05 декабря 2012 г.
Пушар хăрушсăрлăхĕ – кун йĕркинче куллен тăракан çивĕч ыйтусенчен пĕри. Çакна иртсе пыракан çулталăкри лару-тăру та уççăн çирĕплетет. Çулталăк пуçланнăранпа районта 39 пушар пулчĕ. Вĕсенче 5 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ, 2 çын пиçсе кайрĕ, 1,36 миллион тенкĕлĕх пурлăх кĕлленчĕ. Пушарсен тĕп сăлтавĕсем: уçă çулăмпа усă курнă чух асăрханусăр пулни (38,1 процент), эпектрооборудованисене эксплуатацилес правилăсене пăсни (24,1 процент), юсавсăр кăмакасем тата вĕсемпе усă курнă чух пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни (23,3 процент).
Раштав уйăхне кĕтĕмĕр те Çĕнĕ çул уявĕсемччен шутлă кунсем юлаççĕ. Çав савăнăçлă кунсенче вара граждансенчен нумайăшĕ шăпах уçă çулăмпа усă курассине тата электрооборудованисене анлă эксплуатацилессине кун йĕркине кĕртет. Ку лайăх-ха, анчах практика çакна кăтартса парать: уяв савăнăçĕпе час-часах тимлĕх иккĕ-мĕш вырăна юлать. Асăрханулăха чакарни те хакла ларма пултарать.
Районти пушар хăрушсăрлăхне тишкерсен кашни çулах Çĕнĕ çул уявĕсенче вут-кăвар алхаснă инкексем пулни курăнать. Уявччен вăхăт пур пулсан та çакна калатăп, ытларах инкек хыçĕнче эрех-сăра тата унпа туслашнă май тимлĕхе çухатни тăрать.
Çĕнĕ çула кĕтсе илессине халăх пысăк уяв вырăннех йышăнать. Ку тĕлĕшпе коллективсенче тăтăшах çĕнĕлĕхсем кĕртеççĕ, елка илемне ÿстерме чылайăшĕ электричество çутипе, çуртасемпе, пиротехника изделийĕсемпе усă курать. Халĕ каланине шута илсе çак тапхăр пушар тухаслăх тĕлĕшпе пысăк хăрушлăхпа палăрать. Иртнĕ çул Çĕнĕ çул вăхăтĕнче районта 3 пушар пулнăччĕ. Çак инкексем кăçал ан пулччăр тата Çĕнĕ çул уявĕсене «хĕрлĕ автан» ан тĕксĕмлеттĕр тесен, район çыннисене маларахах асăрхаттаратпăр, кашнийĕнех пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмаллине систеретпĕр. Çав тĕллевпе:
– елккăсем ирттерме хатĕрленме коллективсенче хальтерехех ответлă çынсене çирĕплетмелле;
– яваплă çынсен патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕнче пушар хăрушсăрлăхĕпе инструктаж тухмалла та ăна вырăнсенче Çĕнĕ çул уявлама хутшăнакансемпе ирттермелле;
– елка ирттерме хатĕрлекен пÿлĕмсене тĕплĕн тишкермелле, пушар сÿнтермелли пирвайхи хатĕрсем янтăлас тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулмалла;
– елка вăхăчĕ пирки вырăнти пушар хуралне маларах пĕлтермелле;
– елкăна пушар хуралĕн ирĕкĕсĕр ниçта та вырнаçтармалла мар;
– ан манăр, елка ирттермелли пÿлĕмĕн урама тухма икĕ алăк пулмалла;
– елка лартнă чух ăна алăксем патне вырнаçтарас çук, унпа стена тата мачча хушши пĕр метртан кая мар пулмалла;
– елкăна илемлетме хăвăрт хыпса илекен теттесемпе, ватăпа, бенгали çуртисемпе усă курма юрамасть;
– елкăра заводра хатĕрленĕ электрогирляндăсемпе çеç усă курмалла.
Уяв вăхăтĕнче электрогирляндăсем çинче пĕчĕк кăлтăк асăрхасанах электричествăна пĕр тăхтамасăр сÿнтермелле. Елка çинче çулăм курăнсан аслисен елкăна çийĕнчех çĕре ÿкермелле те хăвăрт сÿнтерме мерăсем йышăнмалла. Искусствăлла елкăна шывпа сÿнтерни тĕрĕс мар, мĕншĕн тесен çуннă чух синтетика ирĕлет, шыв лексен вĕресе кайма тата шыв юххипе айккинелле сарăлма пултарать. Кун пек чухне огнетушитель – чи вырăнли. Вĕсене маларахах туянса хумалла.
А. ИЗОНОВ,
патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ.