Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ведомствăсем хушшинчи электронлă хутшăну

08 апреля 2013 г.

 

Мартăн 12-мĕшĕнче регионсенче ведомствăсем хушшинчи электронлă хутшăнăва йĕркелессин ыйтăвĕсене Раççей çыхăну тата массăллă коммуникацисен министрĕ Николай Никифоров ертсе пынă видеоконференци вăхăтĕнче сÿтсе явнă. Конференци ĕçне Чăваш Ен экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕн çумĕ Инна Антонова тата Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствин информаци технологийĕсене пурнăçа кĕртессин пуçлăхĕ Ирина Никонорова хутшăннă.

Николай Никифоров палăртнă тăрăх хальхи вăхăтра ведомствăсем хушшинчи электронлă хутшăну мелĕсен федераллă сервисĕсене ĕçе кĕртессипе ĕçсем вĕçленнĕ. Хальхи вăхăтра федераллă органсем 111 тĕрлĕ сведени тăратаççĕ, вĕсенчен 98-шне ĕçлеслĕх тĕлĕшĕнчен тĕрĕсленĕ.

Регионсенче ытларах сарăлнисем шутĕнче 24 сведени. Ку вăл субъектсем ыйтакан федераллă сведенисен 90 процентне йышăнать. Ытларах ыйтакансем Росреестр енĕпе сведенисем илеççĕ. Вĕсем пĕтĕм ыйтакансем шутĕнче 64 процент. Федераллă налук службин, Пенси фончĕн, Федераллă миграци службин, Шалти ĕçсен министерствин тата Суд приставĕсен федераллă службин ыйтăвĕсемпе интересленекенсем те çук мар.

Аса илтеретпĕр. Ведомствăсем хушшинчи электронлă хутшăну системипе патшалăх влаç органĕн сотрудникĕсем патшалăх тата муниципаллă услугăсемпе тивĕçтернĕ чухне ведомствăсем хушшинчи тата ытти шайри ыйтусем (запроссем) ярса параççĕ.

Хальхи вăхăтра Чăваш Енре ведомствăсем хушшинчи электронлă хутшăнăва ĕç тăвакан 15 влаç органĕ, 26 муниципалитет тата 291 ял тăрăхĕ хутшăнать. Ведомствăсем хушшинчи электронлă хутшăну мелĕпе патшалăхăн 64 тата типлă муниципаллă 32 услугăпа тивĕçтереççĕ.

Ведомствăсем хушшинчи электронлă хутшăну мелĕн лайăх енĕсемпе çитменлĕхĕсене палăртма республикăра малтанласа ведомствăсем хушшинчи электронлă хутшăну мелĕпе социаллă пĕлтерĕшлĕ 14 патшалăх тата муниципаллă услугăсемпе тивĕçтерме пăхнă. Услугăсемпе тивĕçтерессин шайĕнче Чăваш Ен патшалăх органĕсем ведомствăсем хушшинчи 1000 ытла ыйту тăратнă, федераллă органсен электронлă сервисĕсемпе вĕсем 881 хут усă курнă.

Ведомствăсем хушшинчи электронлă хутшăнусăр пуçне Чăваш Енре информаципе ылмашăнмалли ытти формăсемпе те анлă усă кураççĕ. Кусем вĕсем харпăр хăйĕн даннăйĕсене хÿтĕлемелли ятарлă каналсем усă куракан электронлă почта та, факс та, курьер ĕçĕ-хĕлĕ те.

ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика