08 декабря 2012 г.
Иртнĕ кунсенче Мускав, Санкт-Петербург таврашĕнче тата ытти хăш-пĕр вырăнсенче çил-тăман епле алхасни, çулсем çинчи пăтăрмахсем пирки пĕлетпĕр ĕнтĕ. Пире те айккинче пăрахса хăвармасть пулас ку çанталăк. Декабрь уйăхĕн пуçламăшĕнче ялсенче тăтăшах электричество сÿннĕ тĕслĕхсем пулкаларĕç.
Муркаш районĕн пĕрлехи диспетчер службипе çыхăнса çавна палăртма май килчĕ. Чăнах та кун пек тĕслĕхсем пулнă. Акă декабрĕн 1-мĕшĕнче 15 сехет те 2 минутран тытăнса 16 сехет те 15 минутчен Лантăш, Оринин, Çеменкасси, Муркаш ялĕсенче, çав кунах 17 сехет те 15 минутран тытăнса 22 сехет те 5 минутчен Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи Кÿстерек, Шурча, Шуркасси ялĕсенче электричество пулман.
Декабрĕн 4-мĕшĕнче кун пек пăтăрмах каллех пулнă. Вăйлă çиле тата электролини çине юр сырăннине пула вăл татăлнипе 19 сехет те 10 минутра харăсах Муркаш, Оринин, Ярапайкасси тата Çатракасси ял тăрăхĕсен территорийĕсенчи ялсенче çутă сÿннĕ. Муркашпа Çатракасси ял тăрăхĕсенче 21 сехет те 45 минут тĕлне, Орининпа Ярапайкасси ял тăрăхĕсен территорийĕсенче ир енне ялсене электричество парса тăрассине йĕркене кĕртме май килнĕ.
Сăлтавĕ çĕнĕлĕх мар. Электричество линийĕсем ытларах çĕрте 30 – 40 çул каялла карнăскерсем. Аварисене вăхăтра пĕтерес тĕлĕшпе ятарлă службăсем оперативлă ĕçленине палăртма кăмăллă.
В. ЛЕОНИДОВ.