Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрман ĕçлес текенсене пĕлме

05 декабря 2012 г.

Çулсеренех Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви çынсене вăрман фончĕпе харпăр хăй тĕллевĕпе усă курассине йĕркелет. Хальхи вăхăта вара шăпах вăрман ĕçлес хĕрÿ тапхăр темелле пулĕ. Халăха вутăпа, çурт-йĕр валли йывăç материалпа тивĕçтересси епле пынипе паллашас тĕллевпе эпĕ райадминистрацин экономика тата агропромышленность комплексĕн аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕпе Н. Костинăпа калаçрăм.

– 2012 çулта Муркаш районĕнче пурăнакансем валли уйăрнă вăрман фончĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 8100 кубла метрпа танлашать. Кунта лăсăллă тата çемçе йышши йывăç кĕрет. Çак виçен 41, 3 процентне ĕçлесе илсе тухнă.

Йĕпреç лесничестви халăха йывăçпа тата вутăпа (касмалли виçе 1600 кубла метр) тивĕçтерме пăхнă пулнă. Лăсăллă йывăçăн 210 кубла метрне çыртарнă ĕнтĕ, 1390 кубла метрĕ вара ĕçлес текенсене кĕтет.

Çавăн пекех Шупашкар лесничествинчи касмалли виçе 4100 кубла метрпа танлашнă. Касмалли лаптăкăн 3010 кубла метрне çыртарнă, 1090 кубла метр çинче ĕçлемелле.

Пирĕн района çывăххи вăл Етĕрне лесничестви шутланать. Касмалли пĕтĕмĕшле виçе 2400 кубла метрпа танлашнă. 130 кубла метрĕ çинче ĕçленĕ, 2270 кубла метрĕ вара ĕçлес текенсене кĕтет. Çавăнпа та самантпа усă курма ыйтатпăр.

– Вăрман ĕçлес текенсен тÿрех лесничествăна каймалла-и;

– Йывăç, вутă касса илсе килес текенĕн чи малтанах ял тăрăхне каймалла. Вĕсем çак ĕçе йĕркелеççĕ.

Р. Илларионова калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика