05 декабря 2012 г.
Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăхри Уйкас Янасалти сĕт фермине çитсен малтанах ферма заведующийĕн Валентина Аврамовăн ĕç пÿлĕмĕнче чечексем нумай пулни куç умне пулчĕ. Кунпа пĕрлех ĕçлекенсен канмалли пÿлĕмĕнчи тирпейлĕхпе кунти тĕслĕ кăтартакан телевизор ĕç параканпа фермăра тăрăшакансем хуçалăх аталанăвĕн пĕр лавĕ çинче пынине çирĕплетрĕç.
Ĕç кунĕ пуçланнă кăначчĕ-ха. Сумалли ĕнесем тăракан сарайĕнче тислĕк кăлармалли транспортер ĕçлетчĕ. Тислĕк вăхăтра тухнине сарайĕнчи ытти вырăнсенче тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланни çирĕплетрĕ. Коридорсенче йăваланса выртакан пĕр ăпăр-тапăр та çук, урай сарнă вырăнсенче ăна таса тытни куç умне пулать: фельдшер пÿлĕмĕ, канмалли кĕтес, кĕпе-тумтир улăштармалли вырăн, хуралçăсен пÿлĕмĕ. Пур çĕрти тирпейлĕх те кунта ĕçлекенсем хăйсен ĕç вырăнĕ çине хуçалла пăхни çинчен калать.
Уйрăм сăмах ферма коллективĕ пирки. Ĕçе мала хуракан ĕçченсем ăнăçусăр ĕçлеççĕ тееймĕн. Ĕне сăвакансем паян кашни ĕне пуçне талăксерен вăтамран 11 килограма яхăн сĕт сăваççĕ.
– Çакă çителĕклĕ пулманнине ăнланатпăр. Хуçалăх ертÿçи тăрăшнипе юлашки çулсенче выльăх апачĕ янтăлама ял хуçалăх техникине çĕнĕрен çителĕклĕ туянни аталану çулĕсене уçрĕ. Паян çу каçа янтăланă апата перекетлĕ тытасси – пирĕн умри тĕп тĕллев, – терĕ ферма заведующийĕ Валентина Леонидовна.
Хуçалăхăн фермисенче паян ытти шултра выльăхсемсĕр пуçне 244 пуç сумалли ĕне, 600 пуçа яхăн сысна. Хĕл тапхăрĕнче вĕсенчен ытларах продукци илессине хуçалăх ĕçченĕсем хăйсен тĕллевĕ тесе йышăнаççĕ.
Эпир фермăна çитнĕ чух ирхи сăвăм вĕçленнĕ май выльăх пăхакансем ĕнесене утă хурса пама пуçларĕç. Ферма ертÿçинчен рационпа кăсăклантăмăр.
– Ĕне сĕчĕ чĕлхи çинче тенине манмасăр вĕсене апатпа тăтăш тивĕçтерме тăрăшатпăр. Паян ĕнесен рационĕнче 20 килограмм сенаж, 3,5 килограмм çăнăх, 2–3 килограмм утă, çителĕклĕ таран улăм, – хуравларĕ В. Аврамова.
Выльăх апачĕ тенĕрен. Хĕл валли хуçалăх кашни условнăй выльăх пуçне 23,5 центнер апат единици хатĕрленĕ. Çакă кăртăнкăраххине утă çителĕксĕртереххи калать. Çавăнпах ĕнтĕ кунта паян перекетлĕх ыйтăвне малти вырăна кăлараççĕ те. Ферма ĕçченĕсем ыранхи кунпа пурăннине сарайсемпе иртнĕ чух унта мăнтăр та таса выльăхсем тăни çирĕплетрĕ. Çакă рейд бригадин членĕсене савăнтарчĕ кăна.
Купăрляри ĕне фермине çитсессĕн те ĕнесем умĕнче апат тулăх пулни, сарайсем выльăхсемпе тулли тăни, хĕле хатĕрленсе витесенче юсав ĕçĕсем туни кашни утăмрах курăнни Ильич яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕ выльăх отрасльне аталанăвăн тĕп шăнăрĕ тесе хакланине çирĕплетрĕ. Çакна ĕнентерекен тĕслĕх. Иртнĕ çул çĕнĕрен тунă тынасем тытмалли сарай çамрăк выльăхсемпе тулли тата вĕсем таса та мăнтăр пулни Купăрлясем ыранхи кунпа пурăнни пирки уççăн хыпарлать.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн аталанăвĕ – кашни хуçалăх экономикинех тĕреклетмелли тĕп çул-йĕр. Çитнĕ-çитмен пурнăçпа пулсан та, ферма коллективĕсем йывăрлăхсене çĕнсе ĕçлени, хăйсенчен мĕн килнине пурнăçлама тăрăшни «Ударник» хуçалăхăн фермисенче те куç хĕррине юлмарĕ. Кăçалхи хĕл тапхăрĕн малтанхи уйăхĕнче кăна хуçалăх ĕçченĕсем 14,5 тонна (пĕлтĕрхин 111 проценчĕ) аш-какай, 74,9 тонна (42 процент) сĕт туса илнĕ. Сĕт сахалланни ĕнесен кĕтĕвне чакарнипе ытларах палăрать. Çав вăхăтрах Йÿçкассинчи сĕт ферминче ĕçлекенсем çителĕксĕрри те палăрчĕ. Тислĕк кăларассипе тата апат илсе кĕртессипе механизаторсем ĕçлеççĕ. Ферма территорийĕнче утă сахалланнă май ăна ытти фермăсенчен тата çулла-кĕркунне хатĕрленĕ вырăнсенчен турттарассине йĕркелеме вăхăт ĕнтĕ.
Вăрманкассинчи сĕт фермине илес пулсан кунта апачĕ те, ĕçлекенĕсем те пур. Панклипе Хурăнкасси фермисенче те, иккĕмĕшсем айсарăм валли улăм турттарса килсен, пысăк çитменлĕхсемех курăнмарĕç.
Хуçалăх механизаци ыйтăвĕ çине çивĕч пăхни кашни фермăрах малти вырăнта пулчĕ. Ĕçе явăçтарнă техникăн тата механизаторсен тăрăшулăхĕ паян обществăлла выльăх-чĕрлĕхе йĕркеллĕ хĕл каçарассинче «Ударник» хуçалăхшăн тĕп пулăм пулнине куртăмăр.
Рейд бригади:
Т. АЛЕКСЕЕВА,
райадминистрацин экономикăпа АПК аталанăвĕ пайăн тĕп эксперт-специалисчĕ;
А. ФЕДОРОВА,
выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин выльăх тухтăрĕ;
А.БЕЛОВ,
район хаçачĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçи.