашкар хула администрацийĕ:

– строительствăпа çыхăнман тĕллевпе çĕр участокĕсем уйăрса парасси;

– хваттерсене (пурăнмалли çурт-йĕре) çĕнĕлле планлама е йĕркелеме ирĕк парасси;

– граждансене пурăнмалли çурт-йĕр кирлисен тата пурăнмалли çурт-йĕр тума (туянма) патшалăх пулăшăвне тивĕçлисен учетне тăратасси;

– реклама конструкцийĕсем вырнаçтарма ирĕк парасси.

Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕ:

– çĕр участокĕсен хула строительствин планĕсене хатĕрлесси тата парасси.

Улатăр район администрацийĕ:

– пурăнмалли шутланакан пÿлĕме пурăнмалла маррисен тата пурăнмалли мар шутланакан пÿлĕме пурăнмаллисен шутне куçарасси.

Шăмăршă район администрацийĕ:

– ача усрава илес текен кандидатсене учета тăратасси.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика