08 декабря 2012 г.
Тăван çĕр-шыва хÿтĕлесе тĕрлĕ вăрçăра пин-пин салтак пурнăçĕ пĕр шелсĕр те вăхăтсăр татăлнă. Чылайăшĕ пурнăçăн анлă сукмакĕпе утма кăна пуçланă, апла пулин те хăйсен кун-çулĕ пирки манса çĕр-шыв тивлечĕшĕн, ыттисен малашлăхĕшĕн вăрçă хирне кĕнĕ. Пурнăçшăн, çутă малашлăхшăн кун-çулĕсене панисем умĕнче пуçсене ячĕшĕн кăна таяс марччĕ пирĕн. Палăк умĕнче, асăну кунĕнче каланă сăмахсене ĕçпе çирĕплетни вара вĕсен паттăр ĕçĕсене яланах асра тытни пулĕччĕ.
Ыран Тăван çĕр-шыв паттăрĕсен кунĕ пулнă май «Киров» крейсер тата «Марат» линкор çинче пулнă, тинĕс флотĕнче çар тивĕçĕсене пурнăçланă чухне паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă, Нискассинче çуралса ÿснĕ Варсонофий Никитин кун-çулĕнчи самантсене сăнласшăн. Тăван çĕр-шыва тăшманран хăтарассишĕн хăй пурнăçне, сывлăхне шеллемесĕр çапăçнă салтак Новороссийск тата ытти чылай ялпа хулана хÿтĕлесе çапăçусене хутшăннă. Вăрçă хирĕнче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Варсонофий Никитича «Хĕрлĕ Çăлтăр» орден, «Кавказа хÿтĕленĕшĕн», «Германие çĕнтернĕшĕн» медальсем парса чысланă. Вăл пурнăçран уйрăлнăранпа вара çак кунсенче вăтăр çул пулать.
...Шкулта чухнех пĕчĕк Варсонофий вăр-варлăхĕпе, ăс-тăн çивĕчлĕхĕпе ыттисенчен уйрăларах тăнă, шут ĕçне вара ытларах та кăмăлланă. Учитель панă хăнăхтарăва ачасем пурнăçлама ĕлкĕриччен алă çĕклесе маларах хуравланă. Пĕтĕмĕшле илсен – пур енĕпе те пуçаруллă тата анлă тавра курăмлă яш.
Çапла вара çирĕм çул урлă каçнă активлă комсомолеца счетовод ĕçне шанаççĕ, тепĕр икĕ çултан пултарулăхне кура ял совечĕн председателĕ пулма çирĕплетеççĕ. Вăл ертÿçĕ тивĕçне кăна мар, ытти ĕçе те пурнăçланă, манăн е санăн тесе уйăрса тăман. 1935 çулхи февраль уйăхĕнче çар ретне тăма хатĕр каччăна салтака илсе каяççĕ.
– Эпĕ арçын, апла пулсан Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме тивĕç, ку ĕçрен аякра юлмăп, маншăн ан кулянăр, – пулнă унăн тăван килтен тухса кайнă чухнехи сыв пуллашу сăмахĕ.
Çапла вара Варсонофий ют тăрăхра хĕсметре пилĕк çул ирттерет. Декабрь уйăхĕнче тăван яла таврăнать те строительсен бригадин ертÿçинче вăй хума пуçлать. Йăлтах йĕркеллĕ, мĕн ĕмĕтленни пурнăçланать, ĕçре ăна хисеплеççĕ, унăн шухăш-кăмăлне тĕпе хураççĕ.
1941-мĕш çул. Вăрçă пуçлансан вара пĕтĕм ĕç-хĕл тĕпрен улшăнать. Паллах, çар ретĕнче пулнă салтак Тăван çĕр-шыва хÿтĕлессинчен аякра тăма пултарайман. Çавăнпа та пĕрремĕш чĕнÿпе вăл çĕр-шыва хÿтĕлеме тухса каять.
– Сывă юл тăван ял-йыш, пирĕн çинчен ан манăр. Эпир çĕнтерÿпе таврăнăпăр, эсир хытă кĕтĕр, – тенĕ вăл шурă тутăрпа сулланă май.
Маларах çар ĕçĕнче пысăк ăсталăх пухнă Варсонофий Никитича Хура тинĕс флочĕн дивизийĕнче командир çумĕ пулма шанаççĕ. Вăл пуçарнипе салтаксен ушкăнĕ тăтăш хĕрÿ çапăçусене хутшăнать, çитĕнÿсем тăвать.
1942 çулхи июль вĕçĕ. Кавказа хÿтĕлес тапхăр пуçланать, уйрăмах Новороссийск хули патĕнчи çапăçу питĕ хĕрÿ иртет. Кунта Хура тинĕс тата Азов çар флотилийĕн партизанĕсемпе подпольщикĕсем хăюлăхпа паттăрлăх кăтартаççĕ. Тăшман уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăнсене çавăрса илессишĕн хытă кĕрешет.
Пĕр çапăçу вара çапларах иртет. Батарея командирĕн çумĕ Варсонофий Никитич ертсе пыракан крейсера Новороссийск хули патнелле çывхарнă чухне тÿперен тăшман самолечĕсем асăрхаççĕ. Ăна тĕп тăвас тесе çÿлтен вĕçсĕр-хĕрсĕр вут-çулăм тăкаççĕ. Ăнсăртран сиенленнĕ карап путма пуçлать, чылай салтак суранланать, вилекенсем те йышлăн пулнă.
– Пирĕн аттене вара пĕри путасран çăлăнмалли çаврăм ывăтса парать. Анчах та тепĕр самантран тăшман пульли лекнипе вăл тăварлă тинĕсе ÿкет. Икĕ талăк унта выртнипе алли-урине вара йăлтах тăварлă шыв çисе шăтарать. Баку хулинчи госпитальте кăна тăна кĕрет атте. Йывăр сурансене пĕр çулталăк сиплеме тивет, – аса илет ашшĕн калаçăвне аслă хĕрĕ Раиса Варсонофьевна.
Вăрçăн хĕрÿ тапхăрĕ малалла пырать. Госпитальте сывалнă хыççăн Варсонофий Никитич хăйне каллех фронта яма ыйтать. Çапла вара чăваш салтакне Хура тинĕс флотĕнчи пĕр уйрăмăн стрелковăй взвочĕн командирĕ пулма çирĕплетеççĕ.
1943 çулхи сентябрь уйăхĕн 16-мĕшĕ. Салтаксен пĕр тĕллев – Новороссийск хулине тăшманран тĕпрен тасатмалла. Çапла вара пĕрлехи паттăрлăхпа тинех хулана нимĕç салтакĕсенчен хăтараççĕ, ун варринче вырнаçнă цемент туса кăларакан завод çывăхĕнче вĕсене тĕппипе аркатаççĕ. Нимĕç салтакĕсем хăйсем палăртнă пек Новороссийскри тинĕс порчĕпе усă кураймаççĕ. Унтан тăшманăн пĕр карапĕ те иртеймест. 30 тăваткал километрти çапăçу 225 куна тăсăлнă. Кăшт каярах çавăн пекех Одесса, Севастополь, Керчь тата ытти хуласене ирĕке кăлараççĕ.
...Вăрçă вĕçленнĕ пулин те Варсонофий Никитич тÿрех тăван тăрăха таврăнмасть. Ăна çамрăк моряксемпе командирсене çар ĕçне вĕрентсе хатĕрлеме çирĕплетеççĕ. Çапла вара вăл 1947 çулхи август уйăхĕчченех хăй пурнăçне çак ĕçпе çыхăнтарать, ун чухне вăл Дунай флотилийĕнчи пĕр уйрăмăн командирĕ пулнă.
Тинех тăван ял, кунта та вăл питĕ кĕтнĕ çын. Çар ĕçĕнчен уйрăлса килсенех ăна колхоз ертÿçи пулма шанаççĕ.
– Çав çулсенче Нискасси ялĕнче чылай çĕнĕ объект хута кайрĕ. Сакăр çул вĕренмелли шкул, ĕне, сысна, чăх-чĕп фермисем çĕкленчĕç. Çĕнĕ çуртсем пĕрин хыççăн тепри çĕкленнинче аттен тÿпи те пысăк тесе шутлатăп. Вăл нимĕнле ĕçрен те хăрамастчĕ тата хăйне ыттисемпе танах тытатчĕ, вĕсемпе пĕрле пĕрене йăтатчĕ, пăта çапатчĕ, – аса илĕве малалла тăсать Раиса Варсонофьевна.
Унăн ăсталăхĕпе пултарулăхне часах çÿллĕ шайри ĕçченсем те асăрхаççĕ. Кăшт каярах ăна Шупашкар хулинчи ертÿçĕсен кадрĕсене хатĕрлекен шкула ĕçлеме чĕнеççĕ, кунта вăл ăста специалистсем вĕрентсе кăларать.
Çапла вара майĕпен ялти пурнăç йĕркеленме пуçлать. Ăста ертÿçĕ тăрăшнипе уйрăм çынсен çурчĕсене ниме шучĕпе хăпартаççĕ. Варсонофий Никитич кирек хăçан та ахаль çынсемпе пĕрле канашланă, вĕсен сĕнĕвĕсене шута илнĕ. Çавăнпа та ăна пурте хисепленĕ. Ял пурнăçĕшĕн вăл ырми-канми тăрăшнă. Унăн çывăх юлташĕ тата канашçи «Знамя труда» колхоз ертÿçи Е. Андреев пулнă.
1948 çулта Нискассинче Никитинсен çемйи чăмăртанать. Çамрăксем ĕмĕр вĕçне тухиччен пĕрле килĕштерсе пурăнма тĕв тăваççĕ, тăватă хĕрпе пĕр ывăл пурнăç çулĕ çине тăратаççĕ. Вĕсем хушшинче вĕрентекен, сутуçă, флорист тата ытти ĕçсемпе ырă ята тивĕçнисем пур. Варсонофий Никитич мăшăрĕ Нина Максимовна малтан фермăра, кайран чылай хушă бригадирта тăрăшать. Çĕвĕ ĕçĕ те унăн питĕ çыпăçуллă пулнă. Çавăнпа та ачисене яланах илемлĕ çи-пуçпа çÿретнĕ. Унсăр пуçне тата маттур хĕрарăм юрă-кĕвĕ ăсти пулнă, алла хут купăс тытса ыттисене те савăнтарнă.
– Эпир аттене яланах вĕрентекен пек курнă. Кирек епле ĕç пурнăçланă чухне те вăл пирĕнтен яланах йĕркелĕхпе çирĕплĕх ыйтнă. Çавăн пекех вăл питĕ тирпейлĕ çынччĕ. Пире вара хăй уйрăмах юратнă çимĕçне пĕçерсе çитеретчĕ. Атте пирĕнтен уйрăлса кайнăранпа вăтăр çул çитрĕ ĕнтĕ. Эпир ăна нихăçан та асран кăларас çук, – калаçăвне вĕçлерĕ Раиса Варсонофьевна.
Р. Илларионова.