Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Тĕп çул-йĕр паллă. Ĕçе пикенес пулать»

08 декабря 2012 г.

Çапла тĕв турăç депутатсен районти Пухăвĕн черетлĕ 23-мĕш ларăвне хутшăннисем районăн 2013 çулхи тата планланă 2014 – 2015 çулсенчи тапхăрти бюджетне йышăннă май.

Лару декабрĕн 6-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче иртрĕ. Унта район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, районти предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисем, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен директорĕсем, çамрăксен парламенчĕн членĕсем хутшăнчĕç.

Лару савăнăçлă самантран пуçăнчĕ темелле. Ларăвăн кун йĕркине çирĕплетиччен депутатсен районти Пухăвĕн председателĕ Игорь Николаев тата унăн çумĕ Валерий Вязов çамрăксен парламенчĕн членĕсене савăнăçлă лару-тăрура удостоверенисем пачĕç.

Депутатсем ларура пăхса тухма кун йĕркине çак ыйтусене кĕртрĕç: «Депутатсен районти Пухăвĕн 2011 çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕнчи С-12Ÿ3 " «Чăваш Республикинчи Муркаш районĕн 2012 çулхи бюджечĕ çинчен» йышăнăвне улшăнусем кĕртесси çинчен», «Муркаш районĕн 2013 çулхи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн прогнозĕ çинчен», «Депутатсен районти Пухăвĕн «Чăваш Республикинчи Муркаш районĕн 2013 çулхи тата планланă 2014 – 2015 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ çинчен» йышăнăвĕн проекчĕ çинчен», «Газ хуçалăхĕн объекчĕсене Муркаш районĕн муниципаллă харпăрлăхĕнчен Чăваш Республикин патшалăх харпăрлăхне тÿлевсĕр парасси çинчен», «Депутатсен районти Пухăвĕн 2013 çулхи ĕç планĕ çинчен».

Пĕрремĕш ыйтупа райадминистрацин финанс пайĕн пуçлăхĕ Рената Ананьева тухса калаçрĕ. Укçа-тенкĕ шайлашăвне шута илсе депутатсем кăçалхи бюджета хăш-пĕр улшăнусем кĕртме килĕшрĕç.

Муркаш районĕн 2013 çулхи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн прогнозĕпе райадминистрацин экономика тата агропромышленноç комплексне аталантарассин пайĕн пуçлăхĕ Нина Костина паллаштарчĕ. Хальхи вăхăтра районĕпе пĕтĕмĕшле промышленноç продукцийĕ туса хатĕрлессипе «Сеспель» предприяти тÿпи 81 процентпа танлашать. Асăннă предприяти те, Муркашри кирпĕч завочĕпе сĕт-çу завочĕ те çитес çул валли пысăкрах чикĕсем палăртаççĕ. Çав вăхăтрах «Моргаушавтотехсервис», «Моргаушкорм» хăйсен производство кăтартăвĕсене чакарса пыни йĕркеллĕ пулăм мар.

Районĕпе пĕтĕмĕшле туса илекен ял хуçалăх продукцийĕн калăпăшĕнче уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсем 68 процент, ял хуçалăх предприятийĕсем 27 процент, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 5 процент йышăнаççĕ. Вĕсен те производствăна аталантарассипе çине тăрса ĕçлени кирлĕ.

Районăн 2013 çулхи тата планланă 2014 – 2015 çулсенчи тапхăрти бюджечĕн проекчĕпе финанс пайĕн пуçлăхĕ Рената Ананьева паллаштарчĕ. Каласа хăвармалла, ăна йышăнассин ыйтăвне ларăвăн кун йĕркине кĕртиччен бюджет проектне яланхи комисси ларăвĕнче те, халăхпа та сÿтсе явнă, «Вестник Моргаушского района» хаçатра пичетлесе кăларнă, район администрацийĕн сайтĕнче вырнаçтарнă.

Çапла вара депутатсем тĕплĕ сÿтсе явнă документа йышăнчĕç. Районăн 2013 çулхи бюджечĕ тупăшсем енĕпе 386534,4 пин тенкĕпе танлашать. Вăл шутран районăн хăйĕн тупăшĕ – 116508,9 пин тенкĕ е 30 процента яхăн. Районăн çитес çулхи тăкакĕсене 391343,9 пин тенкĕ палăртрĕç. Бюджет дефицичĕ – 4809,5 пин тенкĕ. 2015 çул тĕлне районăн хăйĕн тупăшĕ 34,1 процент пулмалла. Республика бюджетĕнчен трансфертсем уйăрасси чакса пырать. Çавна май тăкаксене чакарасси, тупăш илмелли çăл куçсемпе анлăрах усă курасси, производствăна аталантарасси малти вырăна тухать. Кунпа пĕрлех культурăпа вĕрентÿ учрежденийĕсем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем республикăри тата федераллă тĕрлĕ программăсене анлăрах хутшăнни, çапла майпа хăйсене укçа-тенкĕпе тивĕçтерме пултарни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

«Газ хуçалăхĕн объекчĕсене Муркаш районĕн муниципаллă харпăрлăхĕнчен Чăваш Республикин патшалăх харпăрлăхне тÿлевсĕр парасси çинчен» ыйтупа пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Илья Захаров пĕлтернине итлерĕç. Депутатсем район харпăрлăхĕнче шутланакан газ хуçалăхĕн 85 объектне республика патшалăх харпăрлăхне пама сасăларĕç.

Депутатсем çавăн пекех депутатсен районти Пухăвĕн 2013 çулхи ĕç планне пăхса тухса çирĕплетрĕç.

В. ШАПОШНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика