Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăшисемпе паянах кĕрешмелле

05 декабря 2012 г.

Паян-ĕнер çеç пĕрремĕш юр çуса иртрĕ. Умра – раштав уйăхĕ. Каламалла, сивĕ кунсем çывхарнă май шăшисем уй-хиртен çынсем пурăнакан вырăнсене массăллăн куçаççĕ. Çак вăхăтра вĕсем хăйсемпе пĕрле тĕрлĕ чир-чĕр илсе килме пултарни пирки те манма юрамасть. Çавăнпа та шăшисемпе кĕрешес ыйту паян килти хушма хуçалăх тытаканăн кун йĕркинче çирĕп тăмалла.

Шăши евĕр чĕр чунсенчен чи пысăк сăтăр тăваканнисем – уй-хир шăшийĕсем. Вĕсем çулталăкĕпех пысăк активлăхпа палăраççĕ: шăрăх вăхăтра – каçпа, сивĕ кунсенче – кăнтăрла. Вĕсен ĕрчеслĕхĕ уйрăмах пысăк пулни ял çыннисемшĕн пысăк сăтăр çăл куçĕ шутланать.

Кĕр кунĕсенче шăшисем хăйсене хĕл каçма меллĕрех вырăнсем хатĕрлеççĕ. Вĕсем кăмăллакан вырăнсем: дача çурчĕсен путвалĕсем, сарайсем, ампарсем, утă-улăм упранакан вырăнсем. Хĕл кунĕсенче çак вырăнсенчен шăшисем пур еннелле те çăмăллăнах çÿрейреççĕ. Юр сийĕ вĕсене кушаксемпе тăманасенчен хÿтĕлет. Шăшисем уйрăмах çамрăк улмуççисен çĕр çумĕнчи пайне лайăх кăмăллаççĕ. Тивĕçлĕ мерăсем йышăнмасан вĕсем ăна вулă тавраллах кăшласа çаврăнаççĕ.

Сад-пахчари шăшисемпе кĕрешессине кĕркуннех пуçăнмалла. Çак тĕллевпе малтанах кил хуçин пахчари тĕрлĕ каяшсен куписене пĕтермелле. Çум курăкĕсемпе пахча çимĕç çеçкисене ним пăхмасăр çунтарса ямалла. Картасем çумĕнче çулăнмасăр юлнă курăксене пĕтерессипе ĕçлемелле.

Шăшисем çамрăк йывăçсене кăшласа сиен кÿреççĕ терĕмĕр те вăл йывăçсен вуллисене хĕл валли рубероидпа чĕркемелле. Çак материалăн аялти пайне çĕр айне 5–10 см ярсан та ытлашши пулмасть. Йывăçсем таврашĕнчи çĕре хытă таптаса лартни те шăшисем пырас çула хуплать.

Улмуççи вуллисене полиэтилен хутпа чĕркени тĕрĕс мар, мĕншĕн тесен шăшисем ăна кăшлама юратаççĕ кăна.

Паян-ыран сад-пахчара, кил-çурт таврашĕнче шăшисем валли наркăмăш хурса парассипе ĕçлемелле. Çамрăк йывăçсем нумай вырăнсенче те – вăл паянах пурнăçламалли ĕç. Ăна валли çÿхе хăмасенчен тăватă енне те картланă 30–40 см тăршшĕ ансăр «кормушкăсем» хатĕрлемелле. Çак туннельсене шăшисене пĕтермелли «апат» хурса памалла. Çак çуртсенчи шăши «апачĕ» кăвакармасть, пăнтăхмасть. Вĕсене хĕлле юр витсе лартсан та шăшисем шăршăпа чиперех шыраса тупаççĕ. Çакнашкал трубкăсемпе усă курни наркăмăша килти чăх-чĕп çиесрен сыхлать. Çуркунне вĕсене силлесе тăкса вилнĕ шăшисене çĕре чавса чикме пулать.

Тĕрĕслевсем кăтартнă тăрăх кăçал уй-хирте шăши шăтăкĕсем пĕлтĕрхипе танлаштарсан самаях сахал. Çапах та уйри улăм урисем патĕнче шăшисемпе кĕрешме эмел хурсан ытлашши пулмасть. Ахальлĕн çав вырăнсем çитес çул шăшисем ĕрчемелли вырăнсем пулса тăраççĕ.

Шăшисен çиме пултараслăхĕ питĕ пысăк. Вĕсем хăйсен кĕлетке йывăрăшĕнчен 3,5 хут ытларах апат çиеççĕ. Хĕлле вĕсем кĕрхи культурăсен çулçисемпе тунисене çисе пурăнаççĕ. Им-çама уй-хирти улăм урисем патне хунипе пĕрлех хуçалăхсен фермисене, складсемпе хранилищĕсене хуни те пысăк усă пулĕ.

«Россельхозцентрăн» республикăри филиалĕн районти пайĕнче шăшисемпе кĕрешме икĕ тĕрлĕ им-çам пур. Пĕри – биологиллĕ препарат («Бактероденцид»). Ку им-çама çинĕ хыççăн шăшисем пĕр-пĕрне чирлеттерсе яраççĕ. Вĕсем ĕрчеме пăрахаççĕ. Ку препарат çынсемшĕн те, килти выльăх-чĕрлĕхшĕн те сиенлĕ мар. Тепри – химиллĕ препарат («Ратикум»). Икĕ препаратне те тырă пур япаласемпе хатĕрленĕ. Шăшисем вĕсене лайăх çиеççĕ. Хаксем пирки калас пулсан икĕ препарачĕ те пĕр килограмĕ 135 тенкĕ тăрать. Туянас текенсене вăл е ку препарата маларах саккас пама ыйтатпăр.

Пĕрлешÿллĕ тата килти хушма хуçалăхсенче çынсем шăшисен ĕрчевлĕхне сăнасах тăрасса шанатăп. Пирĕн тел.: 62-2-77.

А. ПАВЛОВ,

«Россельхозцентрăн» республикăри филиалĕн районти пай пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика