Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пенси тытăмĕ улшăнать

08 апреля 2013 г.

 

 

Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева хаçат сотрудникĕпе тĕл пулнă. Пенси тытăмне 2030 çулччен аталантарма палăртнă Стратегие пурнăçлассипе çыхăннă ыйтусене хуравланă.

– Роза Алексеевна, Раççей Правительстви пенси тытăмне 2030 çул таран аталантарма палăртнă Стратегие иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче çирĕплетнĕ. Мĕнпе çыхăннă çак улшăнусем;

– Стратеги йышăнасси çĕр-шыври экономикăра, демографи енĕпе малалла улшăнусем пулнипе çыхăннă.

Пенси реформи 10 çул ытла йĕркеленсе пырать. Çак хушăра тĕпрен йĕркеленнĕ пенси страхованийĕ хăйне лайăх енчен кăтартрĕ. Пенси шайĕ чылай хăпарчĕ, совет влаçĕ вăхăтĕнче ĕçленине çĕнĕрен хакласа пенсисене ÿстертĕмĕр, ĕçлемен пенсионерсене паян вырăнта пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен кая мар тÿлетпĕр.

Çав вăхăтрах Пенси фончĕн бюджетне пырса кĕрекен укçа-тенкĕ унăн тăкакне шайлаштармасть.

Çак ыйтусем пенси Стратегине вăрăм тапхăра хатĕрлеме хистенĕ.

Стратегин тĕп енĕсем:

- тарифпа бюджет политикине çĕнетесси;

- маларах пенсие тухмалли йĕркене улăштарасси;

- пенсин пухăнса пыракан пайне çĕнетсе аталантарасси;

- корпоративлă пенси тытăмне йĕркелесси;

- пенси страхованине çĕнĕлле шутласси.

– Страховани тарифĕсем çĕнĕ саккунсемпе мĕнле улшăнаççĕ; Уйрăм предпринимательсем Пенси фондне ытларах тÿлеме тытăнчĕç, паллах, вĕсем çакăнпа кăмăлсăр.

– Страховани тарифĕ ĕçпе тивĕçтерекен организацисем валли 22 процентпа танлашать. Çав вăхăтрах чылай организаци çăмăллăхсемпе усă курса çак шайран сахалрах тÿлет. Ку йĕрке 2013 – 2015 çулсенче сыхланса юлать.

Хăйсен ĕçне йĕркелекенсем валли (уйрăм предпринимательсене, адвокатсене, нотариуссене, фермер хуçалăх пуçлăхĕсене) пенси страхованийĕ йĕркипе ятарлă тÿлев тума йышăннă. Унăн çулталăкра тÿлемелли виçи страховани тарифĕпе çĕр-шыври чи пĕчĕк ĕç укçин икĕ хут ÿстернĕ шайĕнчен шутланать. Çулталăкшăн предпринимательсем 32479 тенкĕ тÿлеççĕ, уйăхне вăл 2706 тенкĕпе танлашать. Пурпĕрех çак сумма организацисене тара кĕрсе ĕçлекенсен республикăри вăтам ĕç укçинчен тÿлекен взносран 1,4 хут сахал, Раççей шайĕнчи ĕç укçинчен илсен – 2,1 хут сахал.

Çак çĕнĕлĕх уйрăм предпринимательсем малтанхи 10 çулта тÿлесе тăнă укçаран пухăннă пенси капиталĕ çителĕксĕр пулнипе çыхăннă. Кунашкал çынсен пенсийĕ тара кĕрĕшсе ĕçлекенсемпе танлаштарсан 10–15 хут сахалрах калăпланать.

Çаксене шута хурса малашне уйрăм предпринимательсене тара кĕрĕшсе ĕçлекенсен пенси страхованийĕн йĕркине куçма ирĕк пама палăртнă.

– Паян маларах пенсие тухакан йышлă. Вĕсене ытти çынсен шучĕпе пенси тÿлеççĕ. Ку енĕпе лару-тăрăва улăштармалли пирки калатчĕç. Мĕнле те пулин йышăну пур-и;

– Раççейри пенси системине аталантарассин Стратегийĕнче йывăр тата сиенлĕ условиллĕ ĕç вырăнĕ тытакан предприятисене Пенси фондне хушма тарифпа тÿлемелли йĕркене çирĕплетнĕ. Ăна çулсерен ÿстерсе пыма палăртнă.

2013 çулта 1-мĕш Списокпа ĕçлекенсемшĕн хушма взнос 4 процентпа танлашать, 2014 çулта – 6 процентпа, 2015 çулта – 9 процентпа.

2-мĕш Списокпа тата хăш-пĕр уйрăм отрасльте ĕçлекенсемшĕн хушма взнос 2013 çулта 2 процентпа танлашать, 2015 çулта – 4 процентпа, 2015 çулта – 6 процентпа.

Халиччен маларах пенсие тухмалли ĕç вырăнĕ пур организацисем хăйсен работникĕсене пенсие маларах кăларнăшăн нимĕнле тăкак та тÿсмен. Çакнашкал йĕрке организацисене ĕç условийĕсене çăмăллатма, сиенсене пĕчĕклетме, ĕçлекенсен сывлăхне сыхласа хăварма хистемен. Енчен те предприяти çĕнĕ технологисемпе усă курса сиенлĕ те йывăр ĕç условийĕсене улăштарсан (ăна ĕç вырăнне çĕнĕрен аттестациленĕ хыççăн пĕлме пулать) хушма тÿлеврен хăтăлать.

Ĕçпе тивĕçтерекенсем пĕлтернĕ тăрăх Чăваш Республикинче 1-мĕш Списокпа 6,3 пин ĕç вырăнĕ, 2-мĕш Списокпа 23,5 пин ĕç вырăнĕ шутланать. Çак ĕç вырăнĕсенче 5,6 пин тата 21,8 пин çын ĕçлет.

Пурĕ республикăра ун пек ĕç вырăнлă 600 предприяти шутлать.

Ĕçлекен çынсене маларах пенсие тухма ирĕк паракан ĕç стажĕ мĕн чухлĕ пулнине кура 3 категорие кĕртнĕ:

- енчен те йывăр тата сиенлĕ условисенче ĕçленĕ стаж кирлĕ чухлĕ пур пулсан маларах пенсие тухмалли ирĕк сыхланса юлать;

- енчен те стаж пĕтĕмĕшлех çук пулсан маларах пенсие тухмалли право ĕçпе тивĕçтерекен хушма тарифпа взнос тÿлесен пулать. Ун вырăнне ĕçпе тивĕçтерекенсен коллективлă килĕшÿ туса хăйсен ĕçлекенĕсем валли хушма социаллă гарантисем туса пама пулать. Ку шутра хăй тĕллĕн пенси страхованийĕ туни, ĕç укçи çумне компенсаци хушса тÿлени тата ытти те. Ун пек чух предприятие хушма тарифпа взнос тÿлессинчен хăтараççĕ;

- енчен те ĕçлекенсен йывăр тата сиенлĕ условисенче ĕçленĕ стаж çук пулсан, предприятисем урăхла социаллă гаранти туса пама пултараççĕ – корпоративлă пенси, ĕç укçи çумне компенсаци укçи тÿлени, ĕçлеме пултарассине çухатасран хушма страховани тăвасси.

Ĕçлекенсен те, организацисен те çак çĕнĕлĕхсене шута хумалла. Ĕçлекенсен прависем е маларах пенсие тухса, е укçан тÿлесе йĕркеленмелле.

– Пенси реформи 10 çул пырать ĕнтĕ, çапах та халăхăн пысăк пайĕ пит хастарлăх кăтартмарĕ, пенсин пухăнса пыракан пайне вырнаçтарма васкамасть. Ку енĕпе улшăну пулмалла, кама пырса тивет вăл;

– Кăçалтанпа 1967 çулта тата каярах çуралнисем пенсин пухăнса пыракан пайне тÿлемелли взнос тарифне хăйсем суйласа илме пултараççĕ: малтанхи пекех 6 процент хăварма пултараççĕ е 2 процент таран чакарса страховани пайне 10 процентран 14 процент таран ÿстерме пултараççĕ.

Нумайăшĕ хăйсен пенсин пухăнса пыракан пайне куçакан взнос укçи-тенкине инвестицилесси пирки заявлени пĕрре те тăратман. Саккунпа вĕсен пенсин пухăнса пыракан пайне куçакан укçа патшалăх управляющи компанин анлăлатнă портфелĕнче – «Внэшэкономбанкра» – йĕркеленет. 2014 çултанпа пухăнса пыракан пая йĕркелеме ку таранччен заявлени çырманнисен взнос тарифне çакăн пек пайласа яраççĕ: 2 проценчĕ пенсин пухăнса пыракан пайне, 4 проценчĕ пенсин страховани пайне тÿлеме каять. Взнос тарифне малтанхи пек 6 процент хăварма çыннăн пенсин пухăнса пыракан пайне куçакан укçана инвестицилеме е патшалăх управляющи компанин урăх портфельне, е уйрăм управляющи компанине, е патшалăх тытăмне кĕмен пенси фондне куçарма заявлени çырмалла.

Пенсин пухăнса пыракан пайне йĕркелеме управляющи компание е патшалăх тытăмне кĕмен пенси фондне куçарма заявлени çырнă пулсан страховани взносĕн тарифĕ 6 процент юлать. Енчен те 2 процент тарифпа тÿлес тесен патшалăх управляющи компанин кирек хăш портфельне куçармалла.

Заявленисене Раççей Пенси фончĕн кирек хăш управленийĕнче тата трансферагент центрĕсенче – банксенче, патшалăх тытăмне кĕмен фондсенче тата организацисенче – йышăнаççĕ.

Республикăра пĕтĕмĕшле 692 пин çыннăн пенсин пухăнса пыракан пайĕ йĕркеленет. Пенсин пухăнса пыракан пайне куçакан укçана инвестицилеме 32 проценчĕ заявлени тăратнă, 68 проценчĕ вара ку таранччен пĕрре те заявлени çырман.

– Халиччен пирĕн пата çулталăкне пенси валли мĕн чуль страховани взносĕ тÿлени пирки пĕлтерекен çырусем килетчĕç, малашне кун пек пулмĕ. Информацие ăçтан илĕпĕр;

– Малтан уйрăм лицевой счет çинче пухăнса пыракан укçа-тенкĕ сумми пирки информацие Пенси фончĕ ятарласа ярса паракан извещенирен пĕлме пулатчĕ. 2013 çултанпа çак информацие гражданин ыйтнипе пĕр хутчен илме май пур. Ăна тĕрлĕ мелсемпе пĕлме пулать: патшалăх услугисен пĕрлехи порталĕ урлă е малтанхи пек çырупа. Ыйтса янă хыççăн 10 кунран хурав çитмелле. Пенси счечĕ çинчи кăтартусене банксенче те пĕлме пулать – Раççей перекет банкĕ, Уралсиб, Газпромбанк, ВТБ 24, Мускав банкĕ урлă.

Харпăр хăйĕн уйрăм счечĕ çинчи кăтартусем конфиденциаллă шутланаççĕ. Çавăнпа та ун пек çĕрте уйрăм çыннăн кăтартăвĕсене вăрттăнлăхра тытса ĕçлемелле. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика