Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр-шыв сыхлавĕнче тăнипе телейлĕ

08 декабря 2012 г.

Çакăн пек пĕтĕмлетÿ патне илсе çитерчĕç хамăрăн калаçăва Муркаш ентешĕсем. Владимир Вячеславович Лукинпа Виталий Владимирович Пагеев – Раççей Федерацийĕн Сывлăш-çар вăйĕнче службăра тăнă тата паян та çар ĕçĕнчен катара мар вертолетчиксем.

Çар ĕçченĕсемпе тата ветеранĕсемпе эпĕ Ильинкăри вăтам шкул 150 çул тултарнине халалласа ирттернĕ савăнăçлă каçра тĕл пултăм. Владимир Вячеславовичпа Виталий Владимирович – тантăшсем. Вĕсем Ильинкăри вăтам шкула 1973 çулта ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ. Шкул çулĕсенче Виталий «А» класра, Володя «Б» класра пĕлÿ пухнă. Нискасси ял тăрăхĕнчи Елшикра çуралнă хыççăн Ильинка ял тăрăхĕнчи Вăрманкассинче ÿснĕ Володя та, Ильинка ял тăрăхĕнчи Хунтăкассинче çуралса çитĕннĕ Виталий те шкултах çирĕп те дисциплинăллă ачасем пулнипе палăрнă. Кунпа пĕрлех вĕсем лайăх вĕреннипе те вĕрентекенсен асĕнче юлнă.

Тăрăшуллă каччăсем вăтам шкул хыççăн (1973 çулхине) пĕрле пулса Саратоври çар летчикĕсем хатĕрлекен авиаци училищине вĕренме кĕнĕ. Юлташсем кунта та хăйсене ырă енчен çеç кăтартнă. Çапла вара училище хыççăн та вĕсем Мускав çар округĕнче пĕрле службăра тăнă. Кăшт вăхăтран çамрăк офицерсене çар служби çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене уйăрса ярать. 28 çул (2004 çулччен) вертолетчик-тантăшсем пĕр-пĕрне кураймаççĕ. Çак хушăра Владимир Вячеславович Чехословакире, Инçет Хĕвел тухăçĕнче, Афганистан Республикинче, Польшăра, Çурçĕр Кавказри çар округĕнче службăра тăрать. Приказсене яваплăха туйса пурнăçланăран пирĕн ентеш орденсемпе медальсене сахал мар тивĕçет. Летчик стажне 34 çула çитерсе 1993 çулта Владимир Вячеславович тивĕçлĕ канăва тухать.

– Тăван çĕр-шыва юрăхлă пулнишĕн паян эпĕ савăнатăп. Çак ĕçре хамăра вĕрентнĕ учительсен тÿпи те пысăк пулни иккĕлентермест. Çавăнпа шкулăн юбилей каçне килмесĕр те чăтаймарăм. Килмен пулсан тĕрĕс мар пулатчĕ, – терĕ çар çынни пек кĕскен те уççăн капитан юлташ.

Унăн тантăшне Виталий Владимировича та çĕр-шыва хÿтĕлес çулсем Тăван çĕр-шывăн тата тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕсене илсе çитерет. Икĕ хутчен Афганистан Республикинче, икĕ хутчен Чечен Республикинчи хирĕç тăрура пулсан та, Сирире, Иранта, Германири Демократиллĕ Республикăра службăра тăнă çулсенче те çĕр-шыв интересĕсене чыслăн хÿтĕлет вăл. Командирсен пĕр приказне те вăхăтра пурнăçламанни пулманнине нумай орден медальсем çирĕплетеççĕ. Çаксене шута илсех пысăк опытлă çар вертолетчикне Никарагуана аслă çар советникĕ пулса ĕçлеме яраççĕ.

Çĕр-шыв сыхлавĕнчи хăйĕн пурнăçĕпе паллаштарнă май вертолетчик пăлханчĕ, куççульне те пĕрре мар шăла-шăла илчĕ. Афганистан Республикинче службăра тăма тивнĕ май пирĕн ентеш 818 хутчен çар вĕçевне тухнă. Командирсен приказне пурнăçласа çав вĕçевсенче вăл пирĕн миçе салтакăнне пурнăçне сыхласа хăварнине кам шутланă-ши; Хамăр салтаксене Чечен Республикинче хÿтĕлесе 519 хутчен сывлăша çĕкленни те кашнинчех шурă çÿç хушнă. «Çаксене тата тăван килтен инçетри ытти çар операцийĕсене хутшăннине аса илетĕп те паян куççуль тухать», – терĕ тĕрлĕ çулсенче штурман-летчик, вертолет командирĕ, аслă летчик, звено командирĕ, эскадрилья командирĕн заместителĕ, эскадрилья командирĕ, вĕçев тата çар хатĕрленĕвĕн аслă çар советникĕ пулнă ентеш.

Тăван çĕр-шыври тата тĕнчери тĕрлĕ кĕтессенче пулсан та, темиçе хутчен вилĕме куçран пăхсан та Виталий Владимирович тăван яла, хăйне пурнăç çулĕ çине кăларнă ашшĕ-амăшĕпе Ильинка шкулне, кунта вĕрентекенсене манман. Çавăнпа вулама-çырма вĕрентнĕ тăван шкул 150 çул тултарнинчен те катара юлаймарĕ вăл. Уяври хăйĕн сăмахĕнче те виçĕ орденпа 18 медале тивĕçнĕ Виталий Владимирович шкулта вĕренекенсене лайăхрах вĕренме, спортпа туслă пулма, ашшĕ-амăшпе вĕрентекенсене ялан пулăшма чĕнсе каларĕ. Унăн кашни сăмахĕ чĕтренсе тухни уява килнĕ вертолетчик пурнăçра хурри-шуррине самай курнине ĕнентерчĕ.

– Тăван çĕр-шыв пире шанни, чи кăткăс вырăнсене çар операцийĕсене яни эпир шкулта чухне те, çар училищинче те, хыççăнхи служба вырăнĕсенче те вăхăта усăсăр ирттерменни пирки калать. Çар службинчен кайнă хыççăн паян эпĕ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Тверь хулинчи пĕр чаçĕнче К-32 вертолетăн командирĕнче службăра тăни эпир хамăр вăйсене çухатманнине, çĕр-шыв пире çав-çавах шаннине çирĕплетет, – терĕ подполковник юлташ шкула килекен кашни çынра хăй паллаканнине шыраса.

Тăван çĕр-шыв паттăрĕсен кунĕ ячĕпе хамăрăн черетлĕ мухтавлă ентешсем пирки халăхăмăра каласа пани эпир вĕсемпе мăнаçланни çинчен пĕлтерни пултăр. Çĕр-шыв хÿтĕлевĕнче, унăн экономика аталанăвĕнче палăрнă кашни ентеш валлиех район хаçачĕн страницисенче малашне те вырăн пулĕ.

Анатолий БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика