Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçаруллисене – пулăшу

08 декабря 2012 г.

Районти ĕçпе тивĕçтерекен центртан пĕлтернĕ тăрăх декабрĕн 6-мĕшĕ тĕлне районти предприятисемпе организацисенче пурĕ 176 ваканси пур.

Çулталăк пуçланнăранпа ĕç тупас ыйтупа центра 1206 çын пулăшу ыйтса пынă. Вĕсенчен ытларахăшĕ – 14–18 çулхи çамрăксем тата хĕрарăмсем. Пурĕ вара 1087 çынна ĕçпе тивĕçтерме май тупнă.

Кăçал ĕçсĕр виçĕ çынна, вĕсенчен пĕри инвалид, хăйсен ĕçне пуçарса яма 58800 тенкĕпе танлашакан субсидисем уйăрса панă. Тата тепĕр икĕ çын ĕç ушкăнĕ умĕнче хăйсен бизнес-проекчĕсене хÿтĕленĕ. Çапла вара çитес вăхăтрах вĕсене те хăйсен ĕçне пуçлама ĕçпе тивĕçтерекен центр 117,6 пин тенкĕ уйăрма пăхнă.

Н. ДИМИТРИЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика