05 декабря 2012 г.
– Анаткас Апаш хĕрарăмĕсем ĕçпе кану вăхăтне вырăнлă та тĕрĕс йĕркелеме пĕлеççĕ. Кĕркуннепе хĕлле лăпкăрах та пушăрах тапхăр шутланать. Çавна май хĕрÿ ĕç тапхăрĕнче вăй хурса тимленисĕр пуçне кану, чун апачĕ пирки те манмастпăр эпир. Çапла вара хамăр ял хĕрарăмĕсемпе пĕр шухăш-тĕллев тытса Муркашра вырнаçнă районти тури чăвашсен музейĕнче пултăмăр. Унта кайса курмасан вара килĕшÿллех те мар. Музейра сакăр паттăр-ывăл çуратса ÿстернĕ, 1 степень Аслă Петĕр орденне тивĕçнĕ, Чăваш Республикин Ĕç мухтавĕн, паттăрлăхĕн хисеп кĕнекине кĕртнĕ, ытти чылай хисепе тивĕçнĕ Татьяна Николаева, Олимп чемпионки В. Егорова, хăвăрт утас енĕпе тĕнче чемпионĕ Вера Соколова – пирĕн ентешсен ĕçĕ-хĕлĕсемпе паллашма пулать. Унсăр пуçне кунта тĕрлĕ экспозици йышлă. Çапла вара пире музей ĕçченĕсем питĕ тарават кĕтсе илчĕç. Ольга Геннадьевна методист кашни саманта тĕплĕ тишкерчĕ. Тавах вĕсене кунти ĕçе кирлĕ пек йĕркелеме пĕлнишĕн. Çул çÿреве тухса кĕме пире Владимирпа Дмитрий Соколовсем пулăшрĕç. Пысăк тав вĕсене уншăн.
Пирĕн ял ал ĕç ăстисемпе пуян. Çапла вара иртнĕ эрнере З. Базиковăна тата Н. Соколовăна хăйсен эрешĕсемпе паллаштарма тури музея чĕнчĕç. Сăмах май палăртса хăварас килет, вĕсем хăйсен ĕçĕсемпе ытти курава та хутшăнчĕç.
Икĕ ача амăшĕ Зоя Яковлевна, тивĕçлĕ канура пулин те, пачах та ĕçсĕр лармасть. Шупашкар хулинчен яла куçса килнĕскер, тăтăшах тĕрлĕ эреш эрешлет. Иртнĕ çул вăл Мăн Сĕнтĕрти ваттисен çуртĕнче пурăнакансем валли çирĕм мăшăр тапочка çыхса пачĕ. Çулла вара кулленех пахчара тăрмашать, тĕрлĕ чечек, çимĕç ÿстерет. Пĕррехинче вăл республика хаçатĕнчен килнĕ хăнасене хăй лартса ÿстернĕ арбузпа хăналанăччĕ.
В. Соколова вара тĕрлеме ăста. Район шайĕнчи курава вăл Вера хĕрĕ ăсталанă ĕçсене илсе килнĕ. Спортпа туслă хĕрĕ чăваш йăли-йĕркине те асрах тытать. Ăсталăх ăруран ăрăва куçни питĕ лайăх çав. Хамăр пĕлнĕ ĕçе пирĕн ачасем те вĕренччĕр. В. Соколова бисерпа тĕрлеме те маттур. Унăн чечекĕсем вара пир-пусма çинче кăна мар, çурт умĕнчи картишĕнче иртен-çÿрене илем кÿреççĕ. Амăшĕн вара ачисемшĕн пăшăрханман самант çук та пулĕ, уйрăмах вĕсем аякра пулсан. Акă унăн Анатолий ывăлĕ Чечен Республикинче çар тивĕçне пурнăçларĕ. Вера та ав тăтăшах çул çÿреве тухать. Нина Геннадьевнăпа Зоя Яковлевнăна Тав çырăвĕсемпе чысларĕç.
Çавăн пек маттур çынсем пурăнаççĕ пирĕн ялта. Хамăр патра та эпир тĕрлĕ мероприяти йĕркелесе ирттеретпĕр. Çапла майпа ял çынни ĕç вăхăтне кану тапхăрĕпе те ылмаштарма пултартăр.
А. Семенова,
Анаткас Апашри Культура çурчĕн ертÿçи.