05 декабря 2012 г.
Турай ял тăрăхĕнчи Анаткасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Владимир Иванов (сăн ÿкерчĕкре) 2005 çулта çара контракт çырса кайнă. Маларах, 1999– 2001 çулсенче, срочнăй службăра тăнă хыççăн тăван яла таврăннă-ха вăл. Ĕç те тупнă. «Çав вăхăтра военкоматран справка илмеллеччĕ манăн. Унта шăпах çара контрактпа каякансене пуçтараççĕ пулнă. Çар условийĕсемпе, унта пурăнмалли йĕркепе паллашнă хыççăн эпĕ те килĕшрĕм», – каласа парать паян Владимир.
Çапла вăл виçĕ çуллăха контракт çырать. Ыттисемпе пĕрле Самара облаçĕнчи çар чаçне çитет. Унта вырнаçнă 15-мĕш уйрăм мотострелоксен бригадинче служба пуçланать. Ку бригадăна çарта пулнисем, çарпа кăсăкланакансем «миротворецсем» тенипе лайăх пĕлеççĕ. Раççейĕпе те кун пекки пĕртен-пĕр бригада кăна. Апла пулсан кунта салтаксене те, контрактниксене те тĕплĕ суйласа илеççĕ.
Виçĕ çул хушшинче Владимир икĕ тапхăрпа Абхазире çар тивĕçне пурнăçлать. Унта вăрçă пĕтнĕ хыççăн çар чаçĕсене кăлараççĕ...
«Пурнăç условийĕсем лайăхах, апатлантарасси те чиперех. Пурăнма казармăра пурăнатпăр. Уйăхне 30 пин тенкĕне майлă укçа илетпĕр. Çитес çултанпа ĕç укçи ÿсмеллине калаççĕ. Сывă пурнăç йĕрки, паллах. Япăх теме сăлтав çук», – çапла пĕлтерчĕ Владимир служба пирки.
Вăл каланă тăрăх малтанхи виçĕ çуллăх контракт çыракансене тÿрех пухăнакан ипотека системин реестрне кĕртеççĕ. Çапла вара контрактникăн счечĕ çине патшалăх уйăхсерен укçа куçарса парать – хваттер туянса пама. Ку сумма тĕрлĕрен пулать, паллах. Владимир пĕлтернĕ тăрăх унăн та, пĕлĕшĕсен те вăтамран çулталăкра 200 пин тенкĕ ытла куçать. Контракт килĕшĕвĕ вĕçленнĕ хыççăн ăна тăсма та пулать: 5 е 10 çуллăха. Каллех патшалăх укçа парса пулăшать. Сăмахран, 10 çул хыççăн салтак урăх контракт çырас темерĕ пулсан та çав счет çинчи укçа-тенкĕне патшалăх каялла илмест. Пухăннă укçа çумне салтак хăйĕн укçи-тенкине хушса çĕр-шывăн кирек хăш кĕтесĕнче те хваттер туянма пултарать.
Çемьеллисем валли те условисене пĕтĕмпех туса панине пĕлтерчĕ Владимир. Хула евĕр поселокра ача-пăча сачĕ иккĕ, шкул пуррине калать вăл. Çемьеллисене тата хваттерпе те хăвăртрах тивĕçтереççĕ-мĕн. Самара хули те 40 çухрăмра кăна вырнаçнă.
Контрактпа службăра тăнин лайăх енĕ татах та пур – стаж пырать. Саккунпа килĕшÿллĕн тивĕçлĕ канăва та чылай маларах тухаççĕ вĕсем. Çапла вара вăй питти чухнех пенси илнипе пĕрле (укçи сахал маррине палăртмалла) урăх ĕç те çăмăллăнах тупма пулать.
Çара контракт мелĕпе аслă шкулсенче вĕренекенсене те илеççĕ. Пур çĕрте те ăслă-тăнлă çынсем кирлĕ-çке-ха. Сесси вăхăтĕнче вара, сăмахран, Самарăран Шупашкара чăрмавсăрах кайса экзамен-зачет тытма пулать.
Пĕр сăмахпа каласан çамрăксен нумай та шухăшламалла мар, контрактпа çара кайсан темиçе мулкача харăсах тытма пулать: пурăнмалли вырăн, лайăх ĕç укçи, патшалăх хваттер туянса парать, тивĕçлĕ канăва та 60 çулччен кĕтмелле мар.
Н. Николаева.