Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă кăмăллăх ан иксĕлтĕр

05 декабря 2012 г.

Çак кунсенче район администрацийĕнче Инвалидсен пĕтĕм тĕнчери кунне халалланă пленум иртрĕ. Унăн ĕçне Раççейри инвалидсен обществин вырăнти организацийĕн ертÿçи А. Николаева ертсе пычĕ, район тата республика шайĕнчи ку тĕлĕшри ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ.

Декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 2303 инвалид учетра тăрать, вăл шутра 1 ушкăнра – 405 çын, 2 ушкăнра – 867-ĕн, 3 ушкăнра – 925-ĕн, инвалид ачасем – 106-ăн. Социаллă пулăшу центрĕпе пĕрле çÿлерех асăннă общество пĕччен пурăнакан 37 инвалида учета илнĕ. Реабилитацилессин индивидуаллă программипе килĕшÿллĕн 372 инвалида социаллă тата консультаци пулăшăвĕсем панă. Кăçалхи вун пĕр уйăхра 295 çыннăн (пĕччен пурăнаканнисен, инвалидсен, пенсионерсен) çурт-йĕрпе пурăнмалли условийĕсене тишкернĕ. Инвалидсен обществин вырăнти организацийĕн ĕçĕ уставпа, «Çут çанталăк йăлтах пултарать тата йăлтах вăя кĕртет» проектпа килĕшÿллĕн пурнăçланать. Обществăра тăракансем кашни уйăхрах пĕрле пухăнса калаçаççĕ, тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Кунта вĕсем ăс-тăн çивĕчлĕхĕ, апат-çимĕç хатĕрлес ăсталăх, çут çанталăк пуянлăхĕпе усă курас вăрттăнлăх тавра калаçаççĕ, ăмăртусем йĕркелеççĕ.

– Эсир çирĕп чунлă çынсем, пурнăçа чăннипех те хаклама пĕлетĕр. Хăвăр пултарулăхпа ыттисене те хавхалантаратăр, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Л. Тарасова пухăннисене.

Социаллă пулăшу паракан центрăн ертÿçи О. Иванова кăçалтан пуçласа вăя кĕнĕ çĕнĕлĕх çинче чарăнчĕ. Конституципе килĕшÿллĕн кашни гражданинăн квалификациллĕ пулăшу илме право пур. Саккунпа пăхнă май пĕчĕк тупăшлă çемье членĕсем, хÿтлĕхсĕр тата ватă çынсем, инвалидсем тата хăш-пĕр категоририсем тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ илеççĕ. Çÿлерех асăннисем консультаци илме, заявлени, çăхав çырма тата ытти тĕлĕшпе пулăшу ыйтма пултараççĕ. Çавăн пекех асăннă категоририсен интересĕсене судсенче, патшалăх тата муниципаллă органсенче хÿтĕлеççĕ. Тÿлевсĕр юридици, консультаци пулăшăвĕ парасси пирки ăнлантарчĕ. Ыйтăва кура социаллă пулăшу центрне е нотариус, адвокат патне каймалла. Кунта вара кашнин хăйĕн переченĕ.

Çавăн пекех пленумра инвалидсен клубне йĕркелесси çинчен сăмах хускатрĕç, ытти ыйту тавра калаçрĕç. Спорт тусĕсем вара тĕрлĕ ăмăртура вăй виçрĕç.

Р. Илларионова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика