Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăр çинче инкеке ан лек

05 декабря 2012 г.

Раштав уйăхĕ пуçланнă май хĕл сиввисем те çитрĕç. Çанталăк вылявне пăхмасăрах юхан шывсем пăрпа витĕнчĕç. Анчах çакă тÿрех çирĕп пăр ларнине пĕлтермест-ха. Çавăнпа аслисен те, ачасен те çак вăхăтра çÿхе пăр çине кĕресрен асăрханмалла. Ахальлĕн каялла тавăрмалла мар инкек патне пырса тухма пулать. Унран пăрăнма хаçат вулакансене çакăн пек сĕнÿсем паратăп:

– пăр çине кĕнĕ чух унăн çирĕплĕхне тĕрĕслемесĕр ура ярса ан пус;

– пăр çинче çынсем утнă çулпа пыр;

– пăр катăлса сасă парсан е вăл авăнма пуçласан пĕр тăхтаса тăмасăр майĕпен каялла тух;

– пĕр вырăнта çынсем кĕпĕрленсе тăрассинчен асăрхан;

– йĕпе-сапара пăр çине ан кĕр;

– пăр катăлнă вырăнсене ан пыр, катăк пăр çинче ан ярăн;

– пăр çирĕплĕхне нихăçан та урапа тапса ан тĕрĕсле.

Енчен те пăр çинче шыва кĕрсе ÿксен тÿрех çухалса ан кай. Чăн малтан пăр хĕррине алăсемпе саркаланса тыт, пулăшу чĕн. Шыв тарăн мар пулсан хăраса ÿкмесĕр умри пăра катса çырана васка е урасемпе хыттăн тапса ярса пăр çине тухма тăрăш.

К. ПОПОВ,

районти патшалăх пушар надзорĕн инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика